- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Оказание первой помощи в образовательных учреждениях»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Учебный курс «Вероятность и статистика»: содержание и специфика преподавания в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Сценрий Мăнкун
Мăнкун
(вырăс шкулĕнче 4-мĕш класра иртттермелли класс тулашĕнчи ĕçĕн сценарийĕ)
Тĕллевсем:
1. Мăнкун йăли-йĕркипе тата халăх сăмахлăхĕпе паллаштарасси.
2. Ачасен юрлас хăнăхăвĕсене, пуплевне, пултарулах енĕсене аталантарасси.
3. тăван халăхпа унăн культурине хисеплеме тата халăх юррисен илемне туйма, вĕсенчи тĕп шухăша асăрхама вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем:
Мультимедиапроектор: музыка центрĕ, чăваш халăх юррисене çырнă кассета.
Сценари йĕрки
1.Ум сăмах
Учитель: Здравствуйте, уважаемые гости, дорогие ребята. Сывлăх сунатăп ачасем тата хăнасем. Сегодня мы собрались, чтоб в очередной раз вспомнить традиции русского и чувашского народов.
Через семь недель после Çăварни (Масленицы) по окончании Великого поста отмечается Мăнкун (Великий день). Мăнкун у древних чуваш означал окончательную победу добрых сил над злыми, отмечали его в дни весеннего солнцеворота целую неделю и посвящали встрече весеннего нового года, нового солнца, ожиданию всего нового. Со временем Мăнкун совпал с православной Пасхой, многие его древние обряды исчезли и праздновать его стали, сопровождая как христианскими, так и языческими обычаями.
В день наступления мăнкун рано утром детвора выбегала встре-чать восход солнца на лужайку в восточной стороне от деревни. По представлениям чувашей, в этот день солнце восходит пританцовывая, т. е. особенно торжественно и радостно. Вместе с детьми на встречу нового, молодого солнца выходили и старики. Они рассказывали ребятам древние сказки и легенды о борьбе солнца со злой колдуньей Вупар.
В старину говорили: «Мăнкун çĕтĕк пулсан та таса пултăр» (если даже праздник бедный, но пусть будет чистым). Поэтому перед Пасхой и сегодня устраивают генеральную уборку: чистят, обязательно перестирывают занавески, постельные принадлежности, скатерти, полотенца и т. д.
Мы тоже находимся в избе нашего школьного музея, где пройдет мăнкун.
2. Тĕп самант
Пÿрт умĕ. Ачасем выляса «Мăнкун юрри» юрласа лараççĕ. Ват Мучи кĕрет.
Мăнкун, мăнкун терĕмĕр,
Мăнкун, мăнкун терĕмĕр.
Мăнкун паян çитрĕ те,
Мăнкун пăтти çиетпĕр,
Мăнкун пăтти çиетпĕр.
Ват Мучи: Ырă кун пултăр, ачасем!
Ачасем : Ырă кун пултăр, асатте!
Ват Мучи: Мĕнле уява пуçтарăннă-ха эсир? Вăл мĕнле пуçланса кайнине пĕлетĕр-и эсир?
Ачасем :Мăнкун! Мăнкун!
Ват Мучи: Апла пулсан каласа парам мăнкун мĕнле пуçланса кайни çинчен. Вăл чи пысăк уяв шутланать. Пĕр усал асанне Вупăр ятлăскер хĕвеле пĕтересшĕн пулнă. Усалсем ялан Хĕвеле тапăннă, пĕлĕтрен туртса антама шутланă. Çавăнпа Хĕвел пит сайра тухнă. Çакна пĕлсен чăваш патттăрĕсем Хĕвле пулăшма кайнă. Çич ĕ кун та çичĕ каç паттăрсем çапăçнă. Юлашкинчен вара усал асаннерен, Вупăртан, хĕвеле турса илнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Хĕвеле çутă пурнăç туса панă ятпа Мăнкун уявне тума пуçланă.
Юрă «Ылтăн хĕвел».Ачасем юрлаççĕ.
Ылтăн хĕвел. сар хĕвел
Ирĕлтерет шур юра
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать
Пур çĕрте те урамра
Петюк урам варринче
Пĕчĕк пĕве пĕвелет
Сарă хĕвел ăшшинче
Çĕнĕ юрă кĕвелет
Çут шыв тулать пĕвене
Петюк чунĕ савăнать
Ярать пĕчĕк киммине
Шывра кимĕ янăрать.
Старик тухса каять. Сарă хĕвел кĕрет.
Хĕвел: Сывă-и туссем. Эпĕ хĕвел, сар хĕвел. Çут тĕнчене ăшă тата çутă паратăп. Хĕвел ăшшипе Мăнкун пуçланать! Ачасем эсир мана мĕншен чĕнтĕр?
Вĕрентекен: Сара хĕвел эпир сана уява чĕнтĕмĕр. Ачасем сана сăвăсем каласа парасшăн.
1-мĕш ача: Çурхи çил вĕрет
Ăшă кăнтăртан.
Сар хĕвел кĕрет
Уçă кантăкран.
Хĕвелпе вылять
Пĕчĕк Марине.
Тутинче кулать
Çутă çуркунне
2-мĕш ача: Акă епле çуркунне!
Хĕвел хытă пĕçертет,
Вут хутнă пек шăратса
Сивĕ юра пĕтерет.
Кулса тăнă евĕрлĕ
Хĕвел пăхать çуталса;
Сивĕ йĕрсе, çухăрса
Тарать куççуль юхтарса…
4-мĕш ача: Çут хĕвелĕ
Пит илемлĕ
Тÿпене тухсассăн,
Кам-ха, кам-ха,
Кăшт именмĕ
Ун çине пăхсассăн.
Чĕкеçсем те,
Чечексем те
Хĕвеле кĕтеççĕ.
Уй-хирсем те,
Вăрмансем те
Питĕ хĕпĕртеççĕ.
3-мĕш ача: Ешерет çĕршыв
Ешерет тĕнче
Юррине тăсатпăр
Чăн илемлине
Юрă «Çурхи хаваслăх»
Çул тупе кăвак та аслă
Сар хĕвеллĕ тÿпере
Сыв-и эс çурхи хаваслăх
Астăватăн-и пире
Иртенпе ав. Чĕвĕл-чĕвĕл
Сала кайăк савăнать
Пур çĕрте те сасă-кĕвĕ
Çур килет – мухтав ăна!
Пахчара чăлт шурă хурăн
Савăнмалăх чăн та пур
Ун çинче шанкăрчĕ турĕ
Пĕчĕкçеççĕ çĕнĕ пÿрт.
Хĕвел:Маттур, ачасем. Питĕ хавас сире итлеме. Айтăр сирĕнпе вăйă выляса илетпĕр. Эпĕ çуркунне çинчен тупмалли юмахсем калăп. Сирĕн вĕсен тупсăмĕсене тупмалла пулать. Кам тупсăмне пĕлет, çавне парне парăп.
1)Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çўрет. (Хĕвел.)
2)Юр кайса пĕтсенех çурăлакан чечек. (Çеçпĕл.)
3)Чи малтан вĕçсе килекен кайăк. (Курак.)
4)Сăмсасăр кăвакал пăр шăтарать. (Тумлам.)
5)Пÿрт çинче йĕке пур, хĕвел пăхсан ирĕлет.(Пăр.)
6)Çуркунне çĕре витсе хуракан ешĕл пустав. (Курăк.)
7)Йăл-йăл пăхап, йăл кулап, йывăç-курăка ачашлап, вăй-хал парса ÿстереп. (Хĕвел.)
8) Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ.(Çумăр.)
9) Пĕр пичкере икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта.)
Хĕвел: Тĕрĕс, ачасем. Халĕ кăшт шăм-шаксене хускатса илер. Манăн сирĕнпе «Кам хăвăртрах?» вăйă выляс килет.Эсир хирĕç мар пулĕ те (кашăк çине çăмарта хурса чупасси).
Вайă «Кам хăвăртрах?»
Хĕвел: Сывă пулăр, ачасем.
Ачасем: Сывă пул, Хĕвел.
Учитель:Мăнкунра килĕрен киле хăнана çÿреççĕ, эпир те çав йăлапа асаттепе асанне патне хăнана кайăпăр.
Ачасем асаттепе асанне патне утаççĕ.Кĕреççĕ.
Ачасем: Христос чĕрĕлнĕ .
Асатте: Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ.
Сĕтел çинче йăва‚ хĕретнĕ çăмарта‚ кулич тата чăкăт чи чаплă вырăнта. Сĕтел варринче – пăтă.Асаттепе асанне вĕсене пакечĕсем çине йăвача, канфет, печени, çăмарта хурса параççĕ.
Асатте: Мăнкун кун ют çын пырсан ăна ĕлĕкренех пўртре сак е пукан çине лартма тăрăшнă. Çавăн пек тумасан чăх пусма лармасть тет. Кам-ха кунта пирен чи пĕчĕккки. Çавна лартар сак çине.
Юрă «Атьăр ачасем»
1.Сар хĕвел ăшăтать
Лăпкă çилĕ ачашлать
Атьăр, ачасем
Çурхи вăйă выляма.
2.Чĕвĕл-чĕвĕл кайăксем
Çепĕç кĕвĕ ăстисем
Ăтьăр, ачасем
Çĕпĕç юрă юрлама.
3.Килĕр курăр-ха пире
Пирĕн ташă та хитре
Атьăр , ачасем
Юрлама та ташлама.
4.Сар хĕвелĕ йăл кулса
Пăхрĕ пире юратса
Атьăр, ачасем
Çĕнĕ вăйă выляма.
Ачасем асаттепе асанне патĕнчен тухаççĕ.
Вĕрентекен: Ачасем! Атьăр вăйă выльăпăр!
Пурте: Мĕнле вăйă?
Вĕрентекен: «Ал татмалла» выляр-и?
Пурте: Выляс, выляс!
Икĕ ушкăна пайланнă хĕр ачасем тата
арçын ачасем пĕр-пĕрне хирĕç илемлĕн утса
«Çерем пăсса вир акрăм» юрă юрлаççĕ.
- Çерем пăсса вир акрăм,.
-Эпир ăна таптатпăр.
-Эсир мĕнпе таптатăр?
-Кĕту кĕртсе таптатпăр.
-Эпир ăна тытатпăр.
-Эсир мĕнпе тытатăр?
-Чĕн йĕвенпе тытатпăр.
-Эпир ăна илетпĕр.
-Эсир мĕнпе илетĕр?
-Пин сум парса илетпĕр.
-Пире пин сум кирлĕ мар.
-Тата сире мĕн кирлĕ?
-Пире кирлĕ сарă хĕр.
-Сарă хĕрĕ мĕн ятлă?
-Сарă хĕрĕ Наçтук
Вĕрентекен: Ачасем, такмак каласа кăтартăр-ха.
Ачасем такмаксем калаççĕ
1)Эпир шкул ачисем
Çĕнĕ пурнăç калчисем
Ÿссе çын пулас килет,
Çĕршыва юрас килет.
2)Чÿрече уçар-ха
Уçă сывлăш кĕртер-ха
Ик еннелле сирĕлер-ха
Чăваш ташши ташлар –ха.
3) Атте мана каларĕ
Веселăйрах пул терĕ
Купăс сасси илтсессĕн,
Пулă пекех сик терĕ
4)анне пек пулас килет
Атте пек пулас килет
Аттепе анне пек
Пысăк çын пулас килет
5)Ах ишеççĕ, ах ишеççĕ
Шывра акăш чĕпписем
Ăх ташлаççĕ, ах ташлаççĕ
Пирĕн шкул ачисем
6) Урай варне тухар- и
Такмакласа юрлар-и
Кунта килнĕ хăнасене
Тĕлĕнтерсе ярар-и?
1-мĕш ача: Вăйăран саланар!
Пурте: Саланар! Саланар!
Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать»
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан,
Килет вăрман илемĕ.
Килет вăрман илемĕ.
Эпир вăййа тухсассăн та,
Эпир вăййа тухсассăн,
Килет вăйă илемĕ,
Килет вăйă илемĕ.
Çĕмĕрт çеçки тăкăнсан та,
Çĕмĕрт çеçки тăкăнсан ,
Каять вăрман илемĕ,
Каять вăрман илемĕ.
Эпир вăйăран кайсассăн та,
Эпир вăйăран кайсассăн .
Каять вăйă илемĕ,
Каять вăйă илемĕ.
Çакăнпа вăйă вĕçленет.
3.Пĕтĕмлетÿ
Вĕрентекен: Мăнкун уявне палăртас йăла мĕн ĕлĕкрен пырать. Çак уяв эрнипех пынă. Вăл халăхшăн чи илемлĕ‚ чи кĕтнĕ уяв шутланать. Мăнкун эрнинче уй урлă каçма юраман. Ялти çынсемпе çеç килтен киле çўресе Мăнкун пăтти çинĕ. Мăнкун çитиччен кăшт маларах урам варрине мăн чуччу çакатчĕç. Кăнтăрла унта ачасем ярăнатчĕç, каçхине вара хĕр упраçсемпе яшсем тухатчĕç.
Пуян та тарăн шухăшлă йăла-йĕркене малашлăхшăн яваплă çамрăксем патне çитерер. Кашни чăваш хĕрĕ‚ каччи тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр‚ ун йăли-йĕркипе мăнаçлантăр‚ çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма‚ янăравлă сăвви-юррине шăрантарма‚ çĕршывăмăрпа мухтанма пултартăр. Чăн-чăн чăваш чунлă пулар‚ чăваш ятне çĕртер мар.
Халĕ, хисеплĕ хăнасем, сире пурне те мăнкун пăтти çиме чĕнетпĕр.
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/213963-scenrij-mnkun
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Особенности обучения и воспитания детей дошкольного возраста с ЗПР в соответствии с ФГОС ДО»
- «Организация учебно-воспитательного процесса по АООП для обучающихся с ЗПР в соответствии с ФГОС ООО»
- «Детское общественное объединение в воспитательной системе школы»
- «Социальное обслуживание граждан пожилого возраста»
- «Управление качеством общего образования в условиях реализации ФГОС»
- «Психологическая реабилитация и абилитация инвалидов и детей-инвалидов»
- Социальная педагогика: воспитание и социализация детей в образовательной организации
- Учитель-наставник. Организационно-методическое сопровождение профессиональной деятельности педагогов
- Технологии оказания социальной помощи гражданам и семьям с детьми
- Руководитель специальной (коррекционной) школы. Менеджмент в образовании
- Теория и методика преподавания технологии в образовательных организациях
- Управление дошкольной образовательной организацией

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.