- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Учебный курс «Вероятность и статистика»: содержание и специфика преподавания в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО»
- «Центр «Точка роста»: создание современного образовательного пространства в общеобразовательной организации»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Çеçпĕл Мишшине халалланă литература каçĕ
Çеçпĕл Мишшине халалланă литература каçĕ
«Кăвар чĕреллĕ сăвăç»
Литература каçĕн тĕллевĕ: ачасене Чăваш çĕр-шывĕн паллă çыннисемпе паллаштарасси.
1. Ачасене Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе паллаштарасси, интереслентересси.
2. Çеçпĕл сăввисен илемлĕхне, сулмаклăхне кăтартасси.
Меропияти юхăмĕ:
Чăваш кĕвви янăрать. Зала чăваш тумĕ тăхăннă литература каçне ертсе пыракансем тухаççĕ.
1 ача: Ырă кун пултăр!
2 ача: Сывлăх сунатпăр сире, пурне те!
1 ача: Çак илемлĕ кĕвĕрен эпир паянхи уява пуçларăмăр. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçăл чÿк уйăхĕн 16- мĕшĕнче 120 çул çитĕ. Çак паллă куна уявлама пуçтарăнтăмăр эпир паянхи кун.
2 ача: Çеçпĕл- юр кайсанах чи малтан тухакан çурхи чечек.
1 ача: Çакăн пек хушма ят суйласа илнĕ чăваш поэчĕ- Кузьмин Михаил Кузьмич хăйне валли.
2 ача: Чăваш поэзийĕн никĕсне хывнă вĕри чунлă Çеçпĕл Мишшине пирĕн халăхра тивĕçлипе «Кăвар чĕреллĕ сăвăç», «хĕвеллĕ пурнăç юрăçи» теççĕ. Пĕтĕм хăйĕн сăввисене вăл çак хушма ятпа алă пуснă.
1 ача: Çеçпĕл- ир тукакан çурхи чечек. Вун саккăр тин çеç тултарнă йĕкĕт хăйне- хăй чăннипех те çав чечек пек туйнă пулас: теветкеллĕ те хăюллă, хăйĕн пĕтĕм çепĕçлĕхне чееленмесĕр, яр- уççăн кăтартакан чечек; чуна шăнтса пăрлантаракан вăрах тăсăлнă кивĕ, тĕттĕм пурăнăç хĕлĕ хыççăн ÿссе çурăлнă чечек».
Пальцев Артем:
Кăвар чĕрем- пин çын чĕри,
Эп пин çын мар- эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!
Чĕрем юрри-пин çын юрри
2 ача: Çеçпĕл Мишши 1899 çулхи чÿк уйăхĕн 16 – мĕшĕнче каç пулттипе Канаш районне кĕрекен Касаккасси Шĕкĕр ятлă чухăн ялта çуралнă. Хальхи вăхăтра çак ял Çеçпĕл ячĕпе хисепленсе тăрать. 23 çул кăна пурăннă вăл.Чи хаклă та юратнă çынсенчен пĕри поэтăн- унăн ашшĕ пулнă. Вăл яланах ывăлĕн пысăк пуласлăхне шаннă.
«Уй варринче…» юрă янăрать.
1 ача: Çеçпĕл Мишши мĕн ачаран вырăс чĕлхине аван пĕлнĕ: Шăхасанти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Ăна вăл 1912 çулта мухтав хучĕпе пĕтерсе тухнă.Çапла вырăс чĕлхине питĕ лайăх вĕренсе çитнĕ, калаçма та, çырма та пысăк ăста пулнă. 1914-1917 çулсенче Çеçпĕл Мишши, Шăхасанти учительсем хатĕрлекен икĕ класлă шкул ачи, вырăсла сăвăсем çырма тытăннă., хăйĕн çывăх юлташĕсемпе пĕрле «Звездочка» ятпа ал вĕççĕн вырăсла журнал кăларнă.
2 ача: Поэт пулас ĕмĕтлĕ ача, кĕнекене пысăк мул вырăнне хурса хакланă, кăнтăрла та, каç та ăна алăран ямасăр вуланă. «Тĕнчере кĕнекесем пурришĕн эпĕ такама та, теме те тав тăватăп», -тесе çырать вăл. Çеçпĕл Мишшине шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен учитель П.А.Ломоносов хытă кăмăлланă, сăвă çырас ĕçре нумай хавхалантарнă. Эпир халĕ пĕлекен малтанхи сăвă вăл- «Скоро» («Час»). Кăна Çеçпĕл Мишши 1916 çулта, вун çиччĕсене пуссантарах çырнă курăнать.
1917 çулхи августра Çеçпĕл МишшиТеччĕ хулине учительсен семинарине вĕренме пырса çитет. Вĕреннĕ чух çĕнĕ пурнăçшăн, çĕнĕ йĕркесемшĕн ырми- канми ĕçлеме, кĕрешме тытăнать. Çеçпĕл Мишши пурнăçĕнче тепĕр самант питĕ паллă вырăн йышăннă. Ĕлĕк , патша саманинче, чăваш чĕлхи пысăк хисепрех пулман, така та унран мăшкăлланă, такам та ăна хĕсĕрленĕ. Çавна поэт лайăх пĕлнĕ, тăван чĕлхе ÿлĕм, Çĕнĕ Кунта, тĕнчери мĕнпур чĕлхесемпе танлашасса шанса пурăннă. «Вăхăт çитĕ, -тенĕ вăл.- Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ, хĕртнĕ хурçă пулĕ. Вăхăт çитĕ- чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ.
Григорьева Кристина.
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ мăшкăл иртсе кайрĕ-
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…
Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса.
Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан,
Пулас пурнăçра та, çивĕчпе хăватлăх
Ют чĕлхесенчен те кая юлмĕ сан.
Теччĕ хулинче Çеçпĕл Мишши Анастасия Петровна Червяковăпа паллашать. Поэт ăна килĕштерет. Вĕсем пĕр- пĕрин патне çыру çÿретме тытăнаççĕ . Поэтăн юратнă çын патне çырнă 99 çырăвĕ упранса юлнă. Хăйĕн сăввисене те вăл Анастасия Петровнăна халалланă.
Промыслов Степан. (Кĕвĕ янăрать, ача сăвă вулать)
Не спеши уходить – погоди
Хоть минуту, мгновенье одно!..
Бьется сердце в мятежной груди,
И любви, и сомнений полно.
Хоть минуту, мгновенье одно,
Проведи, дорогая, со мною,
Если вместе с тобой не дано
Нам идти по дороге одной!
Дорогая, останься со мной,
Отдохну у тебя на груди!
Путь лишений и в холод и в зной,
Путь тоски у меня впереди.
1920 çулта Çеçпĕл Мишши Теччĕ хулинчен Шупашкара куçса каять.Кирек ăçта та çĕнĕ пурнăçшăнпĕтĕм вăй- халне парса ĕçленĕ, тĕрлĕрен бюрократсемпе чиновниксене хирĕç хăюллăн кĕрешнĕ. Çавăнпа та вĕсем таса чунлă çынна курайман, ĕçре ăна чăрмантарма, такăнтарма тăрăшнă.Ăнсăртран маар ĕнтĕ, вăл Хусанта командировкăра чухне юстиции пайĕн çуртĕнче вут- кăвар тухнишĕн айăпне пĕтĕмпех Çеçпĕл çине яраççĕ, ăна ĕçрен, партирен кăлараççĕ, арестлеççĕ. Ним айăпсăррине кура, Çеçпĕле тĕрмерен часах кăлараççĕ. Анчах сăвăçăн чунĕ аманать, кăмăлĕ хуçăлать. Çак йывăр вăхăтра ăна ачаранпах асап кÿнĕ чирĕ- шăмă туберкулезĕ тарăхтарать. Сывлăхĕ начарланса çитнĕ пирки ăна айăпланă ĕçне пĕтĕмпе татса паричченех Крыма, Евпаторири курорта сывалма ăсатаççĕ. Кунта вăл сывлăхĕ кăшт çирĕпленсенех ĕçĕ тытăнать, сăвăсем çырать.
Назаров Даниил вулать.
Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла:
«Çук, çук» теекен улталанĕ,
Кам «çук», тет, ун чунĕ чăлах.
Унччен-ха айван пек çĕршывăм,
Унччен-ха чăваш ыйхăлать.
Ан тив, тем пулсан та, вăл вăйлăн
Паян чĕрĕлсе тăрасла!
Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,
Таçта аслатиллĕ саспа
Юратнă çĕршывăн хăвачĕ
Часрах вăранасшăн тапать.
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.
Крымра сывалнă хыççăн Çеçпĕл Мишши Киев хулинчи художество шкулне вĕренме кĕрет, унтан ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Анчах, сывлăхĕ хавшаса çитнине кура, Çеçпĕле çар ретĕнчен те кĕçех хăтараççĕ. Ăçта каймалла ĕнтĕ? Мĕн тумала-ха унăн? Вăл вара1922 çулхи март пуçламăшĕнче Крымра пурăннă чухтуслашнă Украина сăвăçĕ Федор Пакрышень чĕннипе ун патне Чернигов кĕпенинчи Волчья Горя ялне каять. Унта вăл Остер хулинче уездри çĕрĕç пайĕнче ĕçлеме тытăнать. Вăл ялтан яла çÿресе, Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли тырă пухать, унтан çăкăр шыраса килнĕ çынсене пулăшас тесе ырми- канми ĕçлет.
Çеçпĕл Мишши 1922 çулхи июнĕн 15 мĕшĕнче Остер хули çывăхĕнчи Старогородка ялĕнче вăхăтсăр вилнĕ. Ăна пытарсан, Ф.Пакрышень сăвăç вилтăпри çине юман юпаран палăк лартнă, ун çине çĕçĕпе касса украинла таватă йĕрке сăвă çырнă:
Çак палăк вилтăпри
Аслă поэта пытарнă.
Унпа нумай çĕн юрă
Ĕç тĕнчи çухатнă.
Кăвар чĕреллĕ сăвăçăн вил тăпри халĕ Остер хулинчи илемлĕ паркра. Унта сăвăçа чысласа гранитран палăк лартнă, ун çине Çеçпĕлĕн «Чăваш чĕлхи» сăввинчи4 йĕркине чăвашла, вырăсла тата украинла çырса хунă.
Кăра çилсем, хура çилсем
Тек пÿлчĕç кăйкăр кайăка,
Ик çунатту аманнăскер,
Эс кайрăн, кайрăн аякка.
Украина ĕççыннисем чăваш халăхĕн чаплă ывăлне манмаççĕ, ăна яланах хисеплесе асăнаççĕ, ун вилтăприне тирпейлĕн пăхса усраççĕ. Çеçпĕл патĕнче кашни çулах чăваш писателĕсем, шкул ачисем пулаççĕ. Остерта хула клубĕпе пĕр урама ун ятне панă, краеведении музейĕпе хулари библиотекăра Çеçпĕл кĕтесĕсем йĕркеленĕ, вăл пурăннă çурт
çине асăну хăми çапнă, сăвăçăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кинофильм кăларнă…
Хăйĕн кĕске пурнăçне Çеçпĕл Мишши хĕрÿллĕ кĕрешÿре , хĕвеллĕ кун- çулшăн пыракан хастар ĕçре пĕр шеллемесĕр ирттернĕ. Сахал çырнă пулсан та, ун хайлавĕсем пире Тăван çĕр-шыва чун- чĕререн юратма, пурнăçра хастар та хĕрÿллĕ пулма вĕрентеççĕ, хавхалантараççĕ.
Çеçпĕл малашлăха ăсчах пек витĕр курса тăнинчен, унăн ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсем тÿрре тухса пынинчен, чăнах та тĕлĕнмелле. Чылай сăвăсенчи çаврăмсем халăхра çунатлă сăмахсем пек çÿреме пуçларĕç: «хастарлă, хыт утăмлă пулăр- ан юлăр çĕр- шыв уттинчен», « çĕклен те çунатлан, куçна тĕллехĕвел çине», « кăвар чĕрем- пин çын чĕри», «каялла ан кай, ан чак!» тенисем тата ыттинумай- нумай сăвăсен йĕркисем çынсен калаçу пуянлăхĕ пулса тăчĕç.
Çăлтăрсем- шултрисем, вĕттисемпĕр канашлăн
Ялкăшаççĕ уяр тÿпере…
Пĕлĕте яр çурсаметеор пĕр самантшăн
Хыпăнать те- сÿнет ĕмĕре.
Çăлтăрсем çуталаççĕ çаплах килĕшÿллĕн,
Анчах лешĕ- мĕн ĕмĕр тăршши
Курнă çын асĕнчен çухалмасть вара ÿлĕм.
Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.
Эй, эсир çамрăксем! Ăмăрт куçлă, çунатлă,
Çеçпĕл чĕннĕ чăваш ачисем!
Эп сире чи çÿлте халь курасшăн çунатăп,
Ĕненсе, юратса пехиллем.
Вăхăт çитрĕ: чăвашăн чĕлхи тимĕр татрĕ.
Туптăр, хăйрăр ăна малалла!
Ыранхи çĕн ăста тĕнчене янраттарĕ.
Çамрăксем! Вăл- сиртен тухмалла.
Чăваш çĕр- шывĕ хăйĕн вĕри вутлă ывăлне иксĕлми юратупа чысласа пурăнать. Çеçпĕл кĕнекисем çенĕрен те çенĕрен тухса тăраççĕ. Поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен юрăсемпе оперăсем хываççĕ, сăвăсем, поэмăсем, повеçсемпе романсем, драмăсем çыраççĕ, фильм ÿкерĕнет, Шупашкарта çамрăксен театрĕ унăн ячĕпе хисепленсе тăрать, поэт ялĕнче музей уçнă, паркра- палăк, Атăлпа «Михаил Сеспель» пăрахут çÿрет, Çеçпĕл Мишши çинчен А.Асламас опера, А.Кăлкан пъеса çырнă, ун ячĕпе хисепленекен литературăпа искусство премине çирĕплетнĕ.
Тăван çĕр-шыва Çеçпĕл пек хĕрÿллĕн юратăр, Çеçпĕл пекех ырми- канми кĕрешер, ĕçлер, тăрăшар тусăмăрсем!
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕр-шывăн хастар ачисем.
Вут- кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр-
Ан юлăр кунçул уттинчен!
1 ача: Халĕ вара ачасем кил- йыш пурнăçĕпе ачалăхĕ çинчен Çеçпĕл амăшĕ Агафия Николаевна Николаева каласа пани тăрăх выляса параççĕ.
Амăшĕ аса- илĕвĕ: 9 уйăх тултарсан Мишша утса кайрĕ. Çулталăк тултарсан- калаçма пуçларĕ. Мишшан ашшĕ хăй вăхăтĕнче 2 çул шкула çÿренĕ. Вăл çĕрлечченех мĕнле те пулин кĕнеке вуласа ларатчĕ, Мишшана та шкула каяччен вулама вĕрентрĕ. Ашшĕ Мишшапа яланах мухтанатчĕ. Кун хыççăн кун çул хыççăн çул иртрĕ. Мишша шкула та çÿреме пуçларĕ. Вăл питĕ вулама юрататчĕ. Пĕр каçхине мунча кĕрсе тухсан пăхатăп та- килте Мишша ывăлăм çук. «Ял çумĕнчи çĕртме пуссине лаша çитерме кайрĕ вăл,» - пĕлтерчĕ ашшĕ. Эпĕ хăраса ÿкрĕм.
-Мĕнле капла, мунча кĕрсе тухнă ачана выртма ятăн пулать- ха. Шăнса пăсăлсан, мĕн курса тăрăпăр, тетĕп.
Кузьма нимĕн те чĕнмест…Чăнах та выртмаран Мишша хытă шăнса таврăнчĕ, часах аптраса ÿкрĕ. Ури шыçса кайрĕ, тупанĕ хытса ларчĕ. Ура ыратать тесе макăракан пулчĕ»,- çапла каласа панă Мишшана ĕмĕрĕпех асаплантарнă чир мĕнле пуçланса кайни çинчен Агафия Николаевна.
Постановкăра вылякансем:
Амăшĕ
Çеçпĕл
Кури, Çеçпĕл Мишши шăллĕ
Ар çын ача
Петĕр, Çеçпĕл Мишши шăллĕ
Ульяна, Çеçпĕл Мишши йăмăкĕ
Сăвă вулакан
Чăваш халăх гимнĕ илтĕнет. (Ачасем юрлаççĕ) Çеçпĕл амăшĕ тухать. Ун аллинче – сăвă кĕнеки. Амăшĕ сĕтел хушшине ларать, кĕнекене уçкаласа сăвă вулама тытăнать.
Хура-шур анчах курмашкăн
Кам çуралса ÿснĕ?
Çут тĕнчере йывăр хурлăх
Кам ытларах тÿснĕ?
Камăн вăл? – Кунçулĕ йывăр,
Хурлăхлă кунçулĕ?
Чăваш арăмĕн пулмасăр
Камăн тата пулĕ?
Амăшĕ: Çак йĕркесене Мишша ывăлăм хам çинчен çырнăнах туйăнать. Чăваш арăмĕн нушипе тертне пĕчĕкренех курса ÿсрĕ çав. Хăйĕн ачалăхĕ те пит хурлă пулчĕ. Ури ыратнипе нумай тертленчĕ ывăлăм. Çав вăхăт халĕ те куç умĕнчех, асран каймасть…
(Алă вĕççĕн Курипе тепĕр ача Мишшана йăтса кĕреççĕ)
Амăшĕ: Çитрĕр-и, ачамсем?
Кури: Çитрĕмĕр, анне.
Мишша: Тавтапуç, ачасем.
Арçын ача: Чипер юлăр. Мишша, эпĕ ыран та сана шкула илсе кайма килĕп.
Мишша: Тавтапуç. Юлашки вăхăтра ура питĕ ыратать, эсир пулăшмасан шкула утса çитейрес те çук эпĕ.
Арçын ача: Сансăр шкулта кичем, Мишша. Ну, ыранччен.
Мишша: Ыранччен!
(Арçын ача тухса каять).
Мишша, Кури, амăшĕ сĕтел хушшинче
Мишша: Ыран та шкула каясчĕ, анне. Питĕ вĕренес килет. Хамăр шкулта эпĕ - чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри.
Амăшĕ:Уру ыратать-çке, ывăлăм.
Мишша: Пурпĕрех вĕренетĕп!
Кури кăранташпа тем çырать, чĕрет. Амăшĕ сĕтел çине пуçтарать
Амăшĕ: Мĕн ара çыратăн, Кури?
Кури: Мишша пичче пек, эпĕ те сăвă çырас тетĕп.
Мишша: Сăвă çырма питĕ-питĕ нумай пĕлмелле, шăллăм.
Кури: Çапла çав. Пичче, сăвă çырма вĕрентетĕн-и?
Мишша (тăрса): Малтан вĕренем, сăвă çырма ăс пухам. Манăн сăввăм анне сасси пек лăпкă та пултăр, шăнкăрти шыв пек те юхтăр. Эпĕ çырнă сăвва илтсен, çынсен ура тапса ташлас килтĕр!
(Курипе амăшĕ пĕр çавра чăваш ташши ташлаççĕ, унтан сцена çинчен пурте каяççĕ. Сцена çине сăвă вулакан тухать, «Чăваш ачине» сăвă вулать)
Пĕлтер мана, Тăван çĕршывăм:
Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхÿне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем! Эс пур – çук мар.
(Мишшапа амăшĕ тухаççĕ)
Мишша: Анне, эпĕ Теччĕ хулине вĕренме каясшăн. Вĕренмелĕх укçа пуçтарасчĕ.
Амăшĕ: Пуçтарăпăр, ывăлăм. Çăмарта, çу сутăпăр. Пуçтарăпăр. (Ывăлне кутамкка хатĕрлесе парать. Çăкăр, çĕр улми, çăмарта чикет) Лайăх вĕрен, Мишша. Ăслă-тăнлă çын пул.
Мишша: Тавах, анне.
(Амăшĕпе ывăлĕ сывпуллашаççĕ. Мишша сăвă калать)
Тухăр тĕттĕмрен
Çутă çул çине!
Татăр ăслăлăх
Ешĕл çулçине.
Çутă хĕвелпе
çуталса тăрар.
Тăван чĕлхепе
пĕрлешсе юлар!
(Мишша кутамккине çĕклесе тухса каять. Амăшĕ, сăвă кĕнекине уçкаласа, сĕтел хушшине ларса малалла калаçать)
Амăшĕ:Аса илÿ çăмхи сÿтĕлчĕ ĕнтĕ... Çапла вара, ман Мишша Теччĕре семинари пĕтерсе тухрĕ, Шупашкарта пуçлăхра ĕçлеме тытăнчĕ. Киле вăл час-часах çÿрейместчĕ, çула майăн вара кĕрсе тухатчĕ
(Амăшĕ тăрать, куршакра нимĕр тĕвет. Курипе Ульяна, Петĕр чупса кĕреççĕ. «Ах, çиес килет!» теççĕ хăйсем)
Амăшĕ: Ну, нимĕр тутлă пулать ĕнтĕ, ачасем. Çу та ятăм, сĕт те хушрăм.
Кури: Çиес килет! Ăçта çав манăн пысăк кашăк, Ульяна?
Петĕр: Мана та пысăк кашăк кирлĕччĕ!
Ульяна: Кури пичче, нимĕре пĕтĕмпех çисе ямалла мар! Мишша пичче валли хăвармалла!
Амăшĕ: Хĕрĕм, пиччÿ Шупашкарта çав. Тахçан килет ĕнтĕ, питĕ тунсăхларăм.
(Çак вăхăтра салтак шинельлĕ Çеçпĕл кĕрет)
Мишша: Ман килес! (сĕтел çине пăхса, шÿтлĕн) Анне мана епле савать! Шăпах апата çитрĕм.
Амăшĕ: Килех, ывăлăм, килех! Епле килме пĕлтĕн? Питĕ тунсăхласа çитрĕмĕр вĕт, тахçанах сана курас килет (Пурте пĕр чăмăра пуçтарăнса тăраççĕ, Ульяна йĕри-тавра сиккелесе чупать)
Ульяна: Пичче килчĕ, пичче килчĕ!
Мишша: Ай, Ульяна, мĕнле ÿссе кайнă! (Хĕр ача умне хăрах чĕр куççи çине ларать).
Мишша: Сана мĕнрен тунă, Ульяна?
Ульяна: Тăмран йăваласа тунă.
Мишша: Пÿрнÿсене мĕнрен тунă?
Ульяна: Патакран тунă та пăрапа шăтарса лартнă
Мишша: Куçусене?
Ульяна: Куçсене çап-çутă шăрçаран
Мишша: Хăлхусене?
Ульяна: Кăмпаран.
Мишша: Çÿçне?
Ульяна: Çÿçе лаша çилхинчен!
Мишша (ура çине тăрать, йăмăкне ыталать): Анне, пирĕн Ульяна, пĕчĕк пулин те, питĕ тăнлă та илемлĕ калаçать иккен. Ку ача ăслă çын пулатех! Ăна лайăх пăхса ÿстересчĕ, вĕрентесчĕ.
Амăшĕ: Вĕрентсен аванччĕ ĕнтĕ. Хальхи саманара хĕр ачасем те вĕренеççĕ.
Мишша: Çапла. Пурнăç улшăнчĕ. Малашне тата аванрах пулĕ. Халĕ каçар, анне – манăн Шупашкара васкамалла. Ĕçсем кĕтеççĕ.
Амăшĕ: Такăр та тикĕс çулпа çÿремелле пултăр санăн, Мишша. Асăрхануллă пул.
(Каллех пурте Мишша тавра чăмăртанаççĕ. Çеçпĕл тухса каять, пуйăс ураписен сассиллĕ кĕвĕ янăрать. Шăплансан – сăвă вулакан «Салтак шăпи» сăвва вулать)
Çурта çунать. Вакун пĕр сассăр,
мĕнпур салтакĕ çывăрать.
Шалун каять пĕр чарăнмасăр,
Кустăрма çеç кăлтăртатать.
Пĕр яш салтакĕн халĕ пĕтнĕ -
Пуçне усса сĕнксе ларать;
Çывăраймасть, ыйхи ун вĕçнĕ;
Хăй çĕр- шывне вăл тунсăхлать.
Амăшĕ: Мишша киле тек килеймерĕ. Ку тĕл пулу юлашки пулчĕ.
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/375114-epl-mishshine-halallan-literatura-ka
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Наставничество в образовательной организации»
- «Основы профессиональной деятельности учителя-дефектолога (олигофренопедагога)»
- «Организация внеурочной деятельности в контексте ФГОС»
- «Особенности обучения и воспитания детей дошкольного возраста с ЗПР в соответствии с ФГОС ДО»
- «Профессиональное мастерство тренера-преподавателя в педагогической деятельности»
- «Особенности реализации ФГОС НОО и ФГОС ООО от 2021 года в общеобразовательной организации»
- Социально-психологическое сопровождение и психологическая помощь населению
- Педагогика и методика начального образования
- Социально-педагогическое сопровождение обучающихся в образовательном процессе
- Педагогика и методика преподавания музыки в начальной и основной школе
- Управление дошкольной образовательной организацией
- Управление процессом реализации услуг (работ) в сфере молодежной политики

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.