Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).
Повышение квалификации

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
18.02.2020

Рабочая программа по чувашскому языку

Уркина Наталия Васильевна
Учитель начальных классов
Чăваш чĕлхи
Еç программине «Тăван чĕлхе программине» (Волков М.К., Сергеев Л.П., Артемьева Т.В., Печников О.И., Петрова Р.Н., Филиппова Д.С.. Тăван чĕлхе программи, чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли. – Шупашкар, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн изд-ви, 2008.)
тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Содержимое разработки

Чăваш чĕлхи

Еç программине «Тăван чĕлхе программине» (Волков М.К., Сергеев Л.П., Артемьева Т.В., Печников О.И., Петрова Р.Н., Филиппова Д.С.. Тăван чĕлхе программи, чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли. – Шупашкар, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн изд-ви, 2008.)

тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем:

1) вулама - çырма вĕрентесси;

2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси;

3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси.

Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать.

Вěрену содержанине кěртнě концепци

Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ÿстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вĕрентÿ ăс-тăн пару никĕсĕ, унан тĕп инструменчĕ -тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе - ÿсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех.

Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла; вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр,вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр.Çакна тума шăпах ĕнтĕ тавăн чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.

Чăваш чĕлхипе программăра кăтартнă ыйтусене 4-мĕш класра вĕрентмелли йĕрке

Чăваш чĕлхине вĕрентме 4-мĕш класра 105 сехет уйăрнă (эрнере 3 сехет), çав шутра,

Сочинени çырасси—7

Изложени çырасси – 5

Диктантсем – 9

Пĕлтерÿ çырасси – 1

Çырса илесси - 2

Вĕренекенсен çакăн пек ăслайсемпе хăнăхусем туянмалла,

вĕреннĕ орфограммăсенчен тăракан 55- 60 сăмахлă текста йăнăшсăр, таса та илемлĕ çырса илме, диктант çырма;

пĕр йышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма;

сăмахăн сасăпа саспалли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма;

япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне, сăпачĕпе вăхăтне палăртма;

предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама, вăл тĕллевпе интонации тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп членĕсемпе кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхама;

харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80 – 90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни-иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме (сочинени çырма);

хутшăну культурин правилисемпе килĕшÿллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма.

Предметăн пулас результачĕсем

Харкам (личностные) результатсем

- ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхне уçăмлани;

- ачасем тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе ăнлавсене ăша хывни, хăйсем хăш халăх ывăл-хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;

- ачасем таврари пурнăç, этем, çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатни, тавракурăмĕ йĕркеленсе пыни;

- харпăр хăй хăтланăвĕсене сăнама-асăрхама, вĕсемшĕн яваплă пулма хăнăхса пыни;

- шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;

- тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;

- хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;

- пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине ăнланни;

- ĕмĕтленни, вĕренни пунăçра кирлĕ пулние тавçăрни.

- шкулта вĕренни пĕлÿ пухмалли, аталанмалли, харпăр хăй пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тума вĕренмелли тĕп мел пулнине ăша хуни;

- ачан кăмăл-сипечĕ çырĕпленсе пыни, ваттисене хисеплемеллине, çынпа ырă пулмаллине, çынсем хушшинче хăвна мĕнле тытмаллине, чĕр чунсене юратмаллине ăнланса илни;

- шухăшлав ăслайĕсем туптанни;

Пĕлÿлĕх(познавательные) результачĕсем,

- çырнă чух мĕнле лармаллине тата çыру хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;

- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлав аталанни;

таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани, «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;

- тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;

- япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;

- ачан тавракурăмĕ анлăланни, çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;

- туйăм культури çивĕчленни, кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;

-пысăк, пĕчĕк, тан уçлăха курни, логикăллă шайлаштарайни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;

Йĕркелÿ-хаклав(регулятивные) результачĕсем,

- тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;

- тишкерÿ - пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;

- тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;

- хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышăнни;

- вĕрентекен, класпа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;

- хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;

- йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

- ĕç йĕркине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕншĕн ун пек тумаллине тавçăрни;

- ĕçĕн кашни тапхăрне вĕрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;

- харпăр хăй ĕçне планлама пĕлни.

Хутшăну(коммуникативные) результачĕсем,

- шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама тăрăшни;

- текстпа ĕçлеме пĕлни, вулани çинчен çыхăнуллă тата уçăмлă каласа пама тăрăшни;

- ачан пуплевĕ, йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

-пуплев культури аталанни, пĕр-пĕр япала, пулăм, ĕç çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мĕн çинчен тата мĕнле сăмахсемпе усă курса калаçмаллине ăнкарни, кампа калаçнă чух, хăçан, мĕнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сывпулашни) усă курмаллине тавçĕрни;

- çывăх, хирĕçле, пĕр пĕлтерĕшлĕ, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕсрех, тарăнрах ăнланни, вĕсен ретĕнче кирлине суйлайни;

- сăмахсен куçăмлă пĕлтерĕшне ăнланни;

- чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенире çирĕп йĕрке пуррине ăнланни. +на пуплевре тытса пырайни;

- каласа парассин тĕрлĕ тĕсĕсене (калав, сăнлав, уйлав) пĕлни. Вĕсен тытăмĕпе уйрăмлăхĕсене курма, калавăн тĕрлĕ тĕсне йĕркелеме пултарайни;

- калав темине, тĕп шухăшне палăртайни;

- хутшăну пуплевĕ (диалог) тытăмне, унти предложенисен хăй евĕрлĕхне (ытларах тулли мар предложенисем) пĕлни. Диалог шалашĕ пĕр темăна, пĕр тĕп шухăша пăхăнса тăнине ăнланни. Майĕпен хутшăну пуплевне тĕрлĕ пуплев ситуацийĕсенче усă курма пултарни;

- ушкăнпа ĕçлеме пĕлни;

- сăмах йышĕ пуянланни;

- çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланни.

Вěрентÿ меслечěсем, ачасен пěлěвне тěрěслесси

Кашни урокрах ачасене вĕренӱ кенекипе уса курма, кирлĕ темăна, правилăна, хăнăхтарăва хăвăрт шыраса тупма, хăнăхтарура мĕн хушнине йěркипе тума вěрентсе пымалла. Çавăн пекех вěсене хăйсем пурнăçланă хăнăхтару мěн тума кирлине, мěне вěрентнине ăнкарма хистемелле.

IV класс пĕтернĕ тĕле ачасем вĕреннĕ пуплев пайĕсем, вĕсен паллисем, предложенин пĕр йышши членĕсем çинчен çирĕп пĕлмелле.

IIIV классенче диктанта çак виçесемпе хакламалла,

«5» паллă çакăн пек чухне лартмалла, ача орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пачах туман, орфограммăсене тÿрлетмен, каллиграфи виçисене пăхăнса (саспаллисен ĕлкисене уçамлă, пĕрешкел чалăштарса т.ыт.те) çырнă, анчах уйрăм çитменлĕхсем (сиктерсе хăварнă саспаллисене кĕртсе лартни, саспалли ĕлкине тÿрлетни т.ыт.те) пур пулсан.

«4» паллă çакăн пек чухне лартмалла, çыру ĕçĕнче ор­фографи йăнăшĕсем 2, пунктуаци йăнăшĕ1 ытла мар, е 1 орфографи, 2 пунктуаци йăнăшĕ, ĕçе тирпейлĕ çырнă, анчах темиçе çĕрте каллиграфи виçисене тивĕçтермен, пĕр-пĕр орфограммăна тÿрлетни пур пулсан.

«3» паллă çакан пек чухне лартмалла, орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем 6-ран ытла мар, диктантра (вариантсем) орфографи йăнăшĕсем 3-рен 5-е çити, пунктуаци йăнăшĕсем 3 таран, е 4 орфографи, 2 пунктуаци, е 5 ор­фографи, 1 пунктуаци йăнăшĕ, ĕçе тирпейсĕр, каллигра­фи виçисене пăхăнса çырман тата тĕрлĕ орфограммăна тÿрлетни 1-2 пулсан.

«2» паллă çакан пек чухне лартмалла, диктантра ор­фографи йăнăшĕсем 6, пунктуаци йăнăшĕ 3—4-ран ытла, ĕçе тирпейсĕр, каллиграфи виçисене пăхăнмасăр çырнă, 3—5 тÿрлетни пур пулсан.

Диктантра çаксене йăнăш тесе шутламалла,

а) самаха орфографи правилисене пăсса çырни, сас­паллисене сиктерсе хăварни, саспаллисене е сăмах сыпăкĕсене ылмаштарса лартни, пĕр сăмаха тепĕр сăмахпа улă-штарни;

а) вĕреннĕ правилăсене пĕлменнипе чарăну паллă лартман е тĕрĕс мар лартнă пулсан.

Диктантра çаксем йăнăш шутланмаççĕ,

а) ку таранччен вĕренмен орфографи тата пунктуаци правилисемпе çыхăннă йăнăшсем (кун пек сăмахсене класс хăми çине çырса кăтартмалла);

а) предложени вĕçĕнче пĕр хутчен пăнчă лартмасăр хăварнă, тепĕр предложени пуçламăшне пысăк саспаллипе çырнă пулсан;

б) текст шухăшне улăштармасăр пĕр сăмах вырăнне тепĕр сăмах улăштарса çырнă пĕр тĕслĕх кăна пулсан;

çаксене пĕр йăнăш тесе шутламалла,

а) тĕрĕс мар çырнă сăмах икĕ е темиçе хутчен тĕл пул­сан, çав правилăпа çыхăннă йăнăша тепĕр сăмахра та тунă пулсан, вĕсене пĕр йăнăш тесе шутламалла;

а) пысăках мар 2 çитменлĕхе (кăлтăка) пĕр йăнăш тесе шутламалла;

çаксем пысăках мар çитменлĕхсем (кăлтăксем) шутланаççĕ,

а) сăмахра пĕр саспаллинех асăрхамасар икĕ хут çырни (паяян, ыраан т.ыт.те);

а) сăмаха çырса пĕтерейменни(каранта..., кенек...т.ыт. те);

б) пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарнă чухне сăмахăн пĕр пайне асăрхамасăр пăрахса хăварни (кĕ(не)-ке, те(ле)-фон т.ыт.те);

в) преçложенире пĕр сăмахах икĕ хут çырни.

Пуплев тишкерĕвне хакламалли виçесем,

Чĕлхе тишкерĕвĕ евĕрлĕ тĕрĕслев ĕçĕсене хакланă чух­не çак виçесемпе уса курмалла,

«5» паллăача ĕçĕ пĕр йăнăшсăр пулсан, вăл терминсемпе правилăсене лайăх пĕлни тата хай пĕлĕвĕпе тĕрлĕ йышши ĕçсем тунă чухне усă курма пултарни палăрсан лартмалла.

«4» паллăача терминсемпе правилăсене лайăх пĕлсен, вĕсемпе грамматика тишкерĕвĕ тунă чухне пĕлсе усă курсан, сăмахсемпе предложенисене тишкерес ĕçĕн 3/4 пайне тусан лартмалла.

«3» паллăача вĕреннĕ материала ăнланни палăрсан, хăй пĕлнипе усă курса тишкерĕвĕн çуррине пурнăçласан лартмалла.

«2» паллăача вĕреннĕ материала начар пĕлсен, вăл «3» паллă илмелĕх хуравламасан е пуплев тишкерĕвĕн ытларахăш пайне пурнăçламасан лартмалла.

Пуплеве пур енлĕн аталантарасси, чĕлхене ансат тишкересси, чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси (85 сехет)

Сыхăнуллăпуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухашĕ. Текст тытамĕ (композици).

Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли е кĕске изложени çырасси.

Пурнаçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни, санани, экскурсире пулни, театра кайни, сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав (сочинени) хайласси.

Пуплев этикечĕ. Каланине хирĕçлесси, вашаватлăх тата тÿрккеслĕх. Каçару ыйтасси, ÿкĕнĕве палăртасси, ашшĕ-амăшпе, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.

Ĕç хучĕсем. Шкулти хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.

Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ мелпе ушкăнласси

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуп­лев пайĕсем, апельсин, груша, какао, кофе, крахмал, лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сар­делька. студень, сыр, тефтель, шницель;

йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ купаста (пан улми);

чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçла, хĕрхÿлен (тĕслĕх, çу), чĕлхÿне çăтан! (питĕ тутлă);

кĕрпек, сĕтек, таварак, хĕрхÿ (апат), шывак (сĕт, кĕсел).

Сут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем, Алтăр çăлтăр, Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Сурçĕр çăлтăрĕ, лачака, океан, континент, тÿремлĕх, вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.

ÿсен-тăран ячĕсем, ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал пиçен, ут куçĕ, хăяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йуçĕ курăк, ниш курăкĕ (лангаш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).

Тискер кайăк ячĕсем, жираф, дельфин, кит, крокодил, морж, ондатра, песец, пурăш, сăвăр, тюлень, хăнтăр, шашка, шăши, юс; ондатра тирĕ, сăсар çуха.

Хурт-кăпшанкă ячĕсем, ăман, вăрăм туна, кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх, таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă, хурт- хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сарă хурт, хурт ами, шăрчăк, эрешмен карти.

Чĕлхене ансат тишкересси

Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллашасси. Самах пулавĕ. Аффикссем хушăнса çĕнĕ сăмахсем пулни. Хутлă сăмахсем. Мăшăр сăмахсем. Сăмахсене икĕ хут калани.

Япала ячĕ. ÿкĕмсем (падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ, телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел, кун) тата [а], [э], [а], [ĕ], [у], [у], [и] сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хаш падежрине палăртасси.

Глагол вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.

Паллă ячĕсен тĕп, танлаштаруллă тата вăйлă степенĕсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Паллă ячĕсем -ак/-ск, -ак/-ск, -кан/-кĕн, -чан/-чĕн, -ла/-лĕаффикссем хушăнса пулни.

Предложени. Предложении пĕр йышши членĕсем. Вĕсем пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр (союзсăр) çыхăнни.

Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.

Орфографи тата орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси, сĕтел-пукан, сĕт-çу.

Икĕ хут калакан самахсене çырасси, ял-ял, хĕрлĕ- хĕрлĕ, пин-пин.

Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси, эпĕ(эп), эсĕ (эс), эпир (эпĕр), эсир (эсĕр); манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте), сирĕнтен (сиртен); вăл унăн, ăна, унран.

Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс çырасси, çыру - çырăвăн, çырăва; сăвă - сăввăн, сăвва; пĕрчĕ - пĕрчĕн, пĕрче; мăкăнь - мăкăньте е мăкăньре; район - районта е районра.

Глаголăн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси,

хальхи вахатăн сапат формисене (çыратăп - çырмастăп, çыратăн - çырмастăн (çырап - çырмап, çыран мар, ташлатпăр - ташламастпăр, ĕçлетпĕр - ĕçлсместпĕр, вулатпăр - вуламастпăр, вĕренетпĕр - вĕренместпĕр, ташлатăр - ташламастăр, ĕçлетĕр - ĕçлеместĕр, вĕренетĕр - вĕренместĕр, килетĕр - килместĕр, çырать - çырмасть (çырат - çырмас мар);

пулас вăхăт формисене (ту - тăвăп, тăвăн, тăвĕ; çи - çийĕн, çийĕп, çийĕ);

[р] сасăпа пĕтекенйĕр, кĕр, кур, пар, пер, пыр, тар, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене, кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр ([р] сасă тухса ÿкет).

çемçе [л'], [н'], [т'] сасăсемпе пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне -ла(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси, кукальлĕ, супаньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.

Паллă ячĕсен вăйлă степенĕнче (хуп-хура, тÿп-тÿрĕ, ем-ешĕл, çап-çутă, сап-сарă, кăн-кăвак) дефис лартасси.

Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă лартасси.

Таса та илемлĕ çырасси.Графика хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси. Сăмахсемпе предложенисене хăвăртрах çырма хăнăхтарасси. (Кирлĕ сăмахсемпе предложенисене учитель хай суйласа илет.)

Паллă

Орфографипе пунктуаци йăнăшĕсен шучĕ

II класра

III класра

IV класра

"5"

йăнăшçук

йăнăшçук

йăнăшçук

«4»

1-2 йăнăш,1 тÿрлетни

1 йăнăш,1 тÿрлетни

1 йăнăш,1 тÿрлетни

"3"

3 йăнăш,1 тÿрлетни

2 йăнăш,1 тÿрлетни

2 йăнăш,1 тÿрлетни

"2"

4 йăнăш,1-2 тÿрлетни

3 йăнăш,1—2 тÿрлетни

3 йăнăш,1-2 тÿрлетни



Текста çырса илнине хакламалли виçесем

Таса та илемлĕ çырассине тата пысăках мар йăнăшсене (çитменлĕхсене) шута илсе хакласси диктанта хакланăпекех пулмалла. Текста ç ырса илнине хакланă чухне орфо­графипе пунктуаци йăнăшĕсене пĕрле илсе шутлаççĕ.

Словарь диктантне хакламалли виçесем.

Словарь дик­тантне сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентес тĕллевпе куллен ирттермелле. Сăмахсен пĕлтерĕшĕ ачасемшĕн ăнланмаллапултăр. Словарь диктанчĕн калăпăшĕçакăн пек пулмалла, IV класра — 12-14 сăмах.

Словарь диктантне çак виçесемпе хакламалла,«5» паллă— диктантра пĕр йăнăш та çук пулсан; «4» паллă— диктантра 1 йăнăш, 1 тÿрлетни пулсан; «3» паллă— диктантра 2 йăнăш, 1 тÿрлетни пулсан; «2»паллă— диктантра 3—5 йăнăш пулсан;

Вěренÿ çулěн вěçěнче ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěçěн форми - диктант

Программăн содержанине вĕрентес тĕлĕшпе усă курмалли кĕнекесемпе методика пособийĕсем,

1. Волков М.К., Сергеев Л.П., Артемьева Т.В., Печников О.И., Петрова Р.Н., Филиппова Д.С.. Тăван чĕлхе программи, чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли. – Шупашкар, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн изд-ви, 2008.

2. Виноградов Ю.М. Чӑваш чӗлхи, 4 –мӗш класс валли / Ю.М. Виноградов, А.Р. Кульева.- Шупашкар, Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2014.

3. Артемьева Т.В., Кульева А.Р., Путеров В.М. Чăваш чĕлхи. Электрон вĕренÿ пособийĕ (чăваш шкулĕн 4-мĕш классĕ валли).

4. Артемьева Т.В., Печников О.И., Изложени тексчĕсен пуххи, 1-4 классем валли. – Шупашкар, Чăвашреспубликин вӗренӳ институчӗн изд-ви, 2006.

Чăваш чĕлхи урокĕсен тематика планĕ

Урок теми

Понятисем

Урок тĕсĕ

Предмет ăшĕнчи пĕлӳ, хăнăху

Универсаллă ĕҫ-хĕлсем

Кăмăл-сипете аталантарасси

Вĕренÿпе методика пособийĕсем.

меш черек-27 сехет

1

Ҫĕрĕм-шывăм, чăваш çĕрĕ-шывĕ.

Герман Лебедев, Илья Тукташ, Элли Юрьев

Пуплев урокĕ

Пуплеве тишкерме хăнăхса пыни

Ачасене ушкăнпа ĕҫлеме вĕрентесси; харпăр хăй ĕҫ вырăнне йĕркелеме хăнăхтарасси..

Ачасене тăван тавралăх илемне курма, туйма вĕрентесси.

1.Ю.М.Виноградов, А.Р.Кульева. Чăваш чĕлхи. 4 класс.(ЧЧ) Ш.-20014, 3-4 стр.

2

Вĕреннине аса илесси.

Текст. Предложени. Сăмах.

Вĕсленнĕ шухăш; калуллă, ыйтуллă, хистевлĕ предложени

Вĕреннине аса илни

Пуплеврен предложение уйарма пелнине сиреплетесси

Текст синчен петемешле аса илсе сиреплетесси. Самахсен килешеве синчен аса илесси

Ачасен тавҫăрулăхне аталантарасси, пуплевне пуянлатасси

Ачасене тăван тавралăх илемне курма, туйма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 5-15 стр.

2.ДТП, 83 стр., курав дикт.

3.А.Р.Кульева, О.Г.Кульев. ,ç тетрачĕ. 4 класс. Ш.-2014(,Т),1-2 стр.

3

Текст. Предложени. Сăмах.

4

Текст. Предложени. Сăмах.

5

Ҫырса илни. Кăвакарчăн.

Чарăну паллисем, подлежащи, сказуемăй

Тĕрĕслев урокĕ

Панă текста тĕрĕс те илемлĕ çырса илесси

Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

Туслă пулма вĕрентесси.

ЧЧ, 14 стр., 16 хăн.

6

Сочинени. Ҫуллахи вăхăтра аслисене пулăшни.

Самах майлашăвĕ, текст теми, тĕп шухăшĕ

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене хайсен шухашнетерес те усамла каласа-сырса катартма верентесси

Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

Ҫут ҫанталăк илемне курма вĕрентесси.

ЧЧ, 10 стр, ÿкерчĕк

7

Сасăсем тата сас паллисем. Сыпăк. Пусăм.

Калав, сăнлав, ăслав тексчĕсем

Вĕреннине аса илни

Саса тата сас палли уйрамлахесене аса илсе сиреплетесси

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1.ЧЧ, 16-20 стр.

2.,Т, 3-4 стр.

8

Сасăсем тата сас паллисем. Сыпăк. Пусăм.

9

Хутшăну йăли-йĕрки. Этикет.

Пуплев урокĕ.

Ачасене этикетпа паллаштарасси, пуплевне аталантарасси

Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

Чĕр чунсене юратма вĕрентесси.

ЧЧ, 21-23

10

Сăмах тытăмĕ тата пулăвĕ.

Пĕр тымарлă сăмахсем.

Алфавит, уçă, хупă сасăсем; хытă , çемçе сасăсем, ялан янăравлă, шавлă хупă сасăсем

çĕнĕ темăна вĕренни

Пер тымарла самахсем пер-перинчен самах тавакан аффикссемпе уйралса тани синчен анлантарасси.

Шухăшлава йĕркелесе пыни, пĕтĕмлетни; тĕслĕхсемпе ҫирĕплетни.

ĕҫе юратма хăнăхтарасси.

1. ЧЧ, 24-26 стр.

2.ДТП, 87 стр. сăмах диктанчĕ

3.,Т, 5 стр.

11

Сăпайлăх сăмахĕсем.

Салам, сывлăх сунатăп,тавтапуç, тепре куриччен

Пуплев урокĕ

Ачасене сăпайлăх сăмахĕсемпе паллаштарасси, пуплевне аталантарасси

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

ЧЧ, 27-30 стр.

12

Изложени. Сахăр.

Ăславлă çыру урокĕ

Планпа уса курса текст тарах изложени сырма верентесси

Ачасен тимлĕхне аталантарасси.

Ҫут ҫаталăк илемне туйма вĕрентесси.

ИТП, 104 стр.

13

Сăмах аффикс хушăннипе пулни.

Самах тымарĕ, аффикссем

Сăмах тăвакан аффикссем

çĕнĕ темăна вĕренни

Самах тавакан аффикс хушансан пер самахран тепер сене саамах пулни анлантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Ҫут ҫаталăк илемне туйма вĕрентесси

1.ЧЧ, 31-35 стр.

2.,Т, 6 стр.

14

Диктант. Ырă кăмăл.

çын кăмăлне çавăрни, хавхалантарни, тав туни

Тĕрĕслев урокĕ

Ачасен пелу шайне тереслесси

ДТП, 88 стр.

15

Мăшăр сăмахсем.

Тытăм енчен пĕрешкел сă махсем пĕрлешни, дефис

çĕнĕ темăна вĕренни

Ачасене машар самхсемпе паллаштарасси, весем самах улаштаракан аффикс йышанма

пултарни синчен анлантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫемьере туслă, пурăнма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 35-39 стр.

2.ДТП, 89 стр. сăмах диктанчĕ

3.,Т, 7 стр.

4.ОПТ, 21-24 стр.

16

Мăшăр сăмахсем.

17

Сочинени.

Кĕрхи вăрманта.

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене хайсен шухашнетерес те усамла каласа-сырса катартма верентесси

Ачасене кĕнекепе ĕҫлеме вĕрентесси, ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ачасене сăпайлăх сăмахĕсемпе усă курма хăнăхтарасси.

ЧЧ, 40 стр., 70 хăн. е 39 стр., 68 хăн.

18

Сăмахсене икĕ хут калани.

Пуплев; нумайлăха, вăрахлăха, вăйлăха кăтартни

çĕнĕ темăна вĕренни, çирĕплетни

Ике хут калакан самахсемпе паллаштарасси, пуплевне аталантарасси

Ачасене кĕнекепе ĕҫлеме вĕрентесси, ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Ватă ҫынсене хисеплеме вĕрентесси.

1.ЧЧ, 40-50 стр.

2.ДП, 92 стр. ăслав диктанчĕ

3.,Т, 7 стр.

4.ОПТ, 21-24 стр.

19

Сăмахсене икĕ хут калани.

20

Сăмахсене икĕ хут калани.

21

Сăмахсене икĕ хут калани.

22

Укерчĕк тăрăх «Ҫĕнĕ сад пулĕ» темăпа хайлав çырасси.

Япала яче, глагол, палла яче тавакан палларах аффикссем

Ăславлă çыру урокĕ

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

ЧЧ, 50 стр., 93 хăн.

23

Текст.

Текстри предложенисен килĕшĕвĕ.

Текстри предложенисен çир ĕп й ĕ рки, преçложенин чикки,текстан теми, теп шухаше

çĕнĕ темăна вĕренни

Текстри предложенисен килешевепе паллашасси, предложенин чикки пурри синчен каласасси.

Чĕр чунсене юратма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 51-53 стр.

2.,Т, 8-10 стр.

24

Текст теми.

Текстри предложенисен çирěп йěрки, предложенин чикки,текстăн теми, тěп шухăшě

çĕнĕ темăна вĕренни

Текст темипе паллаштарасси, кашни текстан теми пурри синчен анлантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫемьере туслă пурăнма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 53-58 стр.

2.,Т, 8-10 стр.

25

Текст теми.

26

Диктант. Тăван чĕлхемĕрçĕм.

Тĕрĕслев урокĕ

Ачасен пелевне тереслесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

ДТП, 94 стр.

27

Текстăн тĕп шухăшĕ

çĕнĕ темăна вĕренни

Текстан теп шухашепе паллаштарасси, теп шухаш текстан ятенче паларма пултарни синчен анлантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫемьере туслă пурăнма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 59-61 стр.

2.,Т, 8-10 стр.

2 чĕрĕк- 21 сехет

28

Текстăн тĕп шухăшĕ

Текстри предложенисен çиреп йěрки, предложенин чикки,текстăн теми, тěп шухăшě

Вĕреннине çирĕплетни

Теп шухаш текстан ятенче паларма пултарни синчен анлантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Ӗҫе юратма вĕрентесси

1.ЧЧ, 61-66 стр.

2.,Т, 8-10 стр.

29

Текстăн тĕп шухăшĕ

30

Изложени. Пăчи.

Ăславлă çыру урокĕ

Планпа уса курса текст тарах изложени сырма верентесси

ИТП, 107 стр.

31

Текст тытăмĕ.

Пуçламăш, тěп пайě, пěтмěш

çĕнĕ темăна вĕренни

Текстан тытаме пулни синчен анлантарасси

Пуплеве аталантарасси.

Ҫăкăра перекетлĕ тытма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 67-71 стр.

2.,Т, 8-10 стр.

32

Диктант. Мулкачсем.

Тĕрĕслев урокĕ

Ачасен пелевне тереслесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Ӗҫе юратма вĕрентесси.

ДТП, 94 стр.

33

Пĕр йышши членсем çинчен ăнлантарни.

Пер ыйтура таракан,пер самахпах сыханакан самахсем

ç,нĕ темăна вĕренни

Ачасене пер йышши членсем синчен петемешле анлантарасси. Пуплеврен предложение уйарма пелнине сиреплетесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси

1.ЧЧ, 72-75 стр.

2.,Т, 11-12 стр.

34

Пĕр йышши членсем.

35

Сочинени. Манӑн юратнă чĕр чун.

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене хайсен шухашнетерес те усамла каласа-сырса катартма верентесси

36

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

Та(те), е, анчах, çапах, тата ; запятой

çĕнĕ темăна вĕренни, çирĕплетни

Ачасене пер йышши членсем синчен петемешле анлантарасси. Пуплеврен предложение уйарма пелнине сиреплетесси

Ачасене кĕнекепе ĕҫлеме вĕрентесси, ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1. ЧЧ, 76-86 стр.

2.ДТП, 96 стр. Астуса çырни

3.,Т, 11-12 стр.

4.ОПТ, 29-30 стр.

37

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

38

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

39

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсем.

40

Изложени. Будка тăрринчи йăва.

Ăславлă çыру урокĕ

Планпа уса курса текст тарах изложени сырма верентесси

Ачасен тимлĕхне аталантарасси.

Туслăх туйăмне аталантарасси.

ЧЧ, 86-87 стр., 150 хăн.

41

Пуплев пайĕсем.

Сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлани.

Пуплев пайесем

çĕнĕ темăна вĕренни

Самахсене пелтереш тарах ушканлани синчен анлантарасси, ачасен пуплевне аталантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Туслăх туйăмне аталантарасси

1. ЧЧ, 87-90 стр. (ЧЧ, 88 стр., 152 хăн. сăвва пăхмасăр вĕренме)

2.,Т, 13 стр.

42

Сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлани

сиреплетни

43

Пуплев пахалăхĕ

Анасла каласу-пуплев

Пуплев урокĕ

Пуплев пахалахе синчен анлантарасси.

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Кĕнекесене тирпейлĕ тытма вĕрентесси.

ЧЧ, 91-92 стр.

44

Сочинени. Пирĕн кил-йыш.

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене хайсен шухашнетерес те усамла каласа-сырса катартма верентесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕрентесси.

45

Япала ячĕ.

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ. Падежсем.

Япала ячен ыăтавесем, падеж аффиксесем

çĕнĕ темăна вĕренни.

Ачасене падежсемпе паллаштарасси, пуплевне аталантарасси

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1.ЧЧ, 93-95 стр.168 хăн. Астуса çырни

2.,Т, 14 стр.

46

Диктант. Шăллăм.

Тĕрĕслев урокĕ

Ачасен пелевне тереслесси

Хăйсем тĕллĕн ĕҫлеме хăнăхасси.

Харпăр хăйĕн ĕҫ-хĕлне сăнас-хаклас ăслай-хăнăхусене алла илсе пыни.

ДТП, 97 стр.

47

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ. Падежсем.

Япала ячен ыăтавесем, падеж аффиксесем

çĕнĕ темăна вĕренни.

Ачасене падежсемпе паллаштарасси, пуплевне аталантарасси

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1.ЧЧ, 93-95 стр.168 хăн. Астуса çырни

2.,Т, 14 стр.

48

Хупă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

Вěçленÿ таблици,

çĕнĕ темăна вĕренни

Хупа сасапа петекен япала ячесен весленеве синчен аса илсе ачасен пелевне сиреплетесси.

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫут ҫанталăк илемне туйма хăнăхтарасси.

1.ЧЧ, 96-99 стр.

2.,Т, 15 стр.

3 чĕрĕк- 30 сехет

49

Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

Япала ячěн ыйтавěсем, падеж аффиксěсем, вěçленÿ таблици

çĕнĕ темăна вĕренни

Уса сасапа петекен япала ячесен весленеве синчен аса илсе ачасен пелевне сиреплетесси.

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Чĕр чунсене юратма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 99-101 стр.

2.ДТП, 104 стр., ăслав диктанчĕ

3.,Т, 16 стр.

4.ОПТ, 25-26 стр.

50

Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

51

Япала ячĕсене нумайлă хисепре вĕçлени.

Япала ячěн ыйтавěсем, падеж аффиксěсем, вěçленÿ таблици

çĕнĕ темăна вĕренни

Япала ячесене нумайла хисепре веслени синчен аса илсе сиреплетесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 102-103 стр.

2.,Т, 17-18 стр.

52

Япала ячĕ çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни.

Япала ячěн ыйтавěсем, падеж аффиксěсем, вěçленÿ таблици

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Япала ячĕ синчен мен вереннине аса илсе петемлетесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава

йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ваттисене хисеплеме вĕрентесси.

1.ЧЧ, 104-105 стр.

2.,Т, 17-18 стр.

53

Диктант. Юман.

Япала ячен ыăтăвěсем, падеж аффиксěсем, вěçленÿ таблици

Тĕрĕслев урокĕ

Ачасен пелевне тереслесси

Ушкăнпа ĕҫлеме, пĕр-пĕрне ăнланса ĕҫлеме хăнăхасси.

Чĕр чунсене юратма вĕрентесси.

ДТП, 107 стр.

54

Саламламалли правилăсем. çыру çырасси.

Этикет, калаçу этикечě, асра тытмалли правилăсем

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене сыру сырма ханахтарасси, сыру сырма пелни пурнасра кирле пулни синчен анлантарасси

Саламламалли правиласемпе паллаштарасси, весемпе пуплевре терес уса курасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕрентесси.

ЧЧ, 106-108 стр.

55

Паллă ячĕ.

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, пулăвĕ.

Пахалăха пěлтерекен сăмахсем Паллă ячěсем тăвакан аффикссем

çĕнĕ темăна вĕренни,

çирĕплетни

Палла ячесен пелтереше, пулаве синчен анлантарасси, весенне тупма ханахтарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 109-115 стр.

2.ДТП, 108 стр. сăмах диктанчĕ

3.,Т, 19 стр.

56

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, пулăвĕ

57

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, пулăвĕ

58

Паллă ячĕсен тĕп тата танлаштаруллă степенĕсем.

Рах(рех), тарах(терех) аффикссем

çĕнĕ темăна вĕренни

Палла ячесен теп тата танлаштарулла степенесемпе паллаштарасси, веренекенсен пуплевне аталантарасси

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1.ЧЧ, 116-117 стр.

2.,Т, 20-21 стр.

59

Укерчĕк тăрăх сочинени çырасси.

Ăславлă çыру урокĕ

Теп тата танлаштарулла степенесенчи палла ячесемпе уса курса сочинени сырасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫут ҫанталăка юратас, сăнас тата упрас туйăма вăйлатасси.

ЧЧ, 118 стр., 216 хăн.

60

Паллă ячĕсен вăйлă степенĕ.

Пысăк виçелле паллă ячě, чи татăк Вайлă степень тăвакан мелсем

çĕнĕ темăна вĕренни

Палла ячесен вайла степенепе паллаштарасси, верентекенсен пуплевне аталантарасси

1.ЧЧ, 118-121 стр.

2.,Т, 20-21 стр.

61

Диктант. Кампур.

Тĕрĕслев урокĕ

Ачасен пелевне тереслесси

Калаҫăва тĕрĕс йĕркелеме вĕренесси, юлташа итлеме вĕренесси, хаклама вĕренесси.

Спортпа туслă пулма вĕрентесси.

1.ДТП, 113 стр.

2.,Т, 22-23 стр.

62

Хисеп ячĕ.

Хисеп ячĕсен пĕлтерĕшĕ.

Япалан шутне, йеркине катартакан самахсем, весене сырасси

çĕнĕ темăна вĕренни

Хисеп ячесен пелтерешепе веренекенсене паллаштарасси, пуплевне аталантарасси

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1.ЧЧ, 121-125 стр.

2.,Т, 24 стр.

63

Хисеп ячĕсен пĕлтерĕшĕ.

64

3:00 PMӖç хучĕсем. Пĕлтерÿ çырасси.

Кěске, тулли, каласа паракан, йыхравлакан, чаракан пěлтерÿсем

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене ĕç хучĕсемпе ĕслеме, пелтерÿ çырма вĕрентесси

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

ЧЧ, 126-129 стр.

65

Заметка ҫырасси.

66

Ҫырса илни. Ҫăка.

Тĕрĕслев урокĕ

Панă текста тĕрĕс те илемлĕ çырса илесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫут ҫанталăка юратас, сăнас тата упрас туйăма вăйлатасси.

ДТП, 113-114 стр.

67

Местоимени.

Местоимени пĕлтерĕшĕ. Сăпат местоименийĕсем.

Ят сăмахсем вырăнне калакан сăмахсем . Сăпат местоименисен таблици, вěсен вěçленěвě

çĕнĕ темăна вĕренни

Веренекенсене местоимении пелтерешепе, сапат местоименийесемпе паллаштарасси, пуплевне аталантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

1.ЧЧ, 129-133 стр.

2.ДТП, 114 стр. суйлав диктанчĕ

3.,Т, 25 стр.

68

Местоимени пĕлтерĕшĕ. Сăпат местоименийĕсем.

петемлетесси

69

Уяв ячĕпе саламласси.

Аннене тав туса, каçару ыйтса, уяв ячěпе саламласа çырасси

Пуплев урокĕ

Мăшăрăн ĕҫлеме хăнăхасси тата пĕр-пĕрин йăнăшĕсене асăрхаса хаклама вĕренесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1 ЧЧ, 134-135 стр.

2.ЧЧ, 135 стр. сăвва пăхмасăр вĕренме

70

Глагол.

Глаголăн пурлă тата çуклă формисем.

Ěç пулнипе пулманни, çуклă формăн аффиксě

çĕнĕ темăна вĕренни

Глаголан пурла тата сукла формисемпе пллаштарасси, веренекенсен пуплевне аталантарасси..

Ушкăнпа ĕҫлеме, пĕр-пĕрне ăнланса ĕҫлеме хăнăхасси.

Харпăр хăйĕн ĕҫ-хĕлне сăнас-хаклас ăслай-хăнăхусене алла илсе пыни.

1. ЧЧ, 135-139 стр.

2.ДТП, 118стр. Астуса çырни

3.,Т, 26 стр.

71

Глаголăн пурлă тата çуклă формисем.

сиреплесси

72

Изложени. Вăрмана кам лартать.

Ăславлă çыру урокĕ

Планпа уса курса текст тарах изложени сырма верентесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Ҫут ҫанталăка юратас, сăнас тата упрас туйăма вăйлатасси.

ИТП, 126 стр.

73

Глагол вăхăт тăрăх улшăнни

Хальхи, иртнě, пулас вăхăт

çĕнĕ темăна вĕренни

Глагол вахат тарах улшанни синчен анлантарасси, пуплевне аталантарасси

1.ЧЧ, 140-141 стр.

2.,Т, 27-28 стр.

74

Глагол сăпат тăрăх улшăнни.

1-мěш,2-мěш, 3-мěш сăпат

çĕнĕ темăна вĕренни

Глагол сапат тарах улшанни синчен анлантарасси, пуплевне аталантарасси.

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Тăванлăх туйăмне вăйлатасси, ҫемьери туслăха ҫирĕп тытса пыма вĕрентесси

1.ЧЧ, 142-144 стр.

2.,Т, 27-28 стр.

75

Изложени. Карап ăсти.

Ăславлă çыру урокĕ

Планпа уса курса текст тарах изложени сырма верентесси

ИТП, 127-128 стр.

76

Глагол хисеп тăрăх улшăнни.

Пěреллě, нумайлă хисеп

çĕнĕ темăна вĕренни

Глагол хисеп тарах улшанни синчен анлантарасси, пуплевне аталантарасси.

1.ЧЧ, 144-146 стр.

2.,Т, 27-28 стр.

77

Диктант. Эпир туслă.

Тĕрĕслев урокĕ

Веренекенсен пелу шайне тереслесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Чĕр чунсене юратма вĕрентесси.

ДТП, 116 стр.

78

Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ

Сăпатлану таблици

çĕнĕ темăна вĕренни

Хальхи вахатри глаголсен сапатланавепе паллашасси, пуплевне веренекенсенне аталантарасси

Хăйсем тĕллĕн ĕҫлеме хăнăхасси.

Харпăр хăйĕн ĕҫ-хĕлне сăнас-хаклас ăслай-хăнăхусене алла илсе пыни.

1.ЧЧ, 146-148 стр.

2.,Т, 29 стр.

4 чĕрĕк- 27 сехет

79

Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ

Хальхи вахатри глаголăн çуклă форми, сăпатлану таблици

Вĕреннине çирĕплетни

Хальхи вахатри глаголсен сапатланавепе паллашасси, пуплевне веренекенсенне аталантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Туслăхпа юлташлăх туйăмне аталантараси.

1.ЧЧ, 148-152 стр.

2.,Т, 29 стр.

80

Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ

81

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

Сăпатпа хисеп формисем пурлă тата çуклă формăсем

çĕнĕ темăна вĕренни,

çирĕплетни

Хальхи вахатри глаголсене сырма верентесси, терес уса курма пелесси, уйарса илме ханахтарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

1.ЧЧ, 152-163 стр.

2.Т, 29 стр.

82

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

83

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

84

Диктант. Каçхи вăрманта.

Тĕрĕслев урокĕ

Веренекенсен пелу шайне тереслесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Сăпайлă пулма вĕрентесси.

ЧЧ, 165 стр., 314 хăн.

85

Хальхи вăхăтри глаголсене çырасси.

Сăпатпа хисеп формисем пурлă тата çуклă формăсем

çĕнĕ темăна вĕренни,

çирĕплетни

Хальхи вахатри глаголсене сырма верентесси, терес уса курма пелесси, уйарса илме ханахтарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси.

ЧЧ, 164 стр.

86

Сочинени. Иванов бульварĕ.

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене хайсен шухашнетерес те усамла каласа-сырса катартма верентесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси

Ҫут ҫанталăка юратас, сăнас тата упрас туйăма вăйлатасси.

ЧЧ, 164 стр., 312 хăн.

87

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

Сăпатпа хисеп, вăхăт формисем, пурлă тата çуклă формăсем

çĕнĕ темăна вĕренни,

çирĕплетни

Иртне вахатри глаголсен сапатланавепе паллашасси, пуплевне веренекенсенне аталантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Мĕн пĕчĕкрен ĕҫпе туслă пулма вĕренесси, ĕҫлеме хăнăхса пырасси

1.Ч Ч, 166-174 стр.

2.,Т, 30 стр.

88

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

89

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

90

Иртнĕ вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

91

Изложени.

Хĕвеллĕ çумăр.

Ăславлă çыру урокĕ

Планпа уса курса текст тарах изложени сырма верентесси

Ушкăнпа ĕҫлеме, пĕр-пĕрне ăнланса ĕҫлеме хăнăхасси.

Аслисене хсеплеме вĕрентесси.

ИТП, 127 стр.

92

Пулас вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

Сăпатпа хисеп, вăхăт формисем, пурлă тата çуклă формăсем, сăпатлану таблици

çĕнĕ темăна вĕренни,

çирĕплетни

Пулас вахатри глаголсен сапатланавепе паллашасси, пуплевне веренекенсенне аталантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

/ҫе юратма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 175-181 стр.

2.ДТП, 124стр. суйлав диктанчĕ

3.,Т, 30 стр.

93

Пулас вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

94

Пулас вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ.

95

Глагол çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни

Ěçе пěлтерекен сăмахсем, сăпатлану, тěрěс çырмалли правилăсем

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Глагол синчен мен вереннине аса илсе петемлетесси

Ушкăнпа ĕҫлеме хăнăхтарасси, ачасен тимлĕхне аталантарасси.

Тăван тавралăха упрама вĕрентесси.

1.ЧЧ, 181-185 стр.

2.,Т, 31 стр.

96

Глагол çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни

97

Сочинени. Пирĕн ял çĕнелет.

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене хайсен шухашнетерес те усамла каласа-сырса катартма верентесси

Ушкăнпа ĕҫлеме хăнăхтарасси, ачасен тимлĕхне аталантарасси.

Тăван тавралăха упрама вĕрентесси.

ЧЧ, 184 стр., 351 хăн.

98

Вĕренÿ çулĕнче ăса хывнине аса илесси.

Сăмах тытăмĕ тата пулăвĕ.

Самах тымаре, тепе, самаха улаштаракан, сене самах тавакан аффикссем

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Самах тытаме тата пулаве синчен мен вереннине аса илсе сиреплетесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Вĕҫен кайăксене упрама вĕрентесси.

1.ЧЧ, 186-189 стр.

2.,Т, 32 стр.

99

Сăмах тытăмĕ тата пулăвĕ.

Ачасен ҫыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

Чĕр чунсене юратма вĕрентесси.

100

Сăмах тытăмĕ тата пулăвĕ. Текст

Самах тымаре, тепе, самаха улаштаракан, сене самах тавакан аффикссем

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Самах тытаме тата пулаве синчен мен вереннине аса илсе сиреплетесси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Вĕҫен кайăксене упрама вĕрентесси.

1.ЧЧ, 189 стр.

2.,Т, 32 стр.

101

Диктант. Хĕвел.

Тĕрĕслев урокĕ.

Веренекенсен пелу шайне тереслесси

Ушкăнпа ĕҫлеме хăнăхтарасси, ачасен тимлĕхне аталантарасси.

Тăвант тавралăха упрама вĕрентесси.

ДТП, 125 стр.

102

Предложени. Пуплев пайĕсем. Текст.

калулла, ыйтулла, хистевле преçложени

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Япалана, япалан паллине, есе пелтерекен самахсем синчен вереннине аса илсе сиреплетесси, веренекенсен пуплевне аталантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫут ҫанталăка юратма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 190-199 стр.

2.ОПТ, 31-38 стр.

103

Предложени. Пуплев пайĕсем. Текст.

104

Сочинени. 4-мĕш класри чи килĕшнĕ урок.

Ăславлă çыру урокĕ

Ачасене хайсен шухашнетерес те усамла каласа-сырса катартма верентесси

Ушкăнпа ĕҫлеме хăнăхтарасси, ачасен тимлĕхне аталантарасси

Чĕр чунсене упрама вĕрентесси.

105

Предложени. Пуплев пайĕсем. Текст.

калулла, ыйтулла, хистевле преçложени

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

Япалана, япалан паллине, есе пелтерекен самахсем синчен вереннине аса илсе сиреплетесси, веренекенсен пуплевне аталантарасси

Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси, шухăшлава иĕркелесси, пĕтĕмлетесси.

Ҫут ҫанталăка юратма вĕрентесси.

1.ЧЧ, 199 стр.

2.ОПТ, 38 стр. (тестсем)

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/397752-rabochaja-programma-po-chuvashskomu-jazyku

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки