Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
15.03.2018

Кĕнекесĕр пĕр кун пурăнни

Маруськина Елена Петровна
учитель начальных классов
Открытый урок «Кĕнекесĕр пĕр кун пурăнни» посвящен важности чтения и книг в жизни человека. Мероприятие проводится в рамках праздника книги на чувашском языке и раскрывает тему бесполезно прожитого дня без чтения. Урок помогает осознать, как книги обогащают внутренний мир, развивают мышление и язык, дарят новые знания и эмоции. Материал предназначен для начального общего образования и способствует формированию устойчивого интереса к литературе и родной речи. Это наглядный пример того, как чтение делает жизнь осмысленнее и ярче.

Содержимое разработки

Маруськина Е.П., Улатăр районĕ,

Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш класс вĕрентекенĕ

Кĕнекесĕр пĕр кун пурăнни-вăхăта усăсăр ирттерни

Вулав уявĕ.

Уяв тĕллевĕ: Кĕнекене хаклама, вулас туртăма ÿстерме пулăшасси;кĕнекен пурнăçри пĕлтерĕшне уçса парасси; кĕнекесĕр нимĕнле пĕлÿ те пулма пултарайманнине палăртасси.

Эпиграфĕ : Кĕнеке паха тупра, ăна упра.

Усă курнă хатĕрсем: ваттисен сăмахĕсем, П.Хусанкай, Ю Сементер сăввисем, презентаци.

1-мĕш ертсе пыракан: Кĕнеке - вĕрентекен,

Кĕнеке - ăс паракан,

Кĕнеке – юлташ та тантăш,

Ăс, юхан шыв пек, типет те çĕтет,

Кĕнеке пулмасассăн çумра.

Ырă кун пултăр, ачасем, вĕрентекенсем! Пирĕн паянхи тĕл пулу кĕкенекене халалласа ирттернĕ уяв пулĕ. Сирĕншĕн çак кун усăсăр иртнĕ пек туйăнмасса шанатпăр, мĕншĕн тесен эпир кĕнекепе çул çÿреве тухăпăр.

Кĕнекесем…Пирĕн хаклă туссем тата сĕнÿ паракансем. Вĕсем пирĕнпе юнашар çÿлĕк çинче тата шкафра пурăнаççĕ. Пирĕн вĕсене алăсене илес кăмăл пулсанах кĕнекесем пире вăрманпа уй тăрăх илсе кайĕç, тĕрлĕ çĕр-шывсемпе паллаштарĕç, тĕлĕнмелле пулăмсем пирки каласа парĕç, кирек епле вăрттанлăха уçĕç. Вĕсем пирĕн пурнăçа эпир вулама вĕреничченех кĕнĕ, чылайăшĕ сирĕнтен кĕнекесемпе туслашса уйрăлми юлташсем пулса тăнă. Кашнинех юратнă кĕнекесем тупăннă, кĕнекери çĕнĕ туссем сирĕншĕн çывăх пулса тăнă.

2-мĕш ертсе пыракан: Кĕнеке пур ĕмĕрте те хаклă пуянлăхпа тан пулнă… Вăл яланах пире ĕçлеме, вĕренме, канма, ĕмĕтленме пулăшнă. Кĕнекесем пурне те ăс параççĕ, пурнăç çулне палăртма пулăшаççĕ, савăнăç парнелеççĕ, кашнинех характерне, тавра курăмне, шухăш-кăмăлне аталантарма хăнăхтараççĕ. Вĕсем пире кирек мĕнле çĕр-шыв чиккинчен чăрмавсăр тухма, инçетри хуть те мĕнле çĕр-шыва илсе çитерме, темиçе ĕмĕр каяллараххине пĕлме, пуласлăх алăкне уçма вĕрентеççĕ. Çĕр çинче эпир нихăçан та юмах евĕр хитре те асамлă тĕнчене илсе çитерме пултаракан самолёт та, карап та кураймăпăр. Кĕнеке - вĕçсĕр-хĕрсĕр патшалăх. «Хăвăра хăвăр пĕлес тесен кĕнеке кирлĕ. Ытти çынсем пирки пĕлес тесен кĕнеке кирлĕ. Кĕнекесĕр халăх куçне çыхса янăпа танах: вăл тĕнче курмасть. Кĕнекесĕр халăх куçкĕски курман çынпа танах: хăйĕн сăнне курмасть»,- тенĕ. Р. Гамзатов. Кĕнеке этем шутласа кăларнă çав тери пысăк тĕлĕнтермĕш.

Вĕренекенсем Ю. Сементерĕн «Кĕнеке» сăввипе паллаштараççĕ.

1-мĕш вулакан:

Кĕнеке!

Эс - пире вĕрентекен.

Пысăк ĕç парнелекен.

Ĕçлемешкĕн чĕнекен,

Кĕнеке.

2-мĕш вулакан:

Кĕнеке!

Эс- пире вăй кÿрекен.

Çĕнтермешкĕн пиллекен.

Çут малашлăх сĕнекен,

Кĕнеке.

1-мĕш вулакан:

Кĕнеке!

Эс- пире ÿстерекен.

Инçете вĕçтерекен.

2-мĕш вулакан:

Ĕмĕте çитерекен ,

Кĕнеке.

Учитель: Кĕнекесем - çĕр тĕрлĕ çын хутшăнăвĕ. Вĕсен кашнинех хăйĕн чунĕ пур. Эпир кĕнекесен чунне пĕлес тесен вĕсемпе хутшăнма тăрăшмалла, çавăн хыççăн кăна пирĕн туссем пире мĕн кирлине йăлтах хăйсен страницисенче уçса парĕç. Кĕнекесем упранакан пÿлем ячĕ-библиотека. Вăл энциклопедисемпе тата справочниксемпе, илемлĕ литературăпа тата словарьсемпе пуян. «Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет»,- тенĕ ваттисем. Хамăн сăмаха çирĕплетсе эпĕ иртнĕ вĕренÿ çулĕнче палăрнă чи активлă вулавçăсене палăртас тетĕп (ачасене грамотăпа чыслать).

1-мĕш ертсе пыракан: Çын юлташсемсĕр тăлăх та пĕччен пулсан кĕнекесĕр те хăйне çаплах туять. Эпĕ ăс паракансăр, шанчăксăр туссăр, чун сиплевçисĕр юлнă кашни çыннах хĕрхенетĕп. Кĕнекесенчи сăмахсем çеç тарăн шухăша палăртма пултараççĕ, çакна ваттисен сăмахĕсем урлă пĕлме пултаратпăр. Ачасем, атьăр-ха ваттисем каланă ăслă сăмахсене аса илер:

Кĕнеке- пĕлÿ çăл куçĕ.

Кĕнеке нихăçан та йăлăхтармасть, вуланăçемĕн вулаттарать.

Кĕнеке паха тупра, ăна упра.

Кĕнеке пурне те пĕлет.

Кĕнекесĕр кил-хĕвелсĕр кун.

Кĕнеке сан тус, унсăр алăсăр пек.

Пĕр лайăх кĕнеке пысăк пуянлăх пек.

Ваттисем каланине шута илсе çапла палăртас килет: «Вулама юратакан тата вулама пултаракан çын - телейлĕ. Çавăн пек çын яланах ăслă, пултаруллă, шанчăклă, кăмăллă туссем хушшинче пурăнать».

2-мĕш ертсе пыракан: Хисеплĕ ачасем, эсир кĕнекесемпе туслă пурăнатăр-и? Часах çакна тĕрĕслĕпĕр. Пурте пĕрле «Кĕнекене уçсан» вăйă выляса пăхăпăр. Анчах та вăййа пуçличчен пирĕн хăш- пĕр паллă сĕнÿсене аса илмелле. Акă вĕсем:

Пĕр-пĕрне итлеме тăрăшăр.

Вырăнтан нимĕн те ан кăшкăрăр.

Вăйă вăхăтĕнче пурте пĕр харăс ан калăр.

Хăвăра сăпайлă та лăпкă тытăр.

Калас тенине алă çĕклесе пĕлтерĕр.

    Енчен те эсир çак сĕнÿсемпе килĕшетĕр пулсан вăййа пуçлăпăр. Пирĕн вăйă Ю.Силэмĕн«Асамçă пуль эс, ачам» калав тăрăх иртĕ. Пĕрремĕш вăйă «Камне пĕлĕр?» ятлă. (Ачасене конверт парса тухнă, унта калаври сăнарсем пирки çырнă сыпăксем).

1.Пилĕк çулхи йăрă та лара-тăра пĕлмен арçын ача. Ялта пурăнать вăл, пысăк та вĕр-çĕнĕ çуртра. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле. Кун каçиччен мĕнле вăйă кăна вылямасть-ши, тупата! Хутран тĕрлĕ чечексем касса ăсталать, тем ÿкерет, тем сăрлать (Сашук).

2. Вăл Сашук çине шурă шăлĕсене кăтартса кулса пăхать.лешĕ ăна вăйлă аллисемпе çăмăллăн йăтса илчĕ, ачашларĕ. Ача унăн мăйĕнчен çатăрласа тытрĕ, пичĕпе кăкăрĕ çумне тĕршĕнче, куçĕсене канлĕн хупрĕ (Ашшĕ).

3.Яштака та ытарма çук илемлĕскер, сарă çÿçне хыçалалла якатса туранă, çийĕнче вĕтĕ чечеклĕ кĕпе, çурăмĕ çине хăйĕн çам тутăрне уртнă.Хитре, чăннипех хитре…(Амăшĕ).

4.Çăмламас усăк хăлхисене вылятса вĕрме чарăнчĕ. Хăмăр куçĕсемпе умри çын çине йăвашшăн пăхрĕ (Мухтар).

Иккĕмĕш вăйă «Калаври ĕçсене тĕрĕс аса илĕр».

1.Сашшукăн асамлă ĕçĕ.

2. Юлашки хут ашшĕн курса юлас шухăшлă ачапа пулнă инкек.

3.Ашшĕ Сашшук çуралнă кунĕнче.

4. Минтер айĕнче тупнă сăнÿкерчĕк.

5. Ялтан хулана тухса кайнă самант.

6. Çемьери харкашу.

(Ачасем калаври чи паллă самантсене аса илеççĕ, палăрнисене пурне те çăлтăр евĕрлĕ медальсем парса чыслатпăр).

Учитель: Ачасем, эпир паян пĕр кĕнеке пирки кăна калаçрăмăр. Маттур вулавçăсене хавхалантару медалĕпе чыслатпăр. Анчах сире çÿлĕксем çинчи ытти кĕнекесем те кĕтеççĕ. Çакăн пиркиех П.Хусанкай «Ачасене» сăвăра та палăртать

Вĕренекенсем сăвă вулаççĕ. П. Хусанкай «Ачасене».

1-мĕш вулакан:

Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

Пĕлмелли питех нумай.

Шырăр, тупăр, çрăр, вул,

Çивĕчленĕр тĕрлĕ май.

2-мĕш вулакан:

Çул пĕлмен çынна çил хирĕç,

Лекетех вăл инкеке.

Кăмакалăх кирлĕ кирпĕч.

Ăслăх - кирлĕ кĕнеке.

1-мĕш вулакан:

Кĕнеке вăл-анлă парăс

Пурнăç ятлă тинĕсре.

Кĕнеке - маяк, пĕр парăс

Çутатать пур çул-йĕре.

2-мĕш вулакан:

Кĕнекесĕр çын вăл- тăлăх,

Туссăр, пĕлĕшсĕр пекех.

Тĕттĕм çыншăн пурнăç- чăтлăх,

Çут уçланкă- кĕнеке.

Учитель: Ачасем, П.Хусанкай «кĕнекесĕр çын вăл- тăлăх» тенĕ, анчах та кĕнеке ĕмĕрĕ вăрăм пуласси сиртен килет, çавăнпа та эпĕ сире Н.Крупская çырнă «Кĕнекене упра» памяткăпа паллаштарас тетĕп. Акă вĕсем:

Кĕнекне хутпа чĕрке – кĕнеке хуплашки вараланмасть.

Кĕнекене апат çинĕ чухне ан вула- вараланма пултарать.

Кĕкнеке ăшне кăранташ, ручка, тата ытти хулăн япаласем ан хур - кĕнеке хуплашки çÿрăлать.

Кĕнеке страницин кĕтессисене ан хутлат- кĕтесĕсем татăлса ÿкеççĕ те, кĕнеке юрăхсăра тухать. Ху валли кĕнеке ăшне хумалли закладка ту.

Страницăсене ан тат, ан çур. Кĕнеке çине ан ÿкер, кĕнеке çине чернилпа та, кăранташпа та, чĕрнепе те нимĕнле паллăсем те ан ту.

Кĕнекене ан хуçлат- страницисем татăлаççĕ.

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/303665-knekesr-pr-kun-purnni

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки