Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).
Повышение квалификации

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
05.10.2018

Сценарий внеклассного мероприятия «Ҫут çанталăк пирĕн пуянлăх»

Куракова Вера Васильевна
учитель чувашского языка и литературы
Сценарий внеклассного мероприятия на чувашском языке на тему «Природа - наше богатство»

Содержимое разработки

Ҫут ҫанталӑк – пирӗн пуянлӑх

(6 – мӗш класс валли хатӗрленӗ класс тулашӗнче ирттермелли сценари)

В.В.Куракова, Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 49- мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен

Тӗллевсем: ҫут ҫанталӑк ҫинчен вӗреннине аса илесси; ҫут ҫанталӑка сӑнама вӗрентесси; ҫут ҫанталӑка сыхлама, упрама ҫынсем мӗн тума пултарнипе паллаштарасси

Кирлӗ хатӗрсем: экологи темипеҫыхӑннӑ плакатсем, «кайӑк юрри» аудидиск, географи картти, компьютер, проектор, тӗрлӗ йывӑҫсен, чӗрчунсен ӳкерчӗкӗсем, хутран касса кӑларнӑ хӗвел, «Чӑваш ен ҫӗр- шывӗ» видеоролик.

Класс сехечӗн юхӑмӗ

Вӗрентекен: Ырӑ кун пултӑр, хаклӑ хӑнасем, вӗрентекенсем, ачасем! Ачасем паян эпир ҫут ҫанталӑкӑн илемӗ ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫут ҫанталӑка икӗ пысӑк ушкӑна пайлаҫҫӗ. Пӗри вӑл- чӗрӗ ҫут ҫанталӑк. Тӗнчере мӗн ҫуралать, ӳсет, ватӑлать, вилет- пурте чӗрӗ ҫут ҫанталӑк шутне кӗрет. Сӑрт- ту, ҫӗр, шыв- шур, сывлӑш, пӗлӗт, хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем чӗрӗ мар ҫут ҫанталӑк шутне кӗреҫҫӗ

Залра кайӑксен юррисем, чӗвӗлтетни аудидиск 1- мӗш вӗренекен:

Мӗнешкел тӗнче хитре! Ирӗклӗ таралӑх вӗҫсӗр… Шӗвӗ сӗт пек тӳпере Тӑрӑлсан ирхи тӗтре, Кайӑксем юрлаччӑр,вӗҫчӗр Шур кӑмпаллӑ вӑрманта Шурӑ хурӑнсем шавлаччӑр. Выртмалла килсен утта Ырӑ вырӑн пур кунта- Мамӑк курӑк, симӗс чатӑр…

2- мӗш вӗренекен:

Ытарайми тӑван тавралӑх, Куҫ туллии кунта илем! Мӗн чул хурӑнлӑх, йӑмралӑх, Кӳлӗсем юханшывсем…

Вӗрентекен:Утса, чупса, вӗҫсе, шуса, ишсе ҫӳрекен чӗр чун кӑна мар, мӗнпур ӳсен- тӑран чӗрӗ ҫут ҫанталӑк шутланать. Ӳсен- тӑран та шӑтать, ӳсет, ҫимӗҫ тӑвать. Каярахпа ватӑлать те- типет, хӑрать.

3- мӗш вӗренекен:

Кашласа ларать вӑрманӗ Пирӗн ял йӗри- тавра. Мӗн тери пылакҫырлийӗ! Мӗн тери нумай кӑмпа! Хурӑн милӗкӗ, мӑйрийӗ- Пурте пирӗн вӑрманта. Анлӑ сарӑлнӑ уй- хирӗ, Ҫитӗнет тыр- пул- куран.

4- мӗш вӗренекен:

Кайӑксен янрать юррийӗ, Чечекпе ҫиҫет ҫаран. Юхать Пӑчӑрлӑ ҫырмийӗ Пирӗн ялӑн ҫумӗнче. Ак хӗвел те хӗрелет, Ӑшӑ кун ҫитсе пырать, Ҫут ҫанталӑк чӗрӗлет Ешӗл тумне тӑхӑнать.

1-мӗш вӗренекен:

(Ҫил кашлани , аслати авӑртни, ҫумӑр чашлаттарса ҫуни илтӗнет)

Ҫут ҫанталӑкра пурте пӗр пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Акӑ ҫил вӗрет те-ҫумӑр килет. Ҫумӑр ҫӑвать те ӳсен- тӑран лайӑхрах ӳсет. Ӳсен тӑран чӗр чунсене тӑрантарать. Чӗр чун йышлӑ пулсан этеме те лайӑх.

2- мӗш вӗренекен: Ҫут ҫанталӑкӑн чӑн- чӑн хуҫи хӗвел. Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм пурнӑҫ хӗвелтен килет. Хӗвел ӑшӑ та, ҫутӑ парать.Ҫил те хӗвеле пула тухать. Ҫумӑра та хӗвел ҫутарать.Ҫӗр ҫинче хӗвелсӗр пурнӑҫ ҫук

3- мӗш вӗренекен:

Эпир пурте ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗпе. ырлӑхӗпе пурӑнатпӑр. Темшӗн ҫынсем яланах ҫут ҫанталӑк ырлӑхне хаклама пӗлмеҫҫӗ, ӑна перекетлемеҫҫӗ. Ҫут ҫанталӑк чухӑнланса пырать. Ӑна этем чухӑнлатать- вӑрмансене касать,шурлӑъсене типӗтет, шыва та, сывлӑша та варалать.

4- мӗш вӗренекен:

Кайӑксен шучӗ те сахалланать. Ялта та, хула тавра та вӑрманта та шӑнкӑрчсем йышлӑччӗ. Вӗсем валли ҫуркунне ачасем йӑвасем ӑсталатчӗҫ. Халӗ шӑнкӑрчсене сайра курма пулать. Эпир вӗсен юррисене те илтейместпӗр.

Вӗрентекен:Ҫапла ачасем чӑнах та шӑнкӑрчсене сайра халь куратпӑр. Пирӗн кайӑксене упрама тӑрӑшас пулать. Вӗсене апат ҫитермелле, сырӑшсем, йӑвасем туса памалла. Кайӑксем пулмасан ҫут тӗнче мӗн тери кичем те чухӑн пулӗччӗ. Кашни кайӑк ҫут ҫанталӑкшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ

(Тӗрлӗ йывӑҫ ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ)

1- мӗш вӗренекен:

Пирӗн ҫӗршыв вӑрмансемпе, уй- хирсемпе пуян. Йывӑҫсем, ӳсен- тӑран ҫын сывлӑхӗшӗн питӗ усӑллӑ. Акӑ тӗслӗхрен, юман, ҫирӗк, тирек йывӑҫсене илер.

2- мӗш вӗренекен:

Юман – чи ҫирӗп йывӑҫ.Вӑл шывра та час ҫӗрмест. Унтан чаплӑ катка- пичке, сӗтел пукан тӑваҫҫӗ.

3- мӗш вӗренекен: ӑ

Ҫирӗк тымарӗсем ҫӗр ӑшне питӗ тарӑна каяҫҫӗ, ҫырана ишӗлесрен сыхлаҫҫӗ, ҫӗр айӗнчи шыва ҫӳлелле туртаҫҫӗ.

4- мӗш вӗренекен:

Тирек –ҫут ҫанталӑкӑн чи чаплӑ «пылесосӗ»,сывлӑша тусанраан тасатать.

Вӗрентекен:Чӑнах та, ачасем эпир ҫут ҫанталӑка упрама, унӑн пурлӑхне хисеплеме пӗлместпӗр.Ҫут ҫанталӑк та кӳренме пултарать. Шутласа пӑхӑр-ха, илемлӗ кайӑк юрри, шӑнкӑр- шӑнкӑр шыв юххи яланах савӑнтартӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

1- мӗш вӗренекен:

Урамсенче ҫӳп- ҫап пӑрахмалла мар,вӗсене пӑрахмалли ятарлӑ урнӑсем пур.

2- мӗш вӗренекен:

Урамсенче чечексем, цывӑҫсем лартмалла. Вӗсем сывлӑша тасатаҫҫӗ, тавралӑха илем кӳреҫҫӗ.

3- мӗш вӗренекен:

Ялта ачасем ҫӑвӗпех ҫара уран чупаҫҫӗ, кӗленче ванчӑкӗсем,тимӗр- тамӑр татӑкӗсем пӑрахмалла мар.

4-мӗш вӗренекен:

Пирӗн ҫут ҫанталӑка сыхламалла.

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/325413-scenarij-vneklassnogo-meroprijatija-ut-anta

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки