Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).
Повышение квалификации

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
08.09.2023

Çемье

Вера Васильевна Куракова
учитель родного (чувашского) языка
План-конспект урока родного (чувашского) языка для обучающихся 5-х классов по теме «Çемье». Цель урока: сформировать целостное представление о семье и побудить к осмыслению общечеловеческой ценности семьи

Содержимое разработки

Урок теми: Çемье

Урок тĕсĕ: Хутăш урок.


Сапăрлăх тĕллевĕсем: Тăван çынсене, атте-аннене хисеплеме, юратма, вӗсене пулӑшма,ӗçчен пулса ӳсме вӗрентесси.


Вĕренÿ тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, вӗсен пуплевне анне, асатте, асанне, аппа, пичче, шӑллӑм, йӑмӑк, кукаçи, кукамай сӑмахсене кӗртесси, пуплевре çак сӑмахсене çирӗплетесси, текстра çӗнӗ сӑмахсемпе предложенисене тупса ӑнлантарасси, йăнӑшсене тупма вĕрентесси, икӗ хупӑ саспаллиллӗ сӑмахсене тӗрӗс вуласси, малтан вӗреннӗ сӑмахсене аса илсе калаçура усӑ курасси, хисеп ячӗсене аса илесси.


Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.


Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.


Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлесси, диалог, монолог туни, динамикăллă ÿкерчĕкпе, валеçÿ карточкисемпе, тĕрĕс таблиципе, презентаципе усă курни, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени.


Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, илтнине ăнланасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, илемлĕ (палăртуллă) те тĕрĕс вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.


Чĕлхе теорийĕ: Хушамат тата ят ячӗсене пысăк сас паллинчен пуçласа çырма хушакан правило тата икӗ хупӑ сасӑллӑ сӑмахсене тӗрӗс çырасси.
Сăмахсен пĕлтерĕшĕпе пулăвĕн танлаштаруллă тишкерĕвĕ:

1. Урок юхӑмĕ.

Ачасене урока хатĕрлесси, сывлӑх сунни, паянхи кун çинчен калаçни:

−Сывлӑх сунатӑп сире, ачасем! Ырӑ та телейлĕ вӑхӑт тĕлне пултӑр пирĕн паянхи урок. −Паян пирĕн патра хӑнасем пур. Вĕсене те сывлӑх сунӑр, тархасшӑн.

−Ларӑр. Паян класра кам дежурнӑй?

−Класра кам çук?

−Паян миçемĕш число?

−Мĕн кун?

−Халĕ çулталкӑн хӑш вӑхӑчĕ?

−Паян мĕнле çанталӑк?

−Маттур, ачасем! Ларӑр.

2. Фонетика зарядки:

Ĕ-çĕ-ĕç/ĕçлеме пуçлар.

Ă-сă-ăс/ăслăрах пулар.

3. Киле панă ĕçе тĕрĕслени:

-Ачасем, эпĕ сире хăвăр çинчен каласа пама ыйтасшăн.

-Тавтапуç. Анчах та эсир килте кампа пуранатăр? Атьăр-ха тăванлăх сăмахĕсене аса илер.

- Атте, анне, кукаçи, кукамай, асатте, асанне, аппа, пичче, шăллăм, йăмăк

- Çывăх çынсем çинчен калакан ырă сăмахсем тупар-ха

Анне – (мĕнле?) ырă, хитре, ĕçчен …

Атте – (мĕнле?)вăйлă, çирĕп, ырă…

Кукамай – ватă, сăпайлă, тирпейлĕ …

Кукаçи – ватă, ăслă, ырă…

Аппа – çамрăк, пысăк, телейлĕ…

Пичче – вăйлă, ăслă, ĕçчен…

- Çак çывăх çынсем пĕрле пирĕншĕн мĕн пулаççĕ?

- Çемье

- Паян урокра эпир çывăх çынсем çинчен калаçăпăр.

-Ачасем, сирĕн çемьере атте, анне тата эсĕ пулсан, вăл пысăк çемье е пĕчĕк çемье шутланать? Вăл пĕчĕк çемье шутланать.

Пысăк çемье пултăр тесен, камсем çитмеççĕ?

- …

Çыру ĕçĕ:

Ачасем, тетрадьсене уçăр, паянхи число, «Класри ĕç» - тесе çырăр. Слайд çинчи сăмахсемпе ĕçлетпĕр.

Панă сăмахсен мăшăрĕсене тупăр-ха.

Атте –

Кукаçи-

Асанне-

Аппа-

Шăллăм-

Сăмах вĕççĕн ирттерекен ĕç:

-Пăнчăсем вырăнне тăванлăха пĕлтерекен сăмахсене кĕртсе çырăр.

Аттен амăшĕ … Çемьери аслă хĕр ача …

Аннен амăшĕ … Çемьери кĕçĕн хĕр ача …

Аттен ашшĕ … Çемьери аслă ывăл …

Аннен ашшĕ … Çемьери кĕçĕн ывăл…

Тăхтав саманчĕ

«Илемлĕ, илемлĕ…» юрра юрасси.

Вăйă «Кам аслăрах?»

-Ачасем, сăмахсене пĕр-пĕринпе танлаштарса, кам аслăраххине калăр:

Атте – асатте

Анне – асанне

Асатте – мăнук

Пичче – йăмăк

Текстпа ĕçлесси:

- Ачасем, кĕнекесене 20-мĕш страницăна уçăр, 6-мĕш хăнăхтарăва тупăр, тархасшăн.

Текста учитель вулани.

Текста ачасене вулаттарни.

Ăнланман сăмахсемпе ĕçлесси.

Ыйтусемпе ĕçлесси:

- Кукаçипе куками ăçта пурăнаççĕ?

- Вĕсем пахчара мĕн çитĕнтереççĕ?

- Аслашшĕпе асламăшĕ ăçта пурăнаççĕ?

- Ачан асламăшĕ ăçта çÿрет?

- Ачан аслашшĕ хĕлле мĕнпе ярăнать?

- Ачан аслашшĕ вăрманта мĕн пухать?

Мĕнле сăмах ытлашши тата мĕншĕн?

1) Асатте, асанне, кукамай, кукаçи, кукăль.

2)Атте, анне, йăмăк, шăллăм, пукане.

3) Пичче, ыхра, аппа, ывăл.

Чăваш чĕлхинче çемье синчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем нумай. Çак ваттисен сăмахĕсем евĕрлĕ вырăс е урăх халăхсен ваттисен сăмахĕсене тупăр:

1) Аçунтан хăра, аннӳне хисепле

2) Ашшĕ лайăх пулсан, ачи маттур пулать.

3) Лайăх çемьере, лайăх ачасем.

Кластер тăвасси.

Пĕтĕмлетÿ тăвасси.

Килти ĕç: Кашни хайĕн çемьи çинчен каласа парать.

Кашни хăй ĕçне хаклани.

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/546606-eme

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки