- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Формирование основ финансовой грамотности дошкольников в соответствии с ФГОС ДО»
- «Патриотическое воспитание в детском саду»
- «Федеральная образовательная программа начального общего образования»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Теоретические и практические аспекты работы с детьми с расстройствами аутистического спектра»
- «Использование системы альтернативной и дополнительной коммуникации в работе с детьми с ОВЗ»
- Курс-практикум «Профессиональная устойчивость и энергия педагога»
- Курс-практикум «Цифровой арсенал учителя»
- Курс-практикум «Мастерская вовлечения: геймификация и инновации в обучении»
- «Обеспечение безопасности экскурсионного обслуживания»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Пирĕн пахчари çимĕçсем
Урок тĕсĕ: информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: пахча çимĕçĕ сывлăхшăн усăллă пулнине ăнлантарасси, унпа усă курса сывлăха упрама вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: пахча çимĕçĕ çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси, пĕлĕве анлăлатасси; паллă ячĕсене аса илесси, вĕсемпе тĕрĕс усă курасси.
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен çыхăнуллă пуплевне, шухăшлавне, тимлĕхне аталантарасси, хăйсен пĕлĕвне çирĕплетме тата пĕтĕмлетме вĕрентесси.
Усă курнă технологисем:информаципе хутшăну, сывлăха сыхлас технологисем.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, тест ирттересси, мăшăрпа е ушкăнпа ĕçлесси, диалог тата монолог тăвасси.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс каласси; ыйтусем парас, хуравлас, илемлĕ те тĕрĕс вулас хăнăхусене аталантарасси; сăмах йышне пуянлатасси; çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, слайдсем, валеçÿ карточкисем.
Пирĕн пахчари çимĕçсем
Урок теми: «Пирĕн пахчари çимĕçсем»
Урок тĕсĕ: информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: пахча çимĕçĕ сывлăхшăн усăллă пулнине ăнлантарасси, унпа усă курса сывлăха упрама вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: пахча çимĕçĕ çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси, пĕлĕве анлăлатасси; паллă ячĕсене аса илесси, вĕсемпе тĕрĕс усă курасси.
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен çыхăнуллă пуплевне, шухăшлавне, тимлĕхне аталантарасси, хăйсен пĕлĕвне çирĕплетме тата пĕтĕмлетме вĕрентесси.
Усă курнă технологисем:информаципе хутшăну, сывлăха сыхлас технологисем.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, тест ирттересси, мăшăрпа е ушкăнпа ĕçлесси, диалог тата монолог тăвасси.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс каласси; ыйтусем парас, хуравлас, илемлĕ те тĕрĕс вулас хăнăхусене аталантарасси; сăмах йышне пуянлатасси; çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, слайдсем, валеçÿ карточкисем.
Урок юхăмĕ
I.Урок темипе, йĕркипе паллаштарни.
1.Вĕрентекен сăмахĕ.
- Паянхи урок темине, тĕллевĕсене эсир сăвă йĕркисенчен ăнланса илме пултаратăр. (Экран çине сăвă йĕркисем тата пахча çимĕç ÿкерчĕкĕсем тухаççĕ.)
Сухан, ыхра, купăста
Усет пирĕн пахчара.
Кишĕр, çарăк, çĕр улми-
Пахча çимĕçсен тĕнчи.
- Ачасем, сăвва малтан эпĕ вулатăп, унтан эсир вулатăр. (Вулаççĕ.)
Сăвăра тĕл пулакан пахча çимĕç ячĕсене тупса вулăр. Ăнлантăр пулĕ, паянхи урок теми – «Пахча çимĕç тĕнчи». Эпир пахча çимĕç çинчен мĕн пĕлнине аса илĕпĕр, пĕлĕве çирĕплетĕпĕр, анлăлатăпăр, пĕтĕмлетсе хăварăпăр.
Фонетика зарядки. (Ачасем слайд çинчи сăвва тĕрлĕ мелпевулаççĕ.)
Шăпăр-шăпăр çумăр çутăр, помидорĕ ăнса пултăр.
Ку-ку-купăста – шурă пуçлă купăста.
Çи-çи-çи – суханра нумай йÿççи.
Ых-ых-ых – ыхра çийĕр, сывă пулăр.
Темăпа ĕçлени.
Сăмах майлашăвĕсем йĕркелени.
Слайдри ÿкерчĕксенге кăтартнă май ачасем пахча çимĕç ячĕсене черетпе каласа пыраççĕ, вĕсене паллă ячĕсемпе çыхăнтарса сăмах майлашăвĕсем тăваççĕ.
Словарь ĕçне туни.
Ачасем слайдри çĕнĕ сăмахсене (чĕрĕлле, тĕп, ÿстер, сиплĕ, сиплен, усăллă, усă кураççĕ) черетпе вулаççĕ, вырăсла куçараççĕ.
Пуплев хăнăхтарăвне туни.
Ачасем малтан слайдри ыйтусене хуравлаççĕ, унтан кĕске калав йĕркелеççĕ.
- Пирĕн тăрăхра мĕнле-мĕнле пахча çимĕç ÿсет?
-Помидор сывлăхшăн усăллă-и? Вăл мĕнпе усăллă?
-Купăстан мĕнле сорчĕсене пĕлетĕр? Купăстаран мĕнле апат хатĕрлеççĕ? Купăста мĕнле çĕре юратать?
-Пирĕн тăрăхра ытларах мĕнле усă кураççĕ? Ăна хăçан лартаççĕ? Хăçан лартнă ыхра шултрарах пулать? Мĕншĕн ыхрана сиплĕ çимĕç теççĕ?
4. Текстпа ĕçлени.
Ĕç условийĕ: ачасем виçĕ ушкăна пайланаççĕ. Кашни ушкăна вĕрентекен вырăсла текст (сухан, купăста, хăяр çинчен) парать. Ушкăнри ачасем текста хăйсем тĕллĕн вуласа тухаççĕ, палăртнă ĕçсене тăваççĕ. Тĕслĕхшĕн пĕрремĕш ушкăн ĕçне туллин çырса паратпăр.
Лук.
Родина лука – Южная Азия и Афганистан.
Лук – очень ценный овощ. В нĕм много разных витаминов. Содержит сахар, белок, эфирные масла. Он очень полезен для организма.
В нашей местности лук растет в каждом огороде. Выращивают такие сорта лука: репчатый лук, лук-севок, розовый лук. По вкусу также бывают разные сорта: острые, полуострые и сладкие. По форме луковицы округлые, плоские и удлиненные.
Лук добавляют в супы, салаты, котлеты, мясные и рыбные блюда. Используют как зеленые листья, так и луковицы.
Задания.
Переведите текст, используя данные прилагательные, подберите к
ним подходящие существительные.
Ценный –паха; полезный –усăллă; округлый –çаврака; плоский –лаптак; удлиненный –вăрăм; эфирное(масло) – эфирлă (çу); острый – йÿçĕ.
Ответьте на вопросы.
- Суханăн тăван çĕр-шывĕ ăçта пулнă?
- Вăл усăллă çимĕç-и?
- Суханра мĕнле усăллă витаминсем пур?
- Пирĕн тăрăхра суханăн мĕнле сорчĕсене ÿстереççĕ?
- Тути тата форми енчен сухан мĕнле пулать?
- Суханран мĕнле апат хатĕрлеççĕ?
3)Составьте диалог. (Виççĕмĕш ĕç кашни ушкăнăн урăх: текст
содержанине каласа памалла, калав е диалог йĕркелемелле.)
5.Физкультура саманчĕ. (Ачасем сăвă йĕркисемпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ
хусканусем тăваççĕ.)
Эпир пурте пахчара,
Тăрăшса ĕçлетпĕр:
Тĕрлĕ çимĕç акатпăр,
Çум курăкне çумлатпăр,
Хăяр шăваратпăр,
Помидор тататпăр,
Витрене хуратпăр,
Килелле утатпăр.
6. Ачасем хăйсен презентацисене хÿтĕлени.
Ку урок валли класри ачасем каллах виçĕ ушкăна пайланса пĕр-пĕр пахча çимĕç çнчен презентаци хатĕрленĕ. Урокра çĕ.
А) Пĕрремĕш ушкăн çĕр улми çинчен хатĕрленĕ презентаципе
паллаштараççĕ. Вĕсем хăйсен презентацийĕсене хÿтĕлеççĕ, пĕр-пĕрин ĕçне хак параççĕ.
Çĕр улми нумай çул ÿсекен, çимĕç паракан, курăклă ÿсен-тăран ушкăнне кĕрет. Çĕр улми-авалхи культура. Унăн тăван çĕр-шывĕ – Кăнтăр Америка. Ана индеецсем 14-мĕш ĕмĕрте усăллă пахча çимĕç ушкăнне кĕтнĕ.
Раççейре çĕр улми Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче анлă сарăлнă. Анна Ивановна императрица вăхăтĕнче çĕр улми кирлĕ тата тутлă çимĕç пулса тăнă. Çĕр улмирен тĕлĕ апат хатĕрлеме пуçланă. 18-19 ĕмĕрсенче вăл «иккĕмĕш çăкăр»шутланнă.
Çĕр улми сорчĕсем аллă пин ытла. Тухăçлă тата паллă сортсем шутне çаксем кĕреççĕ: «Адретта», «Любава», «Голандский», «Удача», «Нида», «Зов», «Скарп», «Нева», «Луговской», «Темп». Çĕр çинчи чи хаклă çĕр улми сорчĕ – «Ла Боннотте». Бельгрире çĕр улми музейĕ, Минск хулинче çĕр улми палăĕ пур.
Ă) Иккĕмĕш ушкăн ыхра çинчен хатĕрленĕ презентаципе
паллаштарать.
Б) Виççĕмĕш ушкăн помидор çинчен хатĕрленĕ презентаципе
паллаштарать.
7. Тĕрĕслев тесчĕ ирттерни.
Кашни ача учитель панă карточка çинче тĕрĕс хуравсене палăртать.
1)Çĕр улмин тăван çĕр-шывĕ ăçта пулнă?
Кăнтăр Ази
Кăнтăр Америка
Çурçĕр Америка
Инди
2)Ыхра шултра пултăр тесен ăна хăçан лартаççĕ?
1) кĕркунне
2) çулла
3) хĕлле
4) çуркунне
3) Купăста мĕнле çĕе юратать?
1) нÿрĕк
2) типĕ
3) вĕри
4) хытă
4) Помидор мĕн тĕслĕ пулмасть?
1) хăмăр
2) сарă
3) хĕрлĕ
4) кăвак
5. Хăяр мĕнле çанталăа юратакан çимĕç?
1) ăшă
2) сивĕ
3) çиллĕ
4) çумăрлă
III. Вĕреннине пĕтĕмлетни.
1. Сăвăпа паллаштарни.
Ачасем сăвва вулаççĕ, тĕ шухăшне палăртаççĕ: пахча çимĕç тĕрлĕ витаминпа пуян; сывă пулас тесен тĕрлĕ пахча çимĕç çимелле; хамăр пахчара тăрăшса ÿстернĕ çимĕç татах та сиплĕрех.
Витаминсем! Нумай вĕсем
Пахчари çимĕçсенче.
Çавăнпа та ачасен
Пахча çимĕç çимелле.
Сывлăхлă пулас тесен,
Чир-чĕртен тарас тесен
Пахча çимĕçпе куллен
Туслашасчĕ ачасен!
Ыйтусене хуравлани.
- Ку сăвăра мĕн çинчен каланă?
- Пахча çимĕçĕ мĕнле витаминсемпе пуян?
- «А» витамин мĕнле пахча çимĕçре нумай? Вăл çынна мĕнле усă парать?
- Кăшманра мĕнле витамин нумай? Вăл çын организмĕшĕн мĕнпе усăллă?
- Хăш витамина чи кирли тесе шутлатăр? Вăл мĕнле пахча çимĕçре нумай?
Ачасен хуравĕсем: «А» витамин ÿсме пулăшать. Ăна «ÿсĕм
витаминĕ» теççĕ. Вăл суханра, кишĕрте нумай. «В» витамин çынна вăй парать. Вăл кăшманра нумай. «С» сывлăха çирĕплетет, чир-чĕртен хăвăтрах сывалма пулăшать. Вăл ыхрара, купăстара нумай.
«Сывлăх – пирĕн пуянлăх» темăна пĕтĕмлетни.
Ачасем малтан вĕреннине аса илсе хăйсен сывлăхне çирĕлетме пулăшакан ĕçсене палăртаççĕ:
-кун йĕркине çирĕ тытса пымалла;
- организмшăн усăллă апат çимелле, ăна виçеллĕ тата вăхăтра çимелле;
- спортпа тата физкультурăпа туслă пулмалла;
- уçă сывлăшра ытларах çÿремелле;
-ÿт-пĕве таса тытмалла;
- таса шыв ĕçмелле;
- тавралăх тасалăхĕшĕн кĕрешмелле;
- çынсемпе хирĕçмесĕр, ырă кăмăлпа пурăнмалла;
- пурнăçа юратмалла.
4. Вĕрентекен сăмахĕ.
- Сывлăх – çут çанталăк панă чи пысăк пуянлăх. Анчах эпир ăна чылай чухне хаклама та, упрама та пĕлместпĕр. Çын сывă чухне сывлăх пурине сисмест. Сывлăх хавшама пуçласан тин вăл пурнăçра чи кирли, чи хакли пулнине ăнланса илет. Чир-чĕртен сывалма чылай чухне йывăр: укçа-тенкĕ, вăхăт, çине тăни кирлĕ. Çăванпа сывлăха кашнийĕнех вăл пур чухне упрама тăрăшмалла. Çынсен сывлăхĕ ачалăх çулĕсенче çирĕпрех пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Апла пулсан, пирĕн сирĕнпе мĕн пĕчĕкрен сывлăха упрама, ăна куллен çирĕплетсе пыма хăнăхмалла.
IV. Ачасен ĕçне хаклани.
Чечексем – çут çанталăк илемĕпе пуянлăхĕ
Урок тĕсĕ: пуплев ăсталăхне аталантармалли урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем:
Ачасене ушкăнри ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартма вĕрентесси, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси.
Вĕренекенсене тăван тавралăх илемне курма, ăна упрама хавхалантарасси.
«Чечексене упрамалла, мĕншĕн тесен вĕсем çынна савăнтараççĕ, кăмăла çĕклеççĕ тата çут çанталăка илем кÿреççĕ» текен шухăша ачасем патне çитересси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем:
Пирĕн тăрăхра ÿсекен чечексене аса илсе çирĕплетесси.
Роза чечекĕ çинчен пĕлÿ парасси.
Ваттисен сăмахĕсене аса илесси, вĕсемпе тĕрĕс тата вырăнлă усă курасси.
Аталантару тĕллевĕсем:
Ачасен çыхăнуллă пуплевне, шухăшлавне, тимлĕхне аталантарасси.
Чăвашла тата вырăсла предложенисенчи сăмахсен йĕркине сăнасси, хăйсен пĕлĕвне çирĕплетме тата пĕтĕмлетме вĕрентесси.
Иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăтри глагол формисемпе усă курма хăнăхтарасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, сывлăха сыхлас, проект технологийĕсем.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ушкăнсемпе ĕçлесси, тетрадьсем çине çырни, ыйту-хурав, харпăр-хăй шухăшне пĕтĕмлетсе калани, словарь ĕçĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, тест ирттересси, мăшăрпа е ушкăнпа ĕçлесси, диалог тата монолог тăвасси.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс каласси; ыйтусем парас, хуравлас, илемлĕ те тĕрĕс вулас хăнăхусене аталантарасси; сăмах йышне пуянлатасси; çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем:
Г.В. Абрамова «Чăваш чĕлхи. 6-мĕш класс» вĕренÿ кĕнеки.
Компьютер, проектор, экран, слайдсем.
Ачасене валеçсе памалли карточкăсем.
Чечексем çинчен пухса хатĕрленĕ презентаци.
Ку урока ачасене ушкăнсем çине пайласа ирттерме палăртнă. Вĕренекенсене тĕрлĕ майпа ушкăнлама пулать: хăйсен ирĕĕе, пĕр-пĕр паллă тăрăх (тĕслĕхрен, чечек ячĕсемпе, çулталăк вăхăчĕсен ячĕсемпе, сăпатсем тăрăх).
Урок юхăмĕ.
1. Класа урока йĕркелесси.
Вĕрентекен.
- Сывлăх сунатăп, ачасем!
Ачасем.
- Сывлăх сунатпăр, вĕрентекен!
Дежурнăй.
- Паян класра эпĕ дежурнăй. Эпĕ Миша ятлă. Шупашкарта пурăнатăп. 6-мĕш класра вĕренетĕп. Паян ака уйăхĕн 25-мĕшĕ. Эрне кун. Пирĕн ушкăнра паян пурте пур.
Вĕрентекен.
- Чăваш чĕлхи питĕ çемçе те çепĕç чĕлхе. Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçас тесен пирĕн чĕлхе-çăвара хатĕрлемелле, çемçетмелле. Сирĕнпе эпир çĕнĕ фонетика вăййи ирттерĕпĕр. Доска çинчи сăмахсене эп вуланине ăшра йĕрлесе пырăр.
Ырă пул та, ăслă пул,
Çут çанталăкран ан кул.
Эс ялан ăна упра,
Çут çанталăк вăл – тупра.
Чечексене эс юрат.
Ан кÿрентер, ан тат!
Тăван тавралăх вăл – тупра, эсĕ ăна юрат, упра!
(Ачасем малтан пĕрле, кайран ушкăнăн-ушкăнăн вулаççĕ.)
Вĕрентекен.
- Асăрхарăр-и, ачасем, ку сăмахсем чĕлхене хăнăхтармалли сăмахсем çеç мар,
Шухăша яраканнисем тата пурăнма вĕрентекеннисем. Ун пек сăмахсене эпир ваттисен сăмахĕсем е каларăшĕсем тетпĕр. Паянхи урок теми те çак ваттисен сăмахĕсемпе çыхăннă. Кам тавçăрса илчĕ, мĕн çинчен калаçăпăр-ши эпир паян?
(Ачасен хуравĕ: тăван тавралăх тата пирĕн тăрăхра ÿсекен чечексем çинчен.)
Вĕрентекен.
- Паянхи урок теми – «Чечексем – çут çанталăк илемĕе пуянлăхĕ». Ку урокра маларах паллашнă чечексем çинчен аса илĕпĕр, роза чечекĕпе тĕплĕнрех паллашăпăр, икĕ чĕлхери (вырăс тата чăваш) предложенийĕсенчи сăмахсен йĕркине танлаштарса чăвашла тĕрĕс калаçма хăнăхса пырăпăр.
2.Киле панă ĕçе тĕрĕслесси.
Вĕрентекен.
- Маларахри уроксенче эпир сирĕнпе тĕрлĕ чечексем çинчен калаçнăччĕ. Паянхи урок валли ушкăнсене пайласа вĕсем çинчен кĕскен каласа пама проект ĕçĕсем хатĕрлесе килмелле пулнă. Калава эсир презентаципе пуянлатма пултарнă. Тархасшăн, халĕ сире сăмах.
1-мĕш ушкăн. Утмăл турат.
- Манăн юратнă чечексенчен пĕри- утмăл турат. Вăл илемлĕ уй чечекĕ. Утмăл турат июньте-июльте чечеке ларать. Унăн хĕрринчи чечекĕсем кăвак тĕслĕ, вĕсем сиплĕ. Варринчи чечекĕсем вара- хĕрлĕ кăвак. Утмăл туратăн туни тÿрĕ, туратлă. Унăн чечекĕсене пуçтараççĕ, вĕсене хут çинче ăшă та тĕттĕм вырăнта типĕтеççĕ. Ерипен типĕтсен вĕсем тĕсне, сиплĕхне çухатмаççĕ.
2-мĕш ушкăн. Георгин.
- Тахçан авал патша садĕнче пĕр питĕ илемлĕ чечек ÿснĕ. Патша саккунне Георгий ятлă пахчаçă пăснă. Вăл патша чечекне юратнă хĕрне парнеленĕ. Патша Георгие тĕрмене лартма хушнă. Çакăн хыççăн халăх патша чечекне георгин теме тытăннă. Георгинсен тăван çĕр-шывĕ – Мексика тата Чили. Ку чечексен тепĕр ячĕ -дали. Çак чечексене лайăх пăхмалла: вĕсене час-часах шăвармалла, тăпрана кăпкалатмалла. Хăвăртрах çурăлтăр тесен унăн аялти тураттисене касса пăрахмалла. Кĕркунне георгин улмисене чавса кăлармалла, типĕтмелле. Унтан вĕсене подвала хумалла. Çуркунне георгин улмисене пайламалла, унтан лартмалла.
3-мĕш ушкăн. Кукша пуç.
- Уйра та, пахчара та анлă сарăлнă чечек. Унăн тымарĕ питĕ тĕреклĕ. Чечексем сарă тĕслĕ. Кукша пуç çулçисенче витамин нумай. Вĕсенчен салат тăваççĕ. Кукша пуç тымарĕ те сиплĕ. Унăн тымарне çулла чавса кăлараççĕ. Хĕвеллĕ кун кукша пуç чечекĕсем хупăнсан-çумăр пулать теççĕ.
4-мĕш ушкăн. Календула.
-Календула-эмел курăкĕ. Унăн тепĕр ячĕ-ноготки. Календулăран тунă препаратсем нерв тытăмне лăплантараççĕ. Ун маçĕпе тÿрленсе çитмен сурансене сиплеççĕ. Календула шывĕпе çăвара, пыра чÿхеççĕ.
5-мĕш ушкăн. Çеçпĕл
- Çуркунне юр ирĕлме пуçласанах эпир вăрмана çÿреме тытăнатпăр. Уçă сывлăшпа сывлатпăр, çеçпĕлсемпе киленетпĕр. Çеçпĕлсем-çурхи пĕрремĕш чечексем. Вĕсем илемлĕ, шурă тĕслĕ, пĕчĕк шăнкăрав евĕрлĕ. Çеçпĕлсем-черченкĕ чечексем. Вĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Çеçпĕлсене татмалла маар, ку çут çанталăка сиен кÿни пулать.
Вĕрентекен.
- Ачасем, маттур! Питĕ аван хатĕрленсе килнĕ.
3.Çĕнĕ темăна ĕçлесси.
Вĕрентекен хăйĕн тăван тавралăхне сăнлакан ÿкерчĕке кăтартать. «Мĕн-ши вăл тăван тавралăх?» ыйту çине хуравласа сăвă калать.
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?
Вăл юратнă юхан шыв,
Симĕс курăк, чечексем,
Йывăçсемпе кайăксем.
Маншăн пуринчен хакли,
Илемли те çывăххи-
Тăван ен, тăван анне,
Симĕс чăрăш, вĕрене.
Вĕрентекен.
- Хамăр таврари çанталăка тавралăх е тăван тавралăх тетпĕр. Эпир ку тавралăхра çуралнă, кунтах ÿсетпĕр. Тăван тавралăх кирек камшăн та чи юратă, çывăх, илĕмлĕ тата хаклă вырăн. Кунта пурте куçа илĕртет, кăмăла çĕклет, чĕрере ырă туйăм вăратать. Чурече умĕнче ÿсекен, кăмăллăн пăшăлтатса ларакан яштака йывăçсем, çака пĕтĕмпех пирĕн Тăван çĕр-шыв, тăван ен, тăван тавралăха. Кашни çын çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне çитме пултарать, çапах та хăй çуралса ÿснĕ вырăна манаймасть, яланах асра тытать, уншăн тунсăхлать.
Текстпа паллашиччен çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлемелле: туйăм-чувство; куштан-капризный; çепĕçлĕх-нежность; вăрттăнлăх-майна; ĕненÿ-вера; уйрăлу-расставание.
Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçленĕ хыççăн вĕрентекен ушкăнсене «Розăсем» текстăн пайĕсене валеçсе парать. Ушкăнсем хăйсен пайĕсемпе паллашаççĕ. Ун хыççăн мĕн ăнланнине черетпе каласа параççĕ.
Хăш ушкăн хăçан калаçассине карточка тепĕр енне çырнă. Глаголăн хальхи вăхăчĕ (пĕрреллĕ тата нумайлă хисеп).Чи малтан эпĕ парнелетĕп, эпирпарнелетпĕр тесе çырнă карточкăллисем калаçаççĕ. Унтан-эсĕ парнелетĕн,эсир парнелетĕр. Виççĕмĕш ушкăн-вăл парнелет, вĕсем парнелеççĕ. Ытти ушкăнсен тимлĕ итлемелле. Пурте каласа пĕтернĕ хыççăн ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем парса хăйсемех хуравлаççĕ.
Текста пайăн-пайăн вуланă хыççăн куçарупа ĕçленĕ чухне чăвашла тата вырăсла предложенисенчи сăмахсенйĕркине сăнама манмалла маар.
Ушкăнсен ĕçне хакланă чухне розăпа çыхăннă ыйтусене мĕнле хуравланине те шута илмелле. Ваттисен сăмахĕсене, çĕнĕ сăмахсене тетрадьсем çине çырса хумалла.
Вĕрентекен.
- Ачасем, кăштах канса илер, физкультминутка ирттерер:
Лантăшсем – чечексем,
Çут çанталăк ачисем.
Çеçпĕлсем – чечексем
Çут çанталăк ачисем.
Вĕсене татмалла мар,
Вĕсене упрамалла.
4.Вĕреннине çирĕплетесси.
Глагол вăхăчĕсен пурлă формисене аса илесси. Ачасене карточкăсем
валеçсе парса ушкăнпа ĕçлеттермелле.
Местоименисем Иртнĕ вăхăт Хальхи вăхăт Пулас вăхăт
Эпĕ парнелерĕм парнелетĕп парнелĕп
Эсĕ парнелерĕн парнелетĕн парнелĕн
Вăл парнелерĕ парнелет парнелĕ
Эпир парнелерĕмĕр парнелетпĕр парнелĕпĕр
Эсир парнелерĕр парнелетĕр парнелĕр
Вĕсем парнелерĕç парнелеççĕ парнелĕç
«Чечек магазинĕнче» вăйă.
«Эсĕ чечексене пĕлетĕн-и?» викторина ыйтăвĕсене хуравлани.
«Чечексем» хĕвеллĕ кластер тăвасси.
«Розăсем» синквейн тăвасси.
Розăсем
Хĕрлĕ, илемлĕ
Савăнтараççĕ, илем кÿреççĕ, кăмăла çĕклеççĕ.
Хĕрлĕ, кĕрен розăсем çут çанталăка илем кÿреççĕ, чуна савăнтараççĕ,
кăмăла çĕклеççĕ.
Роза – Раççейĕн юрату тата илемлĕх символĕ.
5.Киле ĕç пани тата урока пĕтĕмлетни.
Вĕрентекен.
- Ачасем, паян эпир чечексем çинчен калаçрăмăр, мĕн пĕлнине хамăр асра çирĕплетсе хăвартăмăр, çĕннине пĕлме тăрăшрăмăр. Манăн сире урока вĕçлесе çапла калас килет: чечексене пирĕн упрамалла. Вĕсем çут çанталăка илем кÿреççĕ тата çынна савăнтараççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Тăван тавралăх илемне упрама вĕренĕр, унăн юлташĕ тата сыхлаканĕ пулăр. Тăван тавралăх – пирĕн тăван кил, унăн тасалăхĕ, илемĕ пирĕн алăра!
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/533499-pirn-pahchari-imsem
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Организация документооборота в учреждениях социального обслуживания»
- «Формирование предпосылок функциональной грамотности дошкольников в условиях реализации ФГОС ДО»
- «Специалист органов опеки и попечительства: организационные и методические аспекты деятельности»
- «Профессиональное мастерство тренера-преподавателя в педагогической деятельности»
- «Основы психологии в профессиональной деятельности педагога»
- «Дистанционное обучение детей дошкольного возраста»
- Педагогическое образование: история и кубановедение в образовательной организации
- Педагогика и методика преподавания основ духовно-нравственной культуры народов России в образовательной организации
- Теория и методика преподавания физики и астрономии в образовательной организации
- Секретарь учебной части. Делопроизводство в образовательной организации
- Библиотечно-педагогическая деятельность в образовательной организации
- Теория и методика преподавания технологии в образовательных организациях

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.