Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
19.04.2017

Ăслав сочиненийĕ çырма вĕрентесси» вĕренÿ проекчĕ

Иванова Валентина Михайловна
учитель чувашского языка и литературы; учитель русского языка и литературы
Методические рекомендации и примеры сочинений-рассуждений для подготовки к ОСНОВНОМУ ГОСУДАРСТВЕННОМУ ЭКЗАМЕНУ по чувашскому языку

Содержимое разработки

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ

Чăваш Республикин Канаш районĕнчи «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

Сухайкасси тěп шкулĕ» муниципалитетăн вĕренÿ бюджет учрежденийĕ

вĕренÿ проекчĕ

Ĕçе тăваканĕ: Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ параканСухайкасси тěп шкулĕ» муниципалитетăн вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Наука руководителĕ: Анна Семеновна Егорова,

Вĕренÿ институтĕнчи филологи кафедрин доценчĕ

Сухайкасси – 2017

Ĕçĕн содержанийĕ

Ум сăмах …................................................………………………………......... 2

Проект теми, тĕллевĕ, тĕп ыйтусем, актуаллăхĕ, çĕнĕлĕхĕ, тĕп шухăшĕ, проект ĕçне тума усă курнă мелсемпе меслетсем, проект ĕçне çырма пулăшакансем, проект ĕçне тума хутшăнакансем, проект ĕçне тумалли вырăн.....…………………................................................................................. 3

Проект ĕçĕн результачĕсем (кĕтнĕ çимĕç) ................................................... 4

Проект ĕçĕн тапхăрĕсем ……………………………………………………. 4

Проекта пурнăçа кĕртмелли ĕçсем ......................................................... 5-11

2017 çулта 9 класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамен ĕçĕн тĕслĕх варианчĕн 3-мĕш пайĕнче сĕннĕ темăпа çырнă ăслав сочиненийĕн тĕслĕхĕ, тишкерÿ ........................................ 12-13

Хыç сăмах ……………………………………………….............................. 14

Усă курнă литература..……………………………………………….......... 15

Ум сăмах

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри вĕренекенсен калаçăвĕпе çыру чĕлхине аталантарасси пулса тăрать. Шкул ачисене пĕлÿ парас тата вĕсен шухăшлав пултарулăхне аталантарас ĕçре сочиненисен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк.

Сочинени çырнă май ачасем уроксенче илнĕ пĕлĕве тарăнлатаççĕ, вуланă хайлавсем тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума, тĕрĕс хак пама хăнăхса пыраççĕ, хăйсен сăмах йышне пуянлатса пырса çыхăнуллă çырма вĕренеççĕ.

Сочинени” – чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕнĕ сăмах. Ун пирки вырăссен педагогĕ В.В.Литвинов çапла çырнă: „Сочинени тени „чин” (йĕрке) сăмахран пулнă... Анчах ку сăмахăн тепĕр пĕлтерĕш те пур. „Сочинени” тесе эпир, сăмахран, А.С. Пушкинпа Л.Н. Толстойăн, Бетховенпа Мусоргскин гениллĕ произведенийĕсене те калатпăр. Кăштах тĕлĕнмелле пулсан та вĕренекен çыракан сочинение эпир унăн иккĕмĕш пĕлтерĕшĕпе çыхăнтаратпăр. Енчен те вĕренекенсене учёнăйсемпе çыравçăсем çырнă шухăшсене çеç çырса илме хăнăхтаратпăр пулсан эпир вĕсене хăйсем тĕллĕн шухăшлама вĕрентсе çитерес çукки паллах”. (Литвинов В.В. Сочинени в старших классах. М., 1965, стр.7)

Çапла вара, сочинени тени вăл – пĕр-пĕр ыйтупа харпăр хăй шухăш-кăмăлне йĕркипе тата туллин палăртса çырнă пултарулăх ĕçĕ.

Проект ĕçĕн теми:„Ăслав сочиненийĕ çырма вĕрентесси”

Проект ĕçĕн тĕллевĕ:

9 класс пĕтерекенсене ăслав сочиненийĕ çырма вĕрентесси.

Проект ĕçĕн тĕп ыйтăвĕсем:

Текст (сочинени) тĕсĕсем çинчен вĕреннине аса илесси.

Сочинени çырассин пĕтĕмĕшле йĕркипе паллаштарасси (аса илесси).

Ăслав тĕсĕн уйрăмлăхĕсене палăртасси, ансат тĕслĕхсемпе паллаштарасси.

9 класс пĕтерекенсене экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх çырма сĕнекен 15.1., 15.2., 15.3. темăсен уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси.

Тезиспа аргумент ăнлавсене уçса парасси (тезис калăплама, аргументсемпе çирĕплетме, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси).

Ăслав хайлавĕпе паллашасси, тишкересси.

Проект ĕçĕн актуаллăхĕ:2017 çулта 9 класс пĕтерекенсемшĕн чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамен пурин те тăватă экзамен тытмалли предметсен шутне кĕрет.

Çĕнĕлĕх: Ăслав сочиненийĕ çырма вĕрентекен проект хальччен çырман.

Проект ĕçĕн тĕп шухăшĕ: 9 класс пĕтерекенсенесĕннĕ темăсенчен пĕрне суйласа илсе ăслав сочиненийĕн тытăмне, виçеллĕ калăпăшне тытса пырса тема пирки мĕн шухăшланине, текст тĕп шухăшне ĕнентерÿ мелĕсемпе çирĕплетсе ăслав тĕсĕпе тÿр килекен сочинени çырма вĕрентесси.

Проект ĕçне тума усă курнă мелсемпе меслетсем:

– вĕреннине аса илни;

– словарь ĕçĕ (тезис, аргумент ăнлавсемпе паллаштарни);

– текстăн тĕп шухăшне палăртасси;

­– ăслав тĕсне палăртмалли ĕнентерÿ (аргумент) мелĕсем;

– тĕслĕхсемпе паллаштарни;

– тишкерÿ.

Проектĕçне тума пулăшакансем:

– ертÿçи – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна;

–Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ.

Проектĕçне хутшăнакансем:

– Сухайкасси тĕп шкулĕнче 9-мĕш класс пĕтерекенсем;

– чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Проект ĕçне тумалли вырăн:

Канаш районĕнчи Сухайкасси тĕп шкулĕнчи 9-мĕш класс.

Проект ĕçне тăваканĕ: Чăваш Республикин Канаш районĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Сухайкасситĕп шкулĕ» муниципалитетăн вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна.

Проект ĕçĕн результачĕ (кĕтнĕ çимĕç): 9 класс пĕтерекенсем чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмаллиэкзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх çырма сĕннĕ 15.1, 15.2, 15.3 темăсенчен пĕрне суйласа илсе ăслав тĕсĕпе тÿр килекен сочинение ăнăçлă çырни.

Проект ĕçне тумалли тапхăрсем:

Проект ĕçĕн тапхăрĕсем

Ĕç содержанийĕ

Хатĕрленÿ тапхăрĕ

Текст (сочинени) тĕсĕсем çинчен вĕреннине аса илесси.

Сочинени çырассин пĕтĕмĕшле йĕркипе паллаштарасси (аса илесси).

Ăслав тĕсĕн уйрăмлăхĕсене палăртасси, ансат тĕслĕхсемпе паллаштарасси.

Ĕç результачĕ: Ăслав тексчĕсен уйрăмлăхне çирĕп пĕлесси, ансат тĕслĕхсем

çырасси.

Тĕп тапхăр

9 класс пĕтерекенсене экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх çырма сĕнекен 15.1., 15.2., 15.3. темăсен уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси.

Тезиспа аргумент ăнлавсене уçса парасси (тезис калăплама, аргументсемпе çирĕплетме, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси).

Ăслав хайлавĕпе паллашасси, тишкересси.

Ĕç результачĕ:Сĕннĕ темăсен уйрăмлăхне шута илсе ăслав тĕсĕпе тÿр

килекен сочинени хайлама пĕлесси.

Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ

Проектĕçĕн результачĕ:2017 çулта 9 класс пĕтерекенсем чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх çырма сĕннĕ 15.1, 15.2, 15.3 темăсенчен пĕрне суйласа илнĕ ăслав тĕсĕпе тÿр килекен сочинение ăнăçлă çыраççĕ.

Проекта пурнăçа кĕртмелли ĕçсем

Хатĕрленÿ тапхăрĕ

Текст (сочинени) тĕсĕсем çинчен вĕреннине аса илесси.

Калав тата çыру манерне кура тектсене (сочиненисене) виçĕ ушкăна уйăрма пулать: сăнлав, калав, ăслав.

Сăнлаврапĕр-пĕр япалана, чĕр чуна, тавралăха е пĕр-пĕр çут çанталăк пулăмне, çынна, вăл пурăнакан вырăна е ĕçе, тĕрлĕ пулăма сăнласа кăтартаççĕ. Сăмахран, хамăр ял çумĕнчи катана е ялăн пĕр-пĕр урамне сăнлама пулать. Çавнашкалах кĕрхи сада, çуллахи уяр куна, аслатиллĕ çумăра т.ыт. те. Ыйтăвĕ – мĕнле? („Манăн йытă” (пĕр сăн ÿкерчĕк тума пулать).

Ансат сăнлав тĕслĕхĕ

Манăн йытă

Манăн питĕ çывăх тус йытă пур. Вăл хитре. Унăн пуçĕ шурăрах, кĕлетки хăмăр. Урисем хуп-хурах вара. Пысăк та усăк хăлхи чупнă чухне енчен енне çапкаланса пырать. Çак йыттăн куçĕ яланах ырă, йăваш.

Калаврайĕркипе пулса пыракан ĕçсене е пулăмсене каласа е çырса кăтартаççĕ. Ыйтăвĕ – мĕн тăвать? („Йытăпа пулса иртнĕ кулăшла пĕр ĕç”).

Ансат калав тĕслĕхĕ

Йытăпа пулса иртнĕ кулăшла пĕр ĕç

Пĕррехинче эпĕ хамăн юратнă тăватă ураллă тусăмпа вăрмана кайрăм. Йытă кашни йывăç-курăка, тĕмме шăршласа тĕрĕслерĕ. Вăл чечексем çинчен вĕçсе çĕкленекен лĕпĕшсене тытма хăтланкаласа çÿлелле сиккелерĕ, хавассăн вĕркелесе унталла-кунталла чупрĕ. Çав вăхăтрах эпĕ пере-пере янă çăмхана мана йăпăр-япăр илсе килсе пачĕ. Сасартăк мечĕк илме чупса кайнă йытă йынăшса ячĕ, темшĕн хаяррăн вĕрме тытăнчĕ. Патнерех пырсан манăн тусăм йĕплĕ çăмхана тытма хăтланнине куртăм. Айванскер чĕрĕпе инçех мар выртакан çемçе мечĕкпе арпаштарнă иккен. Йытă пĕрре чĕрĕпе, тепре мечĕке урипе тĕке-тĕке пăхрĕ, ман çине ыйтуллăн пăхрĕ. Мана çакă ытла та кулăшла пек туйăнчĕ.

Эпĕ çăмламас тусăмпа калаçнă хушăра чĕрĕп çулçăсем айне кĕрсе кайса çухалчĕ.

Ăславрапулăмсене, ăнлавсене, япаласене, ĕç-хĕле хак параççĕ, сăлтавласа (ĕнентерсе) çирĕплетеççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Ыйтăвĕсем – Мĕне пĕлтерет?Мĕншĕн? („Мĕншĕн йытта çыннăн тусĕ теççĕ”). Кунта шкул ачисен шухăшлавĕ, хаклавĕ палăрмалла, ĕçсемпе пулăмсем хушшинчи пиркепе следстви, пиркепе результат, условипе следстви çыхăнăвĕсене палăртакан чĕлхе хатĕрĕсемпе усă курмалла.

Ансат ăслав тĕслĕхĕ

Мĕншĕн йытта çыннăн çывăх тусĕ теççĕ?

Йытта çыннăн çывăх тусĕ теççĕ, мĕншĕн тесен вăл этемпе ĕлĕк-авалах туслашнă. Йытăсем паян кун та кил-çурт хураллаççĕ, çĕр-шыв чиккине сыхлаççĕ. Çурçĕрте вĕсене çынсем кÿлсе çÿреççĕ. Çавăн пекех çак тăватă ураллă тус полици ĕçĕнче те, сунарта та нумай пулăшать.

Ман шутпа, йытăсем чăн-чăн тус пекех шанчăклă. Акă, тĕслĕхрен, Японире Хатика ятлă йытă хăйĕн хуçине мĕн виличчен тунсăхласа кĕтнĕ, никамăн аллинчен те апат çимен.

Çала вара, эпĕ йытă чăннипех те çыннăн çывăх тусĕ тесе шутлатăп.

Сочинени çырассин пĕтĕмĕшле йĕркипе паллаштарасси (аса илесси)

Сочинени çырасси темăна палăртнинчен пуçланать. Тема – сочинени никĕсĕ.

Мĕн вăл тема? Тема вăл – сочиненире мĕн çинчен çырса памаллине кĕскен палăртни, тепĕр майлă каласан, сочинени тĕп содержанийĕ. Сочинени ячĕ темăна кĕскен палăртать.

Сочинени çырас ĕçре ача хăй тĕллĕн темăна тишкерсе тĕрĕс ăнланса илме пĕлни кирлĕ. Малтанах вĕренекенсене ансăр тата анлă темăсене уйăрса илме вĕрентмелле. Ансăр тема анлă темăн пĕр пайĕ çеç пулать. Тĕслĕхрен, „Тăван шкул” – анлă тема. Ку темăпа вĕренекенĕн тăван шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырмалла. (шкул çурчĕ çинчен, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, вĕсен ÿсĕмĕсем, классем çинчен; тăван шкулăн пĕлтерĕшĕ т.ыт.те) „Тăван шкул яланах асăмра”, „Шкулти савăнăçлă кунсем”, „Юратнă тăван шкул”, „Пĕр класра вĕренекенсем”, „Тăван шкулăн ÿсĕмĕсем” – кусем ансăр темăсем. Шухăш енчен пĕр евĕрлĕрех çакнашкал темиçе темăна танлаштарса тĕпчени вĕренекенсене çав темăсемпе пĕр пек содержаниллĕ сочинени çырассинсен хăтăлма пулăшать.

Танлаштарса тĕпчеме учитель вĕренекенсене тĕрлĕрен тема парать. Тĕслĕхрен, „Пирĕн класс”, „Класра чи лайăх вĕренекен”; „Çумăр айне пулни”, „Аслатиллĕ çумăр”; „Сиплĕ курăксем”, „Пĕтнĕк – сиплĕ курăк”, „Сывлăх кунĕ”, „Сывлăха упрăр”. Вĕренекенсен кунта хăш тема анлă, хăшĕ ансăр пулнине палăртмалла, мĕншĕн ун пек пулнине ăнлантармалла.

Çакăн евĕрлĕ хăнăхăва урăхларах та тума пулать. Учитель анлă тема парать. Тĕслĕхрен, „Атте-анне” е „Çут çанталăк”. Вĕренекенсем сĕннĕ темăсемпе ансăр темăсем тупаççĕ: „Атте-аннерен хакли çук”, „Атте-аннене хисеплемелле”, „Атте-аннене пулăшасчĕ”, „Атте-аннен ятне ярас мар”... „Çут çанталăка упрасси – кашнин тивĕçĕ”, „Çут çанталăк вăхăчĕсем”, „Çут çанталăк илемĕ”, „Çут çанталăкăн пуянлăхĕ”, „Çут çанталăка упрас ыйтусем”...

Ачасене темăна тĕрĕс ăнланса илме вĕрентнипе пĕрлех ăна уçса памалли майсемпе мелсене те вĕренмелле.

Ăслав уйрăмлăхĕсене палăртасси, тĕслĕхсемпе паллашасси

Сочиненире вĕренекенсем темăна ăнланмасăр ун çинчен çиелтен çеç каласа хăварни, темăра палăрнă шухăша çавăрса çитерейменни – анлă сарăлнă çитменлĕхсенчен пĕри. Уйрăмах çакă ăслав сочиненийĕсем çырнă чухне палăрать.

Темăра систернĕ тĕп шухăша тĕрĕс палăртмалла, тезиссем ăсламалла, ĕнентерÿсемпе çирĕплетсе памалла, пĕтĕмлетÿ тумалла. Сочиненин тытăмĕ çак йĕркене пăхăнмалла: „тезиссем (тĕп шухăша уçса хурав пани) – аргуменсем (ĕнентерÿсем) – пĕтĕмлетÿ”.

Ăслав тытăмне çирĕп пăхăнса çырнă сочинени тĕслĕхĕ

Йытта çыннăн тусĕ теççĕ

Йытта çыннăн çывăх тусĕ теççĕ. Ман шутпа, çакă чăннипех те тĕрĕс, мĕншĕн тесен вăл пире нумай пулăшу парать.

Пĕрремĕшĕнчен, йытă кил-çурта хураллать. Акă, тĕслĕхрен, пирĕн Мухтар палламан çын килнине хаяррăн вĕрсе систерет, кил çывăхне никама та ямасть.

Иккĕмĕшĕнчен,йытăсем çынсене сунарта, çĕр-шыв чиккине сыхланă çĕрте, полици ĕçĕнче пулăшаççĕ. Вĕсен туйăм лайăх аталаннă, çавăнпа шăршăпа пытаннă кайăксене е çынна часах тупаççĕ.Тĕслĕхрен, эпĕ пĕр кинофильмра йытă вăрмантаçухалса кайнă хĕр ачана унăн тутăрĕ тăрăх тупнине курнăччĕ. Унсăр пуçне, манăн шухăш тĕрĕссине Брем кĕнекинче йытăпа ĕлĕкхи çынсем тĕрлĕ чиртен чĕрĕлме усă курни çинчен çырни те ĕнентерсе парать.

Çапла вара, йытă çынна пурнăçра нумай пулăшать. Вăл хăйне тав тăвасса кĕтмесĕр яланах этеме пулăшакан çывăх тус тесе шухăшлатăп.(110 сăмах)

Сочинени теми: „Йытта çыннăн çывăх тусĕ теççĕ”

(Ăслав сочиненийĕнчи шухăша уçса пымалли йĕркене цифрăсемпе палăртнă: 1,2,3,4,5)

Сочинени пуçламăшĕ (ум сăмах) – тезис

Тĕп пайĕ – ĕнентерÿсем (аргументсем)

(3 аргументпа усă курнă)

Сочинени вĕçĕ – пĕтĕмлетÿ

1.Йытта çыннăн çывăх тусĕ теççĕ.Ман шутпа, çакă чăннипехте тĕрĕс, мĕншĕн тесен вăл пире нумай пулăшу парать.

2.Пĕрремĕшĕнчен, йытă кил-çурта хураллать.

Акă,тĕслĕхрен, пирĕн йытă палламан çын килнине хаяррăн вĕрсе систерет, кил çывăхне никама та ямасть.

3.Иккĕмĕшĕнчен,йытăсем çынсене сунарта, çĕр-шыв чиккине сыхланă çĕрте, полици ĕçĕнче пулăшаççĕ. Вĕсен туйăмĕ лайăх аталаннă, çавăнпа пытаннă кайăксене е çынна шăршăпа часах тупаççĕ.

4.Тĕслĕхрен, эпĕ пĕр кинофильмра йытă вăрманта çухалса кайнă хĕр ачана унăн тутăрĕ тăрăх тупнине курнăччĕ. Унсăр пуçне, манăн шухăш тĕрĕссинеБрем кĕнекинче йытăпа ĕлĕкхи çынсем тĕрлĕ чиртен чĕрĕлме усă курни çинчен çырни те ĕнентерсе парать.

5.Çапла вара,йытă çынна пурнăçра нумай пулăшать. Вăл хăйне тав тăвасса кĕтмесĕр яланахэтеме пулăшакан çывăх тустесе шухăшлатăп.

Кĕскетнĕ вариант

Йытта çыннăн çывăх тусĕ теççĕ. Ман шутпа, çакă тĕрĕс, мĕншĕн тесен вăл пире нумай пулăшу парать.

Пĕрремĕшĕнчен, йытă кил-çурта хураллать. Акă, тĕслĕхрен, пирĕн Мухтар палламан çын килнине хаяррăн вĕрсе систерет, кил çывăхне никама та ямасть.

Иккĕмĕшĕнчен,йытăсем çынсене сунарта, полици ĕçĕнче пулăшаççĕ. Вĕсем туйăм лайăх аталаннăран шăршăпа кайăка е çынна часах тупаççĕ. Тĕслĕхрен, эпĕ пĕр кинофильмра йытă çухалса кайнă хĕр ачана йĕрлесе тупнине курнăччĕ.Унсăр пуçне, манăн шухăш тĕрĕссине Брем кĕнекинче йытăпа ĕлĕк чирсенчен сывалма усă курни çинчен çырни те ĕнентерсе парать.

Çапла вара, йытă çыннăн чăн-чăн çывăх тусĕ тесе шухăшлатăп. Вăл хăйне тав тăвасса кĕтмесĕр этеме пулăшать. (98 сăмах)

Тĕп тапхăр

9 класс пĕтерекенсене экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх çырма сĕнекен 15.1, 15.2, 15.3 темăсен уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси.

15.1.Сĕннĕ „...”(Тĕслĕхрен, „Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ”) темăпа калăпăшĕпе пысăках мар (70 сăмахран кая мар) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсен информацийĕпе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.

Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.

Аргументсене (ĕнентерÿ ĕçĕсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра вуланă тата итленĕ текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине те таянма май пур.

Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.

Уйрăмлăх:Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенче атте-аннене хисеплесси çинчен каланă шухăша (авторсен позицине) йышăнсатекстран цитатăласа е предложени номерне кăтартса илнĕ икĕ аргументпаçирĕплетсе памалла.Пурнăçри е литературăри тĕслĕхсем (хăвăр курни-илтни, унччен вулани) çине те таянма юрать.Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парса çирĕплетмелле, пĕтĕмлетÿ тумалла.

15.2. Вуланă текстра палăртнă „...” шухăша уçса парсакалăпăшĕпе пысăках мар (70 сăмахран кая мар) ăслав хайлавĕ çырăр.

Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.

Аргументсене (ĕнентерÿ ĕçĕсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра вуланă тата итленĕ текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине те таянма май пур.

Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.

Уйрăмлăх:Ку темăпа сĕннĕ сочинени ятне вуланă текстран параççĕ. Çырнă чухне сочиненири шухăшитленĕ (изложени) тата вуланă текста çывăх пулать, темăран айккинелле каймалла мар.Сочинени ятĕнче вуланă текстăн „...” шухăшĕ (тĕслĕхрен, „Амăшĕ хăй ачинчен ыррине кăна кĕтет иккен”) палăрать. Шкул ачин çак шухăша хăй мĕнле ăнланнине палăртакан икĕ хуравпа (тезиспа) уçса памалла, текстран цитатăласа е предложени номерне кăтартса илнĕ икĕ аргументпа(ĕнентерÿ тĕслĕхĕсемпе) çирĕплетсе памалла.Пурнăçри е литературăри тĕслĕхсем (хăвăр курни-илтни, унччен вулани) çине те таянма юрать.

Сочинени ятĕнчи шухăша ĕнентернĕ хыççăнпĕтĕмлетÿ тумалла.

15.3. ... сăмахаэсир мĕнле ăнланатăр? Хăвăр панă определение уçса парăр. „...” темăпа калăпăшĕпе пысăках мар (70 сăмахран кая мар) ăслав хайлавĕ çырăр.Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсен информацийĕпе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.

Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.

Аргументсене (ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра вуланă тата итленĕ текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине те таянма май пур.

Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.

Уйрăмлăх:Панă темăпа çырнă чухне вĕренекенĕн сĕннĕ сăмаха (вăл текстра хускатнă ыйту (проблема) пулса тăрать) мĕнле ăнланнине сахалтан та икĕ тезиспа(мĕнле ăнланнине палăртакан хуравпа) уçса памалла, вĕсене икĕ аргументпа(ĕнентерÿ тĕслĕхĕсемпе, çаках тата „хăвăр панă определение уçса парăр” тени пулать)çирĕплетмелле.

15.3. сочиненире аргумент икĕ вариантлă:

Пĕри – текстран, тепри – пурнăçран. 2. Текстран илнĕ икĕ аргумент (икĕ текст материалĕпе усă курни)

15.1.

Ăслав сочиненийĕ

Текстран цитатăласа е предложени номерне кăтартса илнĕ икĕ аргумент (икĕ текст материалĕпе усă курни)

Пурнăçри е литературăри тĕслĕхсем (хăвăр курни-илтни, унччен вулани) çине те таянма юрать.

15.2.

Ăслав сочиненийĕ

Текстран цитатăласа е предложени номерне кăтартса илнĕ икĕ аргумент (икĕ текст материалĕпе усă курни)

Пурнăçри е литературăри тĕслĕхсем (хăвăр курни-илтни, унччен вулани) çине те таянма юрать.

15.3.

Ăслав сочиненийĕ

Аргумент икĕ вариантлă:

Пĕри – текстран, тепри – пурнăçран (Пурнăçри е литературăри тĕслĕхсем (хăвăр курни-илтни, унччен вулани) çине те таянма юрать).

2. Текстран илнĕ икĕ аргумент (икĕ текст материалĕпе усă курни)

Кирек мĕнле шухăша та 9 класс пĕтерекенсене сочинени темине кура икĕ текстран илнĕ информаци çине тата хăй курни-илтни, пĕлни, вулани çине, пурнăç опычĕ çине таянтарса ĕнентерме тивĕçлине ăнлантармалла.

Асăрхăр: Сочиненире текстран илнĕ пур сăмаха та, предложение те кавычкăна илсе çырмалла.

Хаклав виçи тăрăх, ачасен сочиненийĕсенче сахалтан та 70 сăмах пулмалла. Çавăнпа 9 класс пĕтерекенсене 85-95 сăмахлă сочинени çырма хăнăхтармалла. Çак ĕç сăмах йышĕ ăнсăртран сахал пуласран кирлĕ (куçарса çырнă чух кĕскетнипех сăмах шучĕ палăртнă шайран сисĕнмеллех чакма пултарать).

Асăрхăр: хăш чухне ача асăрхамасăр мăшăр е икĕ хут калакан сăмахсене те уйрăм шутлама пултарать.

Тезиспа аргумент ăнлавсене уçса парасси (тезис калăплама, аргументсемпе çирĕплетме вĕрентесси).

1. Тезиса калăплани

Мĕн вăл тезис?

Тезис – текстра хускатнă ыйту çине хурав калăплани; хушнă ĕçре панă сăмаха ăнлантарни, уçса пани; ăславра ĕнентермелли шухăш.

Тезиса калăпламалли мелсем:

Манăн шухăшпа (эпĕ шухăшланă тăрăх), çынлăх (сăпайлăх, телей, юрату, тивĕç…) вăл – …

çын тесе … калама пулать.

çын тесе çавна калама пулать, кам …

çын вăл, манăн шухăшпа, …пек.

2. Тĕп пай. Аргументлани

Мĕн вăл аргумент?

Аргумент – тезиса ĕнентерме пулăшакан ĕçсемпе пулăмсем, фактсем, тĕслĕхсем, ăнлантарнисем т.ыт.те.

Аргументсене экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме юрать. Шкул ачисен хăйсем курни-илтни (пурнăçран, кинофильмсенчен), унччен вулани çине таянма (литературăран) та май пур.

Пĕрремĕш тĕслĕх – текстран илнĕ аргумент

Акă, А. Артемьев çырнă текстра … тенĕ.

Каланине ĕнентерме …-мĕш предложение илсе пăхатпăр.

-мĕш предложени … шухăша çирĕплетет.

Ку шухăша … А. Артемьев текстĕнчи ...-мĕш предложенипе çăмăллăнах ĕнентерме пулать.

Сăмахран, панă текстри сăнар тыткаларăшне (калаçăвне, хăтланăшне) тишкерсе … (мĕн курма пулнине çырмалла) курма пулать.

Иккĕмĕш тĕслĕх – пурнăçран илнĕ аргумент.

Хамăр пурнăçра та эпир …. тĕслĕхсене сахал мар куратпăр.

Сăмахран, … кунĕнче (шкулта, библиотекăра, музыка шкулĕнче) пире çавăн пекрех пулăм (ĕç, истори) çинчен каласа пачĕç.

Хамăн ачалăхран эпĕ çакăн пекрех ĕç çинчен аса илетĕп.

Унсăр пуçне, манăн шухăш тĕрĕссине литература (обществознани, истори, физика, биологи, географи…) учебникĕсенчи тĕслĕх те ĕнентерсе парать.

3. Сочинени пĕтĕмлетĕвĕ

Пĕтĕмлетÿ (аргументсем çине таянса тата тезиспа çыхăнтарса тунă пĕтĕмлетÿ)

Çапла вара, …

Апла пулсан, …

Каланине пĕтĕмлетсе, … палăртмалла (палăртас килет).

тесе шухăшлатăп.

шанас килет.

çакăн пек шухăшсем çуралчĕç.

Ăслав сочиненийĕн тытăмĕ çапла пулмалла:

Сочинени пуçламăшĕ (ум сăмах) – тезис.

Тĕп пайĕ – 2 ĕнентерÿ (2 аргумент): текстри (итленĕ тата вуланă текстсенчи) + пурнăçран е литературăран илнĕ тĕслĕхсем.

Сочинени вĕçĕ – пĕтĕмлетÿ.

Итленĕ тата вуланă тектсем тăрăх çырнă сочинени çирĕп йĕркене пăхăнмалла. Сочинение сĕннĕ тема ячĕпе (ыйту лартма е панă ыйтупа) пуçлама юрать. Тĕслĕхрен, 2017 çулта 9 класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамен ĕçĕн тĕслĕх варианчĕн 3-мĕш пайĕнче сĕннĕ темăсем тăрăх çапла пуçлама юрать: 15.1. Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ теççĕ; 15.2. Чăнах та амăшĕ хăй ачинчен ыррине кăна кĕтет-ши?; 15.3. Мĕн вăл çынлăх?

Пĕрремĕш абзацра 1-мĕш предложенире палăртнă проблемăна уçса пани, лартнă ыйту çине хурав памалла (урăхла каласан тезис калăпламалла).

Иккĕмĕш абзацра итленĕ тата вуланă текстсенчен 1-мĕш аргумента (ĕнентерĕве) илсе памалла. Малтан 9-мĕш класс пĕтерекенсен хăйсем мĕнле ăнланнине уçса памалла (автор позицине ăнланса ачан хăйĕн шухăшне палăрмалла). Унтан текстри предложени номерне кăтартмалла е цитатăласа ĕнетермелле.

Виççĕмĕш абзацра 2-мĕш тĕслĕхе (аргумента) пĕрремĕш евĕрех илсе ĕнентерсе памалла.

Тăваттăмĕш абзацра – пĕтĕмлетÿ. Пĕтĕмлетÿ тÿрремĕн тезиспа (пĕрремĕш абзацпа) çыхăнмалла.

2017 çулта 9 класс пĕтерекенсене

чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамен ĕçĕн тĕслĕх варианчĕн 3-мĕш пайĕнче сĕннĕ темăпа çырнă ăслав сочиненийĕн тĕслĕхĕ

Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ теççĕ. Эпĕ çак шухăшпа килĕшетĕп. Ман шутпа, пирĕн атте-аннене ачаранах пулăшмалла, хисеплемелле, упрамалла. Ÿссе çитĕнсен те тăван çынсене манма юрамасть, килсех çÿремелле.

Акă,тĕслĕхрен, итленĕ текстра та ача амăшне хисеплени сисĕнет. Вăл „малашне аннене хамăн та пулăшасчĕ” текен шухăш патне çитет.

Пирĕн хамăра ÿстернĕ çыннăмăрсене кулянтарас марччĕ. Тĕслĕхрен, вуланă текстри 14-мĕш предложени ача-пăчан килсе каяймасан та ашшĕ-амăшне хисеплесе хыпар ярсах тăмалла текеншухăша çирĕплетет.

Сăмахран, манăн аннен йăмăкĕ тахçанах Мускавра пурăнать. Вăл яла сайра килсе каять, анчах кукамай патне кунсерен тенĕ пекех шăнкăравлать.

Каланине пĕтĕмлетсе, атте-аннене хисеплени хамăршăнах ырă пулнине палăртас килет.(95 сăмах)

15.1. Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ

(Ăслав сочиненийĕнчи шухăша уçса пымалли йĕркене цифрăсемпе палăртнă: 1,2,3,4,5)

Сочинени пуçламăшĕ (ум сăмах) – тезис

Тĕп пайĕ – 2 ĕнентерÿ (2 аргумент): текстри 2 тĕслĕх (итленĕ тата вуланă текстсенчи) + пурнăçран е литературăран илнĕ тĕслĕхсем.

3 аргумент илнĕ: иккĕшĕ итленĕ тата вуланă текстсенчен, тепри пурнăçран

Сочинени вĕçĕ – пĕтĕмлетÿ

Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ теççĕ. Эпĕ çак шухăшпа килĕшетĕп. Ман шутпа, пирĕн атте-аннене ачаранах пулăшмалла, хисеплемелле, упрамалла. Ÿссе çитĕнсен тетăван çынсене манма юрамасть, килсех çÿремелле.

Акă,тĕслĕхрен,итленĕ текстра та ача амăшне хисеплени сисĕнет. Вăл „малашне аннене хамăн та пулăшасчĕ” текен шухăш патне çитет.

Пирĕн хамăра ÿстернĕ çыннăмăрсене кулянтарас марччĕ. Тĕслĕхрен, вуланă текстри 14-мĕш предложени ача-пăчан килсе каяймасан та ашшĕ-амăшне хисеплесе хыпар ярсах тăмалла текеншухăша çирĕплетет.

Сăмахран, манăн аннен йăмăкĕ тахçанах Мускавра пурăнать. Вăл сайра килсе каять, анчах кукамай патне кунсерен тенĕ пекех шăнкăравлать.

Каланине пĕтĕмлетсе,атте-аннене хисеплени хамăршăнах ырă пулнинепалăртас килет.

Хыç сăмах

Ăслав сочиненийĕ çырма вĕреннĕ чухне чи кирли сочинени темине тĕрĕс ăнланни, ăна уçса памалли мелсене суйласа илме пĕлни. Çакна тума вара ăслав сочиненийĕн тытăмне çирĕп пĕлни, тезис калăпламалли, аргументсем илсе памалли ăслайсемпе усă курма пĕлни кирлĕ. Сочинени ĕçĕ виçĕ пайран тăнине асра тытса яланах шухăша пĕтĕмлетсе хăвармалла. Пĕтĕм ĕç сĕннĕ темăпа çыхăнса пымалла.

Проект ĕçĕпе паллашса ăслав хайлавĕн çирĕп тытăмне пăхăнма вĕрентни, сочинени тĕслĕхĕсене тишкерни шкул ачисемшĕн питĕ усăллă, курăмлă пулать.

Манăн проект ĕçĕпе усă курса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем 9-мĕш класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче сĕннĕ пур темăпа та ăслав тĕсĕпе тÿр килекен сочиненисем çăмăллăнах çырма вĕрентессе шанас килет.

Усă курнă литература

Вахрамеева З.Ф. Сочинени çырма вĕрентесси / З.Ф. Вахрамеева, П.А. Архипов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1983. – 128 с.

Абрамов В.А. Сочинени мӗнле ҫырмалла: вӗренӳ пособийӗ / В.А. Абрамов, О.И. Печников. – Шупашкар,1998.­ – 92 с.

Чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленесси: 9-мĕш класс / Ю.М. Виноградов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн изд-во центрĕ, 2010. – 111 с.

Егорова А.С. 2017 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсене патшалăх шайĕнче тытмалли экзамена хатĕрлесси. – http://www.shkul.su/v23

2017 çулта 9 класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамен ĕçĕн тĕслĕх варианчĕ (демонстративный вариант контрольных измерительных материалов для проведения в 2017 году единого республиканского экзамена по чувашскому языку) – http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=897&id=2418143&title=Edinij_regionaljnij_ekzamen_po_rodnomu_yaziku_i_rodnoj_literature

15


Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/254584-slav-sochinenij-yrma-vrentessi-vren-pro

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки
Курсы переподготовки