Ум сăмахě
19 ěмěр вěçěнче тата 20-мěш ěмěр пуçламăшěнче тутарсемсěр пуçне вырăнти вак халăхсене пурне те Христос тěнне йышăнтарассине вěçленě. Пысăк ялсенче чиркÿсем тăва-тăва лартнă. Кěлтума чăвашла пěлекен пачăшкасене хушнă. Шкулсенче Турă законěсене вěрентнě.
Хăвăлçырма чиркěвě совет самани вăхăтěнче
Хăвăлçырма ялěнчи Виç Ипостаçлě Турă ячěпе тăракан чиркěве 1907-мěш çулта прихутри çынсен вăйěпе, вěсен укçи-тенкипе туса пěтернě. Чиркÿ пěр престоллă, йывăçран пулнă. Вутăпа хутса ăшăтнă.
Чиркÿ çÿллěш чан çапакан куполпа пěрле 12 хăлаç, сарлакăш – 4 хăлаç, карниз çÿллěш - 6,5 хăлаç. Чиркÿри кěлле Тимахви атте ирттернě.
Чиркÿ вăрах ěçлеймен. Сăлтавě - чиркÿ çыннисемпе вырăнти власть килěшÿ çуккинче. Чиркÿ çыннисем çěнě влаçа малтан та хапăл туса йышăнман та, колхозсем тунă вăхăталла çак хирěçле лару-тăру татах çивěчленнě. Чиркÿ çыннисем халăха колхоз тăвас ěçрен сивěтсе пурăннă тесе шутланă. Вырăнти власть большевиксен партийě хушнипе чиркěве хупас ěçе пуçарса ярать. Ку енěпе комсомолецсемпе ялти çамрăксем ытларах тăрăшнă.
1930 çулта ялта чиркěве хупас пирки халăхсен пухăвне ирттереççě, ăна хупас тесе йышăнаççě. Паллах, пухăва чиркěве çÿрекенсем пыман, пурпěрех вěсен шухăш-кăмăлне никам та шута илмен. Çав çулах пěтěм халăх умěнче чиркÿ чанне антарнă.
Тимофей аттен ывăлě Андрей та священник пулнă. Совет самани вăхăтěнче ăна ытти священниксемпе пěрле Бутоври полигона ăсатаççě. Унта Андрей Федорова 1938 çулта персе вěлереççě. Çак иконсем пулăма çирěплетсе параççě. Çак иконсене ялти чиркěве Андрей священник мăнукěсем 2018 çулта парнеленě.
1950-мěш çулччен чиркÿ çуртне склад вырăнне усă курнă. 1950 мěш çулта чиркÿрен виçě класлă шкул туса хураççě. Юлнă пěренесенчен, чиркÿ вырăнěнчех, 8 çул вěренмелли шкул 1962-мěш çулта туса пěтереççě. Паянхи кун та çак çурт упранса юлнă.
Чиркÿре малтан ěçленě пачăшкана вилсен чиркÿ картишне пытарнă пулнă. Шкул пахчинче халь те ăна пытарнă вырăнта паллă вырăн пур.
Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.