Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
13.10.2021

Юрий Скворцовăн «Ултăк» хайлавĕнчи пурнăç чăнлăхĕ

Роза Мазикова
Учителя чувашского языка и литературы г Чебоксары Чувашской Республики
В статье описываются жизненные аспекты творчества чувашского писателя Юрия Скворцова. Вначале 60-х годов 20 века много говорили и писали о творчестве Юрия Скворцова. Первые публикации начал со стихов.

Содержимое разработки

Лукина Зоя Нестеровна, учитель чувашского

языка и литературы МБОУ «СОШ №36» г. Чебоксары

Мазикова Роза Анатольевна, учитель чувашского

языка и литературы МБОУ «СОШ №19» г. Чебоксары

Юрий Скворцовăн «Ултăк» хайлавĕнчи пурнăç чăнлăхĕ

Статья аннотацийĕ: Авторсем Ю. И. Скворцов пултарулăхĕнчи хăш-пĕр аспектсене çутатса панă, «Ултăк» калавне кĕскен тишкерсе тухнă.

Чунсăр çын чĕри – чул.

XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче чăваш литературин каçалăкĕнче Юрий Илларионович Скворцов пултарулăхĕ çинчен нумай-нумай калаçу пычĕ. Çак вăхăта Хветер Агивер хăйĕн «Илем тĕкĕрĕ» кĕнекинче çапла çырса кăтартать: «Пурте юрататчĕç ăна, пурте килĕштеретчĕç. Тен, ытлашширех те уçă чĕреллĕрен писатель ĕмĕрĕ те ун тĕлне ÿкĕнмеллех кĕске килчĕ-тĕр. Мĕнле калас, тин кăна тĕшше ларса тухăçлăран та тухăçлă пархатар кÿмелли пултарулăхчĕ унăн пултарулăхĕ. Апла пулин те, вăхăтпа хăй кăмăлĕн пĕр килнĕ пурнăç чăнлăхне вăйĕ çитнĕ таран хут çине ÿкерсе кăтартма ăсталăх çитерчĕ-çитерчех Ю. И. Скворцов. Çырни ун, чăн та, сăввăн-юрă халлĕн те, калавăн-повеçĕн те сахал мар» [1, с. 33].

Пулас çыравçă литература ĕçне сăвăсенчен тытăннă. Малтанхи сăввисене район хаçатĕнче пичетлесе кăларнă. Республикăри хаçат-журналсенче 1953 çултанпа пичетленме тытăннă. «Ялав» журналта чи малтан пичетленнĕ сăвви «Уяв юрри», юрра хывнăскер, нотăсемпе тухнă [3, с. 108].

Пирĕн алăра Юрий Скворцовăн «Çурхи салам» ятлă пĕрремĕш кĕнеки. Вăл 1958 çулта кун çути курнă. Авторăн çак малтанхи сăвă кĕнекине ун чухнехи пурнăç, ача-пăчапа çамрăксем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, ĕмĕчĕсем çинчен çырнă сăввисем кĕнĕ.

1950-1970-мĕш çулсенче Юрий Скворцовăн хайлавĕсем умлă-хыçлăн пичетленсе пычӗҫ. Вулакан çыравçăн пĕрремĕш хайлавĕсенчех чăваш литературине тĕлĕнмелле ăста художник, шухăшлавçă, талантлă та пултаруллă писатель килнине туйса илчĕҫ.

Çыравçăн пултарулăхĕнчи тĕп вăрттăнлăх – вăл çырса кăтартнă ĕç-пулăмсен поэзилĕхĕ, вулаканпа чăннăн, тÿррĕн, пурнăçа ытлашши илемлетмесĕр калаçни. Унăн пур хайлавĕ те, кĕçĕннисем е аслисем валли çырнă-и ăна, пире этем психологине тарăн пĕлнипе, çыннăн кăмăл-туйăмне типтерлĕн тишкернипе тыткăна илет. Вĕсенче пурнăç пулăмĕсене çиелтен мар, тымартан тĕпчесе çырни курăнать. Акă, «Ултăк» калава илер. Калавăн тĕп геройĕ – Володя. Вăл институт пĕтернĕ хыççăн хулара учительте ĕçлеме пуслать. Авланнă. Арăмĕ заводра ĕçлекенскер, Володьăн тăван ялне килсе те курман. Володя ывăлĕсĕр пуçне «ик-виç çул каялла аллă пиллĕкрен иртсе ĕç шутĕнчен тухнă карчăкăн» тата Иллепе Çитăр ывăлĕсем пур. Вĕсем те хулара, çемьеллĕ. Амăшĕ патне хăнана килме нихăшĕн те вăхăт çукрах курăнать. Килĕнче – хĕрелсе-якалса ларнă, тĕл-тĕл çурăлнă, çĕрĕшсе пĕтнĕ пĕренеллĕ пĕчĕк пÿртре – Саша, кĕçĕн ывăлĕ, укçа ĕçлесе килсе пурнăçа кăштах та пулин малалла ярас шутпа инçете кайсан, «сатин саппунлă, шурă тутăрлă, пилĕк хуçми ярса тăхăннă шур пÿс кĕпеллĕ карчăк» пĕчченех юлать.

Пĕррехинче Володя амăшĕ патне çитет. Тахçанах ялта пулманскер чылайччен тăван тавралăх илемĕпе киленет, хăйĕн ачалăх кунĕсене аса илет. Темшĕн вара амăшне пĕр пĕчĕк ĕç туса та пулăшмасть. Тепĕр кунне, каяс умĕн, амăшĕ, ывӑлӗ кучченеçле илсе килнĕ шурă эрехе кăшт сыпса кăмăлĕ çемçелнĕ хыççăн, тĕпренчĕкне ăсатма тухсан, ывăлĕ ыйтнипе ула тăпа çинчен юрра юрласа парать:

У-ултăк! у-ултăк!

Ул та турăм,

Хĕр те турăм, –

Хĕр уссине кураймарăм.

Çапла хурланса, анчах хăйĕн чĕри çуннине кăтартмасăр, ăсатса ярать вăл хăйĕн ывăлне. Тепĕр çултан, шăпах Володя малтанхи çул ялта пулнă вăхăт тĕлнелле, хулана телеграмма çитет: «Анне вилчĕ. Пытарма килĕр. Саша».

Иллепе Çитăрĕ – таçта командировкăра пулнипе – амăшне пытарма та пыраймаççĕ. Володя пĕчченех яла килет. Пĕлтĕр илемлĕн курăннă тĕнчен халĕ ним илемĕ те юлман. «Пÿрт çине витнĕ хĕç тимĕр тутăхса, шăтса пĕтнĕ. Карти-хури тайăлнă. Çара кил карти. Сайхахлăхра çеç вăрмантан йăтса килнĕ пĕр çĕклем çатрака та ун çумĕнче чĕлпĕкленсе çийĕнсе пĕтнĕ каска выртаççĕ. Пĕлтĕр те çаплахчĕ кусем… Володя вара çаксене акă паян тин асăрхарĕ… Карчăка йăтса кайрĕç… Пытарчĕç…Хăй юратнă вăрман кĕтессинех, илемлĕ вырăнти масар çине пытарчĕç» [2, с. 195].

Ку калав, Агивер калашле, «чун панă амăшне тим пама вăхăт çитереймен кай ăслă ачи-пăчи çинчен. Унта, пĕрре пăхсан, нимĕн тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест пек. Володя, амăшĕ вилнĕ хыççăн, кил картине тухнă. «Пĕлтĕр ун чунне çав тери илемлĕн курăннă ÿкерчĕк» вырăнне «çара кил карти». Унăн пуçĕнче шухăш яванать: чухăнччĕ-и вăл уйăхсерен пĕр вунă тенкĕ те пулин амăшне укçа ярса памалăх? Шел пулин те, Володя хăй пурнăçĕнче чи пысăк йăнăш тунине кая юлса ăнланса илет.

Утмăлалла çывхарнă хĕрарăма çыравçă «карчăк» тет. Ăна ятран та чĕнни хайлавра тĕл пулмасть. Пурнăç нуши тата пархатарсăр виçĕ ывăл питĕ хăвăрт ватăлтарнă ĕнтĕ ăна.

Автор Володьăпа Сашăна, вĕсен тăван килĕпе ялти çуртсене танлаштаруллă сăнлать, ула тăпа юррине те, юлашки йĕркисене кăшт улăштарса, икĕ хут усă курать. Володя амăшĕпе калаçни те, Саша çырăвĕ те вулакана хайлав содержанийĕпе сăнарлă шухăшне ăша хывма

пулăшаççĕ, сăнарсен характерне туллин курма май параççĕ. Хайлава куççульсĕр вулама май çук.

Юрий Скворцов калăпланă кашни хайлав илемлĕ юрă-кĕвĕ евĕр, ăста касса кăларнă ÿкерчĕк пек. Пĕртен-пĕр чăнлăх çыравçăпа унăн геройĕсемшĕн - чун тирпейĕ, кăмăл-сипет тасалăхĕ, çынсем умĕнчи сăваплă тивĕçӗ, иртнĕ ĕмĕрсемпе пуласлăх умĕнчи этем хăйне яваплă туйни.

Ҫапла вара, Юрий Скворцов çырнисенче эпир халăхăн пурнăçĕнчи паллă тапхăрсене («Уках хурăнĕ», «Сăваплă вут»), хамăрăрпа кашни кун пулса иртекен, тен, куçа ытлашши курăнсах та кайман ĕçсене («Шыв симĕсленнĕ чух», «Çул юлташĕ», «Славик», «Сурăм хĕрĕ», «Аделина», «Пушмак йĕрĕ», «Хĕрлĕ мăкăнь») куратпăр. Унăн хайлавĕсенчи сăнарсем пире, XXI ĕмĕрте пурăнакансене, çутă хĕвелпе çутă куншăн чун-чĕрепе савăнма, ватăпа ватта тивĕçлĕ, çамрăкпа çамрăка килĕшÿллĕ пурăнма вĕрентеççĕ.

Усă курнă литература списокĕ

1. Агивер, Хветер. Илем тĕкĕрĕ: Эссе, тĕрленчĕксем, радио-телехайлавсем, рецензисем, тĕпчев / Х. Агивер. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1991. – 303 с.

2. Антонова, З. С., Метин П. Н. Тăван литература: 7-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / З. С. Антонова, П. Н. Метин. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2002. – 352 с.

3. Скворцов, Ю. И. Çурхи салам / Ю. И. Скворцов. – Шупашкар: Чăваш АССР государство издательстви, 1958. – 111 с.

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/464902-jurij-skvorcovn-ultk-hajlavnchi-purn-ch

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки