Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
21.11.2020

Конспект занятия по познавательному развитию в средней группе на тему: «Кайăксем пирĕн туссем»

Конспект занятия по познавательному развитию в средней группе на тему:
«Кайăксем - пирĕн туссем» .
Методическая разработка по познавательному развитию на чувашском языке, для проведения в средней группе.

Содержимое разработки

МБДОУ «Детский сад присмотра и оздоровления часто болеющих и аллергичных детей № 25 «Гнёздышко» г.Новочебоксарска

Конспект занятия по познавательному развитию в средней группе на тему:

«Кайăксем - пирĕн туссем»

Разработали:

Арефьева Г.К.

Степанова Л.Н.

Новочебоксарск 2020

Кайăксем- пирĕн туссем.

Тĕллевсем:

- ăшă енчен вĕçсе килекен тата хĕл каçма юлакан кайăксене уйăрма пĕлнине çирĕплетесси;

- çуркунне паллисене уйăрма пĕлесси;

-пуплевре кайăк ячĕсене усă курасси;

-ачасем кайăк – кĕшĕксем пирки пĕлнине пĕтĕмлетесси;

- кайăксене пулăшас кăмăла вĕрентесси;

-тăван тавралăха юратма, унăн  илемне курма, ăна упрама вĕрентесси;

Словарь ĕçĕ: чакак, кăсăя, курак, уйăп, чĕкеç,шăнкăрч, çерçи

Кирлĕ хатĕрсем: чакак тетте, ӳкерчĕк – символсем, асамлă йывăç, сăрăсем

Валеçмелли хатĕрсем: кайăксен ӳкерчĕкĕсем (ача шучĕпе), каснă картинăсем (ача шучĕпе)

Малтан ирттернĕ ĕç:

-урамра уçăлнă чух кайăксене сăнани;

- «Хĕл каçакан кайăксем тата ăшă енчен вĕçсе килекен кайăксем» ятлă альбома пăхни;

- кайăксем пирки калаçу ирттерни

- тупмалли юмахсемпе ĕçлени

Заняти мелĕсем:

Чакак хăнана килет

«Çуркунне паллисене кала» вăйă

«Тупсăмне туп»

«Хĕл каçакан кайăксем тата ăшă енчен таврăнакан кайăксем» вăйă

«Каснă картинăна пуçтар» вăйă

Заняти юхăмĕ

(группăна чакак вĕçсе кĕрет)

Воспитатель: Ачасем, чакак тус пирĕн патра пĕрре мар хăнара пулнă, паян та вăл пирĕн пата çитрĕ. Сывă-и, чакак?

Чакак: Сире те сывлăх сунатăп, ачасем.

Воспитатель: Чакак тус, тĕпелелле ирт, эпир паян ачасемпе çуркунне çинчен калаçатпăр, эпир çак çулталăк вăхăтне питĕ килĕштеретпĕр.

Чакак: Мана та çуркунне питĕ килĕшет.

Воспитатель: Пирĕн туса та çуркунне питĕ килĕшет, иккен. Ачасем, чакак туса çуркунне мĕншĕн килĕшет-ши? Эсир мĕнле шухăшлатăр?

«Çуркунне паллисене кала» вăйă

Атьăр, ачасем çуркунне паллисене аса илер. (ӳкерчĕк- символсем тăрăх ачасем çуркунне çинчен каласа параççĕ)

Ачасен хуравĕсем:

-Çуркунне хĕвел хĕртсе пăхать.

- Çуркунне юр ирĕлет.

-Çеçпĕлсем тухаççĕ.

-Çуркунне йывăçсем симĕсленеççĕ.

-Ешĕл курăк тухать.

-Хурт-кăпшанкă вăранать.

-Ăшă енчен кайăксем вĕçсе килеççĕ те йăвасем çавăрма тытăнаççĕ.

Воспитатель: Маттур. Ачасем, чакак туса çак вăхăт унăн юлташĕсем- кайăксем ăшă енчен вĕçсе килнĕрен килĕшет те.Тăхтăр-ха, ачасем, чакак мана тем каласшăн

Чакак: Ман туссем хăйсен йăвисене пăтраштарса янă. Вĕсене вырнаçтарма пулăшаймастăр-ши, ачасем?

Воспитатель: Çуркуннехи вăрмана кайса кайăксене пулăшма хатĕр-и? Чакак пире чĕнет.Çуркуннехи вăрмана кайма, кайăксемпе тĕл пулма кăмăл пур-и, ачасем? Апла пулсан, çула тухар!

Чакак хыççăн малалла

Кайăксене пулăшма

Сик, кĕр вăрмана!

(Хупă куçсемпе хăю урлă сиксе каçатпăр.)

Воспитатель:Мĕнле илемлĕ вăрманта! Ачасем, илтетĕр-и, кайăксем юрлаççĕ.

Чакак: -Манăн туссем çинчен тупмалли юмахсем итлĕр-ха, ачасем.

«Тупсăмне туп»

Васкавлăн çитрĕ чи малтан

Хуп-хура кайăк кăнтăртан.

Мăнаçлăн ларчĕ çул çине,

Тем тăршшĕ сарчĕ çунатне.

Пĕр шит пек карчĕ çăварне:

«Пуçланчĕ, -терĕ,- çуркунне».(Курак)

Сарăрах ун хырăмĕ,

Симĕсрех ун çурăмĕ,

Калпакĕ ун хура,

Ку вăл…(кăсăя).

Хĕрлĕ кăкăрлă,

Хура çунатлă

Хĕлле килет,

Пилеш çиет. (Уйăп)

Çуркунне пирĕн енне

Вăрăм çул туса çитет.

Çурт тăрри айне тăмран

Хăйне йăва çавăрать.(Чĕкеç)

Хура йăмăкăн юрри хитре. (Шăнкăрч)

Сад пахчинче вăл вĕçет,

Хурт-кăпшанка пĕтерет.

Анчах пысăк ун усси

Пĕчĕк кайăк вăл…( Çерçи)

Чакак: -Маттур, ачасем, пур тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлетĕр.

«Хĕл каçакан кайăксем тата ăшă енчен таврăнакан кайăксем» вăйă

Воспитатель:Ачасем, пирĕн вăрманта асамлă йывăç пур. Атьăр-ха, шухăшлатпăр, мĕншĕн вăл асамлă?

Ачасем:Йывăçăн пĕр пайĕ юрпа витĕннĕ, тепĕр пайĕнче вара турат çинче папкасем çурăла пуçланă.

Воспитатель: Тĕрĕс. Маттур, ачасем. Ун çине манăн туссене вырнаçтармалла. Пĕр енне хĕл каçакан кайăксене лартмалла, тепĕр енне вара - ăшă енчен вĕçсе килекен кайăксене. Кайăк ӳкерчĕкне суйласа илетĕр, вăл мĕн ятлине калатăр. Суйласа илнĕ кайăк çинчен мĕн те пулин кăсăклă япала каласа паратăр. Пĕршерĕн асамлă йывăç çине вырнаçтаратăр.

Воспитатель: Аня, эсĕ мĕнле кайăк суйласа илтĕн?

Аня: Эпĕ чĕкеçе суйласа илтĕм. Енчен те чĕкеçсем çĕр çумĕпе вĕçеççĕ пулсан, çумăр çăвать.

Воспитатель: Маттур, Аня (кайăка йывăç çине вырнаçтарать)

Воспитатель: Настя, санăн мĕнле кайăк?

Настя: Манăн ӳкерчĕк çинче курак. Курак – вăл çуркунне йыхравçи (кайăка йывăç çине вырнаçтарать)

Воспитатель: Маттур, Настя.

Воспитатель: Егор, эсĕ мĕнле кайăк суйласа илтĕн?

Егор: Эпĕ шăнкăрча суйласа илтĕм. Шăнкăрчсем ытти кайăксен сасси евĕрлĕ те юрлама пултараççĕ (кайăка йывăç çине вырнаçтарать).

Воспитатель: Маттур, Егор.

Воспитатель: Лиза, санăн мĕнле кайăк?

Лиза: Эпĕ кăсăйана суйласа илтĕм. Вăл тăварламан аш юратса çиет (кайăка йывăç çине вырнаçтарать)

Воспитатель: Маттур, Лиза.

Воспитатель: Катя, санăн мĕнле кайăк ӳкерчĕкĕ алăра?

Катя: Манăн алăра уйăп ӳкерчĕкĕ. Уйăп – хĕл йыхравçи (кайăка йываç çине вырнаçтарать)

В: Ытти кайăксем пирки те çакăнти пек ачасенчен ыйтатăп.

Чакак: Маттур, ачасем. Эсир манăн туссене тĕрĕс вырнаçтартăр.

«Каснă картинăна пуçтар» вăйă

В:Çуркунне вĕçен кайăксем нумайăшĕ йăва çавăраççĕ. Кайăксем унта çăмарта тăваççĕ, чĕпĕ кăлараççĕ, пăхса ӳстереççĕ. Кайăксем хăйсен йăвисене çĕр çине, йывăç хăвăлĕсене, çурт çивиттийĕсем айне çавăраççĕ.

Чакак: Манăн туссем пурте йăва çавăрса ĕлкĕреймен-ха. Атьăр, ачасем вĕсене йăвасем пуçтарса (туса) пулăшатпăр (ачасем каснă картинăсене пуçтараççĕ)

В: Маттур, ачасем. Манăн туссене эсир пулăшрăр. Атьăр халĕ вĕсене хăйсен йăвисене вырнаçтаратпăр (сĕтел çинче чĕкеç, курак, шăнкăрч ӳкерчĕкĕсем).

В: Чĕкеçĕн йăви хăшĕ-ши? (ачасем юрăхлă йăва тупаççĕ)

В: Шăнкăрч йăви хăшĕ- ши? (ачасем юрăхлă йăва тупаççĕ)

В: Курак йăви хăшĕ-ши? (ачасем юрăхлă йăва тупаççĕ)

В: Маттур, ачасем.Чакак тусăм, эсĕ мĕнле шутлатăн?

Чакак: Питĕ маттур ачасем. Эсир манăн туссене пулăшрăр. Уншăн эпĕ сире сăрă «Кайăксем» паратăп. Эсир ăна пушă вăхăт чухне сăрлама пултаратăр. Халĕ ĕнтĕ сирĕнпе сыв пуллашма вăхăт çитрĕ. Сывă пулăр, ачасем.

А: Тепре куриччен, туссем.

В: Ачасем, пирĕн группăна таврăнас тесен хăю урлă сиксе каçас пулать. «Сик, тух каялла» асамлă сăмахсене калатпăр (ачасем группăна таврăнаççĕ)

В: Ачасем, эпир паян ăçта пултăмăр? (ачасен хуравĕсм)

В: Кама пулăшрăмăр? (ачасен хуравĕсем)

В: Аня, эсĕ мĕнле пулăшрăн кайăксене?(хурав)

В: Егор, эсĕ мĕнле пулăшрăн кайăксене?(хурав)

В: Настя, сана мĕн килĕшрĕ?(хурав)

В: Маттур, ачасем.

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/429603-konspekt-zanjatija-po-poznavatelnomu-razvitij

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки