- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Учебный курс «Вероятность и статистика»: содержание и специфика преподавания в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО»
- «Центр «Точка роста»: создание современного образовательного пространства в общеобразовательной организации»
- «Риторические аспекты профессиональной коммуникативной деятельности современного педагога»
- «Игровые пособия для работы с детьми дошкольного возраста (палочки Кюизенера, блоки Дьенеша, круги Луллия, ментальные карты Бьюзена)»
- «Обучение английскому языку детей дошкольного возраста»
- «ИКТ-компетентность современного педагога»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
План-конспект урока на тему «Дружба»
Аталантару тĕллевĕ: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, калав тума хăнăхтарасси, ыйтуллă предложенисене йĕркелеме хăнăхса çитнине çирĕплетесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: юлташсемпе яланах туслă пурăнма, пĕр-пĕрне ăнланма хисеплеме, пулăшма вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Курăмлăх хатĕрĕсем: 1. И. А. Андреев «Чăваш чĕлхи» 9 класс (вĕренÿ кĕнеки)
2. Компьютер, проектор, слайдсем.
3. Ачасене валеçсе памалли карточкăсем.
4. В. Деменкова çырнă кĕнекесен выставки.
Урок эпиграфĕ: «Туслăха сутăн илеймĕн» (ваттисен сăмахĕ)
Петрушкина Светлана Вячеславовна,
Шупашкар хулин «Кадетсен 14-мĕш шкул» чăваш
чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ
Класс:9 класс
Урок теми: «Туслăх»
Пĕлÿ тĕллевĕ: В. Деменкова çырнă «Туслăх» сăвва вуласа, ырă кăмăллăха, юлташлăха, туслăха çыравçă мĕнле кăтартнине тупма, ăнланма вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, калав тума хăнăхтарасси, ыйтуллă предложенисене йĕркелеме хăнăхса çитнине çирĕплетесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: юлташсемпе яланах туслă пурăнма, пĕр-пĕрне ăнланма хисеплеме, пулăшма вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Курăмлăх хатĕрĕсем: 1. И. А. Андреев «Чăваш чĕлхи» 9 класс (вĕренÿ кĕнеки)
2. Компьютер, проектор, слайдсем.
3. Ачасене валеçсе памалли карточкăсем.
4. В. Деменкова çырнă кĕнекесен выставки.
Урок эпиграфĕ: «Туслăха сутăн илеймĕн» (ваттисен сăмахĕ)
Урок юхăмĕ.
I. Класа йĕркелесси:
- Ырă кун пултăр, ачасем! Хăнасене те ырă кун сунар. Хĕр ачасем ларăр, арçын ачасем ларăр.
1.Экран çине тимлĕн пăхăр. Предложенири палăртнă сăмах çумне кирлĕ ыйту суйласа лартăр.
Юлташсем мана урама чĕнчĕç.
а) ăçта? ă) ăçтан? б) хăçан?
Эпĕ савăнсах килĕшрĕм.
а) мĕне? ă) миçере? б) мĕнле?
Пирĕн çуртпа юнашар стадион пур?
а) мĕнле? ă) мĕн? б) мĕне?
Унта паян эпир футболла вылятпăр?
а) мĕнле? ă) хăçан? б) кампа?
Пирĕн команда «Туслăх» ятлă.
а) ăçта? ă) миçере? б) камсен?
2. Ачасем: чăваш чĕлхинче ыйтăва мĕнле палăртаççĕ?
Ачасен хуравĕ: Ыйту сăмахĕсемпе, -ши, -и татăксемпе?
Ыйту татăкĕсем предложенири мĕнле пуплев пайĕ çумĕнче тăраççĕ?
Глагол çумĕнче?
Вырăс чĕлхинче ыйтăва мĕнле палăртаççĕ?
Сколько учеников в вашем классе?
Неужели он умеет играть на гармошке?
У тебя есть книга?
Сколько дней в году?
В каком классе учится твой друг?
Учебникри правилăна вуласа ăнланасси?
3. Чĕлхене хăнăхтарма çак ваттисен сăмахĕсене вулатпăр.
Туслăхра – вăй.
Туслăха сутăн илеймĕн.
Ырă тус укçаран хаклăрах.
Шанчăклă тусăн хакĕ çук.
Юлташу хăвăнтан ăслă пултăр.
(Ачасем хорпа, кайран ушкăнăн-ушкăнăн вулаççĕ)
- Паянхи урокăн теми те çак ваттисен сăмахĕсемпе çыхăннă. Кам тавçăрса илчĕ, мĕн çинчен калаçăпăр-ши эпир урокра? (туслăх çинчен)
4. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
II. Çĕнĕ темăпа ĕçлесси:
Вĕрентекен:
- Юлташлăх, туслăх тени хăçан çуралнă-ши? Ман шутпа туса хаклама, туслăха упрама мĕн авалтанах вĕреннĕ, ахаль мар ваттисем çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр теççĕ. Ку тĕрĕсех пуль. Чăн-чăн тус йывăрлăхра пулăшать: эсĕ ăна хăвăн шухăшна, туйăмна уçса паратăн. Юлташ пулмасан, çĕр çинче ытла та кичем…
(Ачасене ыйтусем паратăп)
1.- Санăн çывăх юлташ пур-и?
- Вăл мĕн ятлă?
- Вăл миçе çулта?
- Эсир хăçан паллашрăр?
- Юлташу сăнĕпе мĕнлерех?
- Кăмăлĕ мĕнле?
- Эсир пĕрле ăçта-ăçта çÿретĕр?
- Пĕр-пĕрне пулăшатăр-и?
- Мĕн туса пулăшатăр?
- Юлташăрпа тавлашасси, кÿренесси пулать-и?
- Кун пек чухне пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлетĕр-и?
- Шанчăклă тусăн хакĕ çук тенине мĕнле ăнланатăр?
Вĕрентекен:
- Питĕ аван. Сирĕн кашнийĕшĕн тус-юлташ пурришĕн питĕ савăнатăп. Чăнах та, пĕр çын та юлташсемсĕр пурăнма пултараймасть. Шанчăклă тус-юлташ - çирĕп тĕрев. Çапах та, чăн малтан хăвăн ырă кăмăллă та шанчăклă çын пулмалла. Вара сан пата ытти çынсем те туртăнĕç. Шанчăклă тус та тупăнĕ. Тупсан, паллах, упрамалла.
2. Халь пĕтĕмлетсе хăй тусĕ çинчен кам каласа парать? (Пĕр ача тус çинчен калав туса парать)
3. Туслăх çинчен сахал мар юрă, сăвă, юмах, калав çырнă. Пĕлтĕр хулара чăваш чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăра та çак ĕç пурччĕ: «Тусу патне çыру çыр».
Паян вара В. Деменкова çырнă «Туслăх» сăвва вулатпăр, тишкеретпĕр (Экран çинче В. Деменкова çинчен слайдсем)
III. Сăвăпа ĕçлесси:
1. - словарь ĕçĕ:
вĕçсĕр-
чăмăртанать-
çирĕпленет-
арканни-
инкек-
тăнăç-
тулăх-
-вĕрентекен вулать
-пĕр ача вулать
-кашни вулать
-ушкăнпа вулаççĕ
-чăвашла-вырăсла
-сăмахсене сăвăра тупаççĕ: предложение вулаççĕ
-сăвва пĕр йĕркен вулатпăр
-хăйсем тĕллĕн вулаççĕ
-вырăсла куçарнине пĕр-пĕрне ушкăнсенче каласа параççĕ
-кашни куçарать
Вĕрентекен:
2. -Сăвăри хăш йĕркесем килĕшрĕç? Мĕншĕн?
-Ачасен хуравĕсем:
Вĕрентекен:
Çак кĕске кăна сăввăн шухăшĕ, пĕлтерĕшĕ, вырăнĕ мĕнле пуян. Çыравçă туслăх тĕслĕхĕсене чăн-чăн, тĕлĕнмелле тĕрĕс сăмахсемпе çырса парать.
Ачасем, калăр-ха, тархасшăн, сирĕн шутăрпа, чăн-чăн туслăх мĕн вăл?
-Ачасен хуравĕсем:
3. Кану саманчĕ:
Ура çине тăрăр,
Алăсене çĕклĕр, сарăр, ярăр.
Алăсене пилĕк çине хурăр,
Сылтăмалла, сулахаялла,
Малалла, хыçалалла.
Ушкăнсемпе ĕçлени:
1-2-мĕш ушкăнсем сăвă тăрăх кластер тăваççĕ.
3-мĕш ушкăн ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс тупса палăртмалла, кроссворд хатĕрлемелле.
IV. Урока пĕтĕмлетесси. Ачасен ĕçне хакласси.
Ачасем, маттур. Урокра пурте питĕ аван ĕçлерĕр. Тавтапуç сире.
Урокра мĕн çĕнни пĕлтĕр? Мĕн килĕшрĕ?
Килти ĕç. В. Деменкова çырнă «Туслăх» сăвва пăхмасăр вĕренмелле.
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/187920-plan-konspekt-uroka-na-temu-druzhba
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Организация работы с обучающимися с ОВЗ в практике учителя информатики»
- «Направления и формы организации взаимодействия с родителями в работе педагогов ДОУ»
- «Организация работы с обучающимися с ОВЗ в реализации предметной области «Искусство»
- «Содержание профессиональной деятельности методиста: организация методической работы в дополнительном образовании детей»
- «Цифровая грамотность педагога»
- «Педагогические технологии в работе воспитателя ДОУ»
- Профессиональная деятельность педагога-организатора. Обеспечение реализации дополнительных общеобразовательных программ
- Логопедия. Коррекционно-педагогическая работа по преодолению речевых нарушений у обучающихся младшего школьного возраста
- Тьюторское сопровождение в образовательной организации
- Тифлопедагогика: обучение и воспитание детей с нарушениями зрения
- Социально-педагогическое сопровождение обучающихся в образовательном процессе
- Педагогическое образование: теория и методика преподавания физики

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.