- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Учебный курс «Вероятность и статистика»: содержание и специфика преподавания в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО»
- «Центр «Точка роста»: создание современного образовательного пространства в общеобразовательной организации»
- «Риторические аспекты профессиональной коммуникативной деятельности современного педагога»
- «Игровые пособия для работы с детьми дошкольного возраста (палочки Кюизенера, блоки Дьенеша, круги Луллия, ментальные карты Бьюзена)»
- «Обучение английскому языку детей дошкольного возраста»
- «ИКТ-компетентность современного педагога»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Птицы -наши друзья
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: кайăксене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
Пěлÿ тěллевě: глаголăн пулас формипе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси.
Аталантару тěллевě: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Урок мелĕсем: ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав- тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси, проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ - пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ палăртуллă вулав, мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентации, çыру ĕçне ирттермелли карточкăсем, сарă тĕслĕ çаврашкасем.
Лексика материалĕ: курăк ăшĕнче, тĕмĕ ăшĕнче, типĕ курăк, йăтаççĕ, пĕтереççĕ, йăва, хăвăл, тĕк.
Урок конспекчĕ
Вĕрентекен:
Предмет: Тăван (чăваш) чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Класс: 5-мĕш класс
Вĕренÿ кĕнеки: 1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.
Урок теми: Кайăксем – пирĕн туссем.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: кайăксене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
Пěлÿ тěллевě: глаголăн пулас формипе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси.
Аталантару тěллевě: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Урок мелĕсем: ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав- тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси, проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ - пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ палăртуллă вулав, мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентации, çыру ĕçне ирттермелли карточкăсем, сарă тĕслĕ çаврашкасем.
Лексика материалĕ: курăк ăшĕнче, тĕмĕ ăшĕнче, типĕ курăк, йăтаççĕ, пĕтереççĕ, йăва, хăвăл, тĕк.
Усă курнă литература:
1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.
2. Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли методика /Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2012.
3. Абрамова Г.В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2009.
4. Интернет - сайтри материалсем, «Чувашский народный сайт» htpp://chuvash.org., Птицы Чувашии wildnaturephoto.ru
Слайдсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: урока ирттернĕ кунхи числона çырнă информаци
2-мĕш слайд: фонетика зарядки.
3-мĕш слайд: çанталăк çинчен калаçса пуплев хăнăхтарĕвĕ ирттернĕ чух усă курмалли ÿкерчĕк, схемăсем.
4-мĕш слайд: урок темине шифрланă таблица
5-мĕш слайд: урок темипе, теллевĕсемпе паллаштармалли слайд.
6-мĕш слайд: «Мĕнле кайăк» вăйă ирттермелли слайд.
7-мĕш слайд: кайăксене ушкăнсем çине пайлама пулăшакан слайд
8-мĕш слайд: кайăксен сассисем
9-мĕш слайд: словарь ĕçĕ ирттермелли сăмахсем
10-мĕш слайд: текстпа ĕçленĕ чух усă курмалли ÿкерчĕк.
11-мĕш слайд: ыйтусем.
12 –мĕш сдайд: грамматика материалĕ «Глаголăн пулас форми».
13-мĕш слайд: кану саманчĕ.
14-мĕш слайд: çыру ĕçĕ ирттермелли слайд
15-мĕш слайд: хăнăхтару ĕçĕ «Тĕрĕс аффикс лартăр».
16-мĕш слайд: пĕтĕмлетÿ, кайăксене пулăшмалли çинчен калаçмалли слайд +гиперссылка куçсене кантармалли слайд+ гиперссылка «Сăнавсем».
17-мĕш слайд: килти ĕç.
18-мĕш слайд: рефлекси.
19-мĕш слайд: урока вĕçлемелли сăвă йĕркисем.
Урок юхăмĕ.
I. Класа урока йĕркелени. (1-мĕш слайд)
В: Ырă кун пултăр, ачасем!
А: Ырă кун пултăр!
В: Шăнкăр-шăнкăр! Шăнкăрав
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларăр парта хушшине
Пуçлар чĕлхе урокне.
В: Шăппăн вырнаçса ларăр.
- Эпĕ паян сире курма питĕ хавас. Урокра эсир мана пулăшасса, урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.
II. Фонетика зарядки. (2-мĕш слайд)
-Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Ман хыççăн тĕрĕс калăр.
Пирĕн çумри вăрманта
Тĕрлĕ кайăк пурăнать.
Çепĕç юрă юрласа
Пирĕн чуна хăпартать.
III. Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни). (3-мĕш слайд)
1. Дежурнăйпе калаçни.
- Паян класра кам дежурнăй?
- Паян класра эпĕ дежурнăй.
- Класра кам çук? (ача тăрса пурте пуррине е кам çуккине пĕлтерет)
-Паян ака уйăхĕн миçемĕшĕ?
-Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
-Урамра мĕнле çанталăк тăрать? (Урамра ăшă çанталăк тăрать, тÿпе кăвак, ăшă çил вĕрет).
- Тÿпе мĕн тĕслĕ?
- Çил вĕрет-и?
- Хĕвел пăхать-и?
- Кайăксем ăçтан вĕçсе килеççĕ?
- Сире паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?
- Эсир çуркуннене хавас-и?
- Ачасем, çуркунне çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел пăхать, юр ирĕлет, урамра шыв юхать, кайăксем кăнтăртан вĕçсе килеççĕ, симĕс курăк тухать, йывăçсем çулçă кăлараççĕ, пахчара çурхи ĕçсем пуçланаççĕ, çынсем çăмăл тăхăнаççĕ…).
-Тĕрĕс ачасем, эсир каланă паллăсем вĕсем пурте çур паллисем.
- Мĕн тери илемлĕ вĕсем çурхи кунсем!
IV. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси (4 – 5 мĕш слайдсем)
- Паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен сирĕн таблицăпа усă курса шифăрланă урок темине тупмалла.
-Паянхи урокра эпир сирĕнпе кайăксем çинчен калаçăпăр, вĕсем çинчен тарăнрах пĕлÿ илме тăрăшăпăр. Тен, мĕн те пулин çĕннине пĕлĕпĕр.
-Çапла вара, паянхи урок теми «Кайăксем - пирĕн туссем».
V. Кайăк ячĕсене аса илесси.
Айтăр вăйă выляр-и?
Кайăк ячĕсене пĕлнине
Тĕрĕслесе пăхар-и?
1. Рифмăсем тупăр: (6-мĕш слайд)
1. Ку! Ку! Ку! Авăтать … (куккук).
2. Тăрр! Тăри! Тăрр! Тăри! Тÿпере юрлать … (тăри).
3. Чак! Чак! Чак! Чаклатать … (чакак).
4. Крак! Крак! Крак! Краклатать … (курак).
5. Хĕл ларсан уйра эп курăп хĕрлĕ пĕсехеллĕ …(уйăпа).
- Маттур, ачасем! Кайăк ячĕсене лайăх пĕлетĕр.
-Чăваш Республикинче пурĕ миçе тĕрлĕ кайăк тĕл пулать-ши? Пĕлетĕр-и, эсир? Эпĕ интересленсе интернетра шыраса пăхрăм та 200 ытла тĕрлĕ кайăк тĕл пулнине пĕлтĕм.
2. Кайăксене ушкăнлани. (7-мĕш слайд)
- Кайăксене эпир мĕнле ушкăнсене пайлатпăр?(Пирĕн патра хĕл каçаканнисем, çуркунне вĕçсе килекеннисем).
-Халĕ вĕсене икĕ ушкăна пайлатпăр. Чăрăш çине хĕл каçакан кайăксене тата хĕл каçма вĕçсе килекеннисене, хурăн çине ăшă енчен вĕçсе килекеннисене.
- Курака хăш йывăç çине лартатпăр?
….
- Халĕ вара хурăн çине тата чăрăш çине лартнă кайăксене пурте пĕрле ушкăнпа тепĕр хут калатпăр.
3. Кайăксен сассисем. (8-мĕш слайд)
-Мĕнле кайăксем юрă шăрантараççĕ-ши кунта? Итлесе пăхар-ха вĕсене.
-Ку курак сасси.
-Ачасем, кураксене халăхра «çуркунне йыхравçи» теççĕ. Вĕсем пирĕн пата чи малтан, пуш уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ.
-Ку шăнкăрч сасси.
-Тепĕр кайăк сассине итлесе пăхатпăр. Мĕнле кайăк юрлать?
-Ку тăри сасси.
-Ака уйăхĕнче пирĕн тăрăха шăнкăрчсем, тăрисем вĕçсе килеççĕ.
-Çу уйăхĕнче вара мĕнле кайăксем вĕçсе килсе юрă шăрантарма пуçлаççĕ-ши? Итлесе пăхар-ха (шăпчăк, куккук, сар кайăк, чĕкеç).
-Ачасем, кайăксем çут çанталăкра, пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнаççĕ-ши? Çак ыйтăва хурав пама пире калав пулăшĕ.
VI. Текстпа ĕçлесси.
1.Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени. (9-мĕш слайд)
- Халĕ эпир сирĕнпе текстпа ĕçлĕпĕр. Текста ăнланма, унпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Çак сăмахсене малтан эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ пулăр, вĕсене астуса юлма тăрăшăр.
Курăк ăшĕнче – в траве
Тĕмĕ ăшĕнче – в кустах
Типĕ курăк – сухая трава
Йăтаççĕ – таскают
Пĕтереççĕ – уничтожают
Йăва – гнездо
Хăвăл – дупло
Тĕк - перо
а) вĕрентекен – пурте пĕрлĕ; ă) пĕр ача чăвашла, тепри вырăсла вулани; б) çĕнĕ сăмахсемпе предложени туптарни.
2. Текстпа ĕçлесси. (10-мĕш слайд)
а) текста вĕрентекен вуланине итлени;
- Халĕ текстпа паллашăпăр. Эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ итлĕр те унтан текста мĕнле ăнланнине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.
ă) ачасене текста мĕнле ăнланнине вырăсла калаттарни;
б) текстри çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем пур предложенисене тупса вырăсла куçарттарни;
-Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр, ыйтусем çине хуравлама хатĕрленĕр ( ачасем çурма саспа хăйсем тĕллĕн вулани).
в) калав тăрăх ыйтусем çине хуравласа тĕрĕслени (11-мĕш слайд)
- Халĕ çак калав тăрăх пĕр-пĕрне ыйтусем парăр та хуралăр.
Çуркунне пирĕн пата мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ?
Вĕсем хăйсен йăвисене ăçта-ăçта тăваççĕ?
Васьăпа аслашшĕ хăш кайăксем валли йăвасем турĕç?
Вася мĕншĕн савăнчĕ?
Аслашшĕпе мăнукĕ йăвасене ăçта çакĕç?
г) мăшăрпа ĕçлени (пĕр-пĕрне итлени);
- Халĕ çак ыйтусене пĕр-пĕрне парса туллин хуравлама хатĕрленĕр.
- Аччасем, эсир маттурсем. Панă ĕçе аван пурнăçларăр.
- Ачасем, эпир текстпа тĕрлĕ ĕçсем турăмăр. Халĕ ман шутпа, эсир çак текста чăвашла каласа пама пултаратăр пулĕ тесе шутлатăп (ачасем текста чăвашла каласа пани).
3. Грамматика материалĕпе ĕçлени. (12-мĕш слайд)
- Халĕ текстра паллă тунă сăмахсемлĕ предложенисене тупăр. Глаголсем хăш вăхăтра-ши?
1. Хĕлле вара унта çерçисемпе кăсăясем те пурăнĕç.
2. Ыран вăрмана кайăпăр та йăвасене унта çакăпăр.
Будущее время употребляется тогда, когда говорящий не вполне уверен в том, что действие произойдёт.
VII. Кану саманчĕ (13-мĕш слайд)
- Ывăнтăмăр пулмалла, кăшт канса илмелле çан-çурăмсене хускатса илер.
Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ,
Унтан канма лараççĕ.
Каллех çĕкленеççĕ
Малалла вĕçеççĕ.
Шăппăн-шăппăн ларăпăр,
Малалла вĕренĕпĕр.
VIII. Çыру хăнăхăвĕсене аталантарни. (14-15-мĕш слайдсем)
- Çак предложенисенче тĕрĕс аффикс лартăр.
1. Çуркунне кайăксем кăнтăр… вĕçсе килеççĕ. - тан, -тен
2. Кайăк… йăва тăваççĕ. - а, -сем
3. Кайăксем сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтер…. - еççĕ, -аççĕ
4. Асаттепе шăллăм шăнкăрчсем валли йăва ту…. - рĕ, -рĕç
5. Пирĕн кайăксене пулăш….- малла, -мелле
IX. Урока пĕтĕмлетни (16-мĕш слайд +гипессылка «Куç гимнастики».)
- Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем çинчен калаçрăмăр? (Ачасем хуравлаççĕ).
-Вĕсем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ, çум курăк вăррисене пуçтараççě).
-Вěçен кайăксен çут çанталăкри пěлтерěшě питě пысăк. Вěсем сиен кÿрекен хурт- кăпшанкăсене пěтереççě, çум курăк вăррисене пуçтараççě. Пěр шăнкăрч çемьи кăна чěпписене пăхса ÿстернě вăхăтра 8-10 пин таран сиенлě нăрăсене пěтерет. Çавăнпа та вĕсене упрăр, пулăшăр, кайăк çăмартисене ан тытăр, йăвисене ан тустарăр! Вара кайăксем пире яланах илемлĕ сассисемпе савăнтарĕç.
Апла пулсан пирĕн вĕсене юратмалла, упрамалла, пулăшмалла.
- Ачасем, айтăр-ха çак предложенине тепĕр хут ушкăнпа калатпăр.
- Халĕ вара çак предложенине вырăсла куçарăр.
- Птиц нам нужно любить, беречь, помогать.
X. Сăнавсем (гиперссылка)
- Ачасем, ватă çынсем кайăксен пурнăçне сăнасах тăнă пирки çанталăк, тыр-пул, пахча çимĕç мĕнле пулассине пĕлнĕ. Вĕсем хăш-хăш кайăк тăрăх пĕлме пултарнă-ши? Хăшĕ-пĕрисемпе паллашар-ха.
Шăпчăк авăтма пуçларĕ – купăста лартмалла.
Çерçи ушкăнланнă – ыраш акмалла.
Путене нумай юрлать – тырă аван пулать.
Шăнкăрч хуп-хура килчĕ – хура тул пулать.
XI. Киле ĕç пани (17-мĕш слайд).
«Кайăксем» ятлă ÿкерчĕклĕ кроссворд тăвăр.
Хăвăра килĕшекен кайăка ÿкерсе килĕр.
XII. Рефлекси (18-мĕш слайд).
1. Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ-и? (Çакна пĕлме ачасен сарă çаврашкасем çине смайликсем ÿкермелле: савăнăçлă смайлик – килĕшрĕ; хурлăхлă смайлик –килĕшмерĕ. Ачасем çĕклесе кăтартаççĕ)
XIII. Ачасен ĕçне хаклани.
- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр. Çакăншăн эпĕ питĕ савăнтарчĕ. Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп (ачасене ĕçне хак парать). Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.
- Урока эпĕ çак сăвă йĕркипе вĕçлесшĕн: (19-мĕш слайд).
Кайăк-кĕшĕк çухалсан
Пахча çимĕç нихăçан
Тулăх пулмĕ пĕтĕмпех
Хурт пултарĕ пĕтерме.
Ман чĕре çапла сĕнет:
Çав çунатлă туссене
Хамăра упранă пек упрар,
Тăрăшсах ак пулăшар!
XIV. Урока шăнкăравпа вĕçлени.
- Сывă пулăр, ачасем! Тепре тĕл пуличчен!
- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/533498-pticynashi-druzja
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Современные подходы к организации учебно-воспитательного процесса в общеобразовательной школе»
- «Психолого-педагогические основы деятельности педагога дополнительного образования»
- «Развитие профессиональной компетентности учителя начальных классов в контексте ФГОС НОО и профессионального стандарта»
- «Управленческая деятельность руководителя общеобразовательной организации»
- «Организация учебно-воспитательного процесса по АООП для обучающихся с ЗПР в соответствии с ФГОС ООО»
- «Ведение учебно-воспитательной деятельности в соответствии с ФГОС ДО и профессиональным стандартом педагога»
- Педагогика и методика преподавания истории и обществознания
- Руководитель специальной (коррекционной) школы. Менеджмент в образовании
- Подготовка детей к обучению в школе: содержание и организация работы с детьми
- Тифлопедагогика: обучение и воспитание детей с нарушениями зрения
- История и обществознание: теория и методика преподавания в образовательной организации
- Управление в социальной сфере: обеспечение эффективной деятельности организации социального обслуживания

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.