- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Учебный курс «Вероятность и статистика»: содержание и специфика преподавания в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО»
- «Центр «Точка роста»: создание современного образовательного пространства в общеобразовательной организации»
- «Риторические аспекты профессиональной коммуникативной деятельности современного педагога»
- «Игровые пособия для работы с детьми дошкольного возраста (палочки Кюизенера, блоки Дьенеша, круги Луллия, ментальные карты Бьюзена)»
- «Обучение английскому языку детей дошкольного возраста»
- «ИКТ-компетентность современного педагога»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Урок для 5 класса
Пуриселри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул
Урока хатĕрлекенĕ
Пуриселри пĕтĕмĕшле пĕлÿ
паракан вăтам шкулта чăваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен
Воронцова Вера Леонидовна.
Урок теми:«Туслăх вăйĕ». (Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче ирттермелли урок)
Сапăрлăх тĕллевĕ:
ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси;
пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси;
тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
туслăх çинчен калаçу ирттересси;
тĕрлĕ йышши хăнăхтарусем урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси.
Аталантару тĕллевĕ:
ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.
Урок тĕсĕ: ИКТпа усă курса çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
учитель сăмахĕ;
ыйту-хурав;
калаçу;
шырав;
кластер, синквэйн тăвасси;
ваттисен сăмахĕсемпе ĕслесси;
Пуплеве аталантарасси:
шухăша çирĕплетесси;
ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси.
Словарь ĕçĕ:
Туслăх вăйĕ – сила дружбы
Тимĕртен çирĕппи – крепче железа
Çил-тăвăлран вăйли – сильнее урагана
Çапла хакланă – так ценили
Авалтанпах – издревле, с древних времен
Ватă асаттесем– прадеды
Кил-йыш - семья
Кÿршĕ-аршă – соседи
Ял-йыш – односельчане
Мирлĕ те туслă пурăннă – жили мирно и дружно
Хăйсен ирĕкĕпе вăрçă-харкашу пуçарман – по своей воле не начинали ссориться и враждавать
Чăвашсем хушшинче– среди чувашей
Пур çĕрте те – всюду, везде
Кÿршĕсемпе килĕштернĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ – уважают за добрососедство, открытый характер и трудолюбие
Хăйне кÿрентермен çынна чăваш яланах тарават – с человеком, не обижавшим его, чуваши всегда доброжелательны и приветливы
Çур чунне çурса пама хатĕр – готовы поделиться половиной своей души
Кирлĕ хатĕрсем:
Вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, PowerPoint программăпа хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), туслăх çинчен ÿкерчĕксем, видеоролик, музыка.
Урок эпиграфĕ:
«Туслăх ылтăнран та, кĕмĕлрен те хаклă».
(Ваттисен сăмахĕ)
Урок юхăмĕ
Класса, урока йĕркелесси.
Метаграммăра мĕнле сăмахсем пытаннине тупасси. (1 слайд)
ПуçлансассăнП-пала
Шутсăр кирлĕ япала.
Лав çинчи утта ялан
Унпала туртса çыхан.
ПуçлансассăнТ-пала
Пирĕн кăмăл тулмалла,
Тĕрлĕ халăх асĕнче
Çак сăмах çеç пулмалла. (ПУСЛĂХ – ТУСЛĂХ)
Пуслăх - гнёт, притужина (для пригнетания сена, соломы, снопов на возах).
Учитель сӑмахĕ.Тупсăмне тупнă хыççăн урок темипе тĕллевĕпе паллаштарни. (2 слайд)
Туслӑх, юлташлӑх, тус тата юлташ ӑнлавсем ансат пек туйӑнаҫҫĕ пулсан та, тепĕр чухне хамӑр хутшӑнура пулса иртекен пулӑмсене хамӑр та ӑнланмастпӑр. Хамӑр хушӑри ырӑ хутшӑнусене сыхласа хӑварасси хамӑра хамӑр мĕнле тыткаланинчен, эпир мĕнле сӑмах тытнинчен нумай килет.
Сирĕн пурин те юлташсем, туссем пур. Ҫак ӑнлавсем пĕр-пĕринпе питĕ ҫывӑх пулсан та пĕр-пĕринчен уйрӑлса тӑраҫҫĕ. Мĕнле?
Хуравсем: Юлташ - шухӑш пĕрлĕхĕпе тепĕр ҫынна ҫывӑх ҫын.
Тус - ҫывӑх хутшӑнура тӑракан питĕ шанчӑклӑ ҫын.
Санӑн тус пулни тата ху камшӑн та пулин тус пулни – питĕ пысӑк телей.
Ыйту: Сирĕн шутӑрпа, чӑн-чӑн туслӑх мĕн вӑл?
Текстпа ĕçлесси.
- Словарь ĕçĕ ирттересси. (3-4 слайд)
- Учитель вулавĕ.
- Текста вырăсла куçарасси.
- Текст тăрăх калаçу ирттересси.
4. Ыйтусемпе ĕслесси: (5 слайд)
а) Чăвашсем авалтанпах туслăха мĕнле хакланă?
ă) Ытти халăхсемпе чăвашсем мĕнле пурăннă?
б) Халĕ чăвашсем ăçта-ăçта пурăнаççĕ?
в) Чăвашсем хушшинче мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?
г) Чăвашсене ытти халăхсем мĕншĕн хисеплеççĕ?
Сылтăм енне сăмахсен антонимĕсене çырса тухăр. Пĕрремĕш саспаллисене çÿлтен аялалла вуласан ваттисен сăмахĕ вуланĕ. (6 слайд)
юрăхлă юрăхсăр
япăх лайăх
çутă тĕттĕм
хĕрарăм арçын
хура шурă
ыран паян
ăслă ухмах
пур çук
анлă ансăр
кăнтăр çурçĕр
сивĕ ăшă
çуллĕ лутра
ĕçчен наян
уяр ăмăр
Хăнăхтарусемпе ĕçлесси. (7 слайд)
Çĕр тенкĕ пул… çĕр тус пултăр. (–иччен)
Юлташ…юлташ пул – (-па)
Юлташ… ÿксе ан юл. (ран)
Пурнăçăн илемĕ –
Çирĕп туслăх…(-ра)
«Туслăх» сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле илтĕнет-ши?
Чăвашла - туслăх
Вырăсла - дружба
Тутарла - дуслык
Акăлчанла -friendship
Нимĕçле -freundschaft
Кану саманчĕ. (8 слайд)
- Юнашар тăракана йăл кулатпăр.
- Лайăх кăмăллă çыннăн пичĕ мĕнле? Туса кăтартăр.
- Чунра йывăр, начар кăмăллă çыннăн питне туса кăтартăр.
- Ачасем, алăсем туслашма пултараççĕ-ши?
- Юлташăн аллине тытăр. Вăл мĕнле туйăм çуратать? Мĕн каланă пулăттăр?
- Юлташăн кăмалĕ мĕн сарлакăш, мĕн çÿллĕш?
- Юлташпа мĕнле утăмсемпе утатăр?
Рифма тăрăх кирлĕ сăмах тупасси. (9 слайд)
а) Яланах пĕрле çулла
Эп çÿреп унпа … (на рыбалку).
ă) Эп пĕлетĕп хам та лайăх,
Ман юлташ вăл шутсăр … (хороший).
б) Ун чăнах та ырă кăмăл,
Çавăнпа мана та … (легко).
в) Ав унта ÿсет сар тырă,
Ман юлташ епле çав …(хорошо).
г) Е çуратпăр иккĕн вутă,
Пуçтаратпăр типĕ … (сено).
Ваттисен сăмахĕсене тупасси. (10 слайд)
Тус пулсан мул та пур.
Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр.
Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш.
Укçапа пуйиччен туспа пуй.
Çĕнĕ тус тупсан та, киввине ан ман.
Туслăха сутăн илеймĕн.
Туслăхра – вăй.
11. Тест ирттересси: (11 слайд)
Тĕрĕс мар сăмах майлашăвне кăтартăр.
а) шанчăклă тус
ă) юлташсăр çын
б) хитре ача
в) çывăх тăван
г) туслă тус
2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенисене палăртăр.
1) Манăн çывăх юлташ шкулта вĕренет.
2) Юлташ çывăх вĕренет манăн шкулта.
3) Вĕренет çывăх манăн шкулта юлташ.
4) Шкулта манăн çывăх юлташ вĕренет.
3.Тĕрĕс куçарăр.
1) тус а) родственник
2 ) тăван ă) красивый
3 ) шанчăклă б) друг
4) çывăх в) синеглазый
5 ) туслă г) верный
6) хитре д) дружный
7) кăвак куçлă е) близкий
1 2.Кластерпа синквейн тăвасси: (12-13 слайд)
13. «Песня о дружбе» ролике пӑхасси, итлесси. Вырӑсларан чӑвашла куҫарасси. (14 слайд)
14. Урока пĕтĕмлетесси. (15 слайд)
Ӳкерчĕкре эсир мĕн куратăр? Ун тăрăх мĕн каланă пулăттăр?
15. Килти ĕç: «Туслăх вăйĕ» сочинени çырмалла. (16 слайд)
8
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/43653-urok-dlja-5-klassa
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Методика преподавания математики в соответствии с ФГОС СОО»
- «Основные аспекты социальной работы с людьми с инвалидностью»
- «Организация работы с детьми дошкольного возраста с ОВЗ в детском саду»
- «Педагогическая деятельность: развитие профессиональной компетентности учителя»
- «Профессиональная деятельность старшего вожатого образовательной организации»
- «Профилактика и коррекция девиантного поведения обучающихся в работе социального педагога»
- Педагогика и методика преподавания информатики
- Педагог-воспитатель группы продленного дня. Теория и методика организации учебно-воспитательной работы
- Методист дошкольной образовательной организации. Педагогика и методика дошкольного образования
- Управленческая деятельность в организации дополнительного образования детей
- Содержание и организация деятельности учителя-логопеда в дошкольной образовательной организации
- Теория и методика дополнительного образования детей

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.