Охрана труда:
нормативно-правовые основы и особенности организации
Обучение по оказанию первой помощи пострадавшим
Аккредитация Минтруда (№ 10348)
Подготовьтесь к внеочередной проверке знаний по охране труда и оказанию первой помощи.
Допуск сотрудника к работе без обучения или нарушение порядка его проведения
грозит организации штрафом до 130 000 ₽ (ч. 3 статьи 5.27.1 КоАП РФ).
Повышение квалификации

Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014

Почему стоит размещать разработки у нас?
  • Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
  • Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
  • Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
Свидетельство о публикации
в СМИ
свидетельство о публикации в СМИ
Дождитесь публикации материала и скачайте свидетельство о публикации в СМИ бесплатно.
Диплом за инновационную
профессиональную
деятельность
Диплом за инновационную профессиональную деятельность
Опубликует не менее 15 материалов в методической библиотеке портала и скачайте документ бесплатно.
20.12.2023

Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерĕ» романри репресси теми ÿкерĕнни. Отражение темы репрессии в романе Николая Сорокина «Вдовья подушка».

Роза Мазикова
Учителя чувашского языка и литературы
Статья аннотацийĕ: Автор Николай Сорокинăн «Талăх арăм минтерĕ» романри репресси темине епле çутатса панине кĕскен çырса кăтартнă.«Тăлăх арăм минтерĕ» кĕнеке авторĕ – Николай Михайлович Сорокин. Вăл 1941 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Тутар АССРĕнчи Теччĕ районне кĕрекен Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Журналист, публицист, çыравçă. 50 çула яхăн ТАССăн Тутарстанри ятарлă корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Тутарстанри Чăваш çыравçисен Союзĕн председателĕ, Хусанта «Сувар» хаçата никĕсленĕ, тĕп редакторĕ тата «Шурăмпуç» литература журналĕн тĕп редакторĕ пулнă. Хусанта тĕрмене çавăрнă Параскева Пятница чиркĕвне уçнă. 12 кĕнеке авторĕ, çав шутра «Вечная Волга» роман-трилогин (2006-2008, 2013), чăвашла «Аттеçĕм Атăл» (2017), Тутарстанри тĕне кĕмен чăвашсем çинчен ÿкернĕ «Вера древнего народа» документлă фильм авторĕ. Тутарстан Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти.
«Тăлăх арăм минтерĕ» романри ĕçсем Тутарстанри Атăл çумĕнчи авалхи Ешĕл Йăмраллă ялĕнче пулса иртеççĕ. Роман «ача вĕлерекен» Весилина Кузнецовăна 1945 çулхи май пуçламăшĕнче Тутар НКВД Следстви управленийĕн пуçлăхĕ Иосиф Дорфман допрос тунинчен пуçланать. Весилина Кузнецова, хайлаври тĕп сăнар, ялтилле каласан Ваçиле – Раççейĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăлăха юлнă миллионшар хĕрарăмсенчен пĕри. Шăпах çавăн пек хăюллă, йывăрлăхсенчен, тăшмансенчен хăраманскерсем Çĕнтерĕве туптанă та иртнĕ вăрçăра. Унăн паттăрлăхне, тĕллевне пурнăçлассишĕн, юратнă упăшкипе тĕл пулассишĕн темле йывăрлăха та, кашни тăшмана та çĕнтерме хатĕр пулнине кăтартса парать автор çак хайлавра.

Содержимое разработки

Мазикова Роза Анатольевна, Шупашкарти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 19-мӗш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вӗрентекенӗ

Лукина Зоя Нестеровна, Шупашкарти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 36-мӗш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вӗрентекенӗ

.

Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерĕ» романри репресси теми ÿкерĕнни.

Отражение темы репрессии в романе Николая Сорокина «Вдовья подушка».

Статья аннотацийĕ: Автор Николай Сорокинăн «Талăх арăм минтерĕ» романри репресси темине епле çутатса панине кĕскен çырса кăтартнă.

«Тăлăх арăм минтерĕ» кĕнеке авторĕ – Николай Михайлович Сорокин. Вăл 1941 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Тутар АССРĕнчи Теччĕ районне кĕрекен Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Журналист, публицист, çыравçă. 50 çула яхăн ТАССăн Тутарстанри ятарлă корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Тутарстанри Чăваш çыравçисен Союзĕн председателĕ, Хусанта «Сувар» хаçата никĕсленĕ, тĕп редакторĕ тата «Шурăмпуç» литература журналĕн тĕп редакторĕ пулнă. Хусанта тĕрмене çавăрнă Параскева Пятница чиркĕвне уçнă. 12 кĕнеке авторĕ, çав шутра «Вечная Волга» роман-трилогин (2006-2008, 2013), чăвашла «Аттеçĕм Атăл» (2017), Тутарстанри тĕне кĕмен чăвашсем çинчен ÿкернĕ «Вера древнего народа» документлă фильм авторĕ. Тутарстан Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти.

«Тăлăх арăм минтерĕ» романри ĕçсем Тутарстанри Атăл çумĕнчи авалхи Ешĕл Йăмраллă ялĕнче пулса иртеççĕ. Роман «ача вĕлерекен» Весилина Кузнецовăна 1945 çулхи май пуçламăшĕнче Тутар НКВД Следстви управленийĕн пуçлăхĕ Иосиф Дорфман допрос тунинчен пуçланать. Весилина Кузнецова, хайлаври тĕп сăнар, ялтилле каласан Ваçиле – Раççейĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăлăха юлнă миллионшар хĕрарăмсенчен пĕри. Шăпах çавăн пек хăюллă, йывăрлăхсенчен, тăшмансенчен хăраманскерсем Çĕнтерĕве туптанă та иртнĕ вăрçăра. Унăн паттăрлăхне, тĕллевне пурнăçлассишĕн, юратнă упăшкипе тĕл пулассишĕн темле йывăрлăха та, кашни тăшмана та çĕнтерме хатĕр пулнине кăтартса парать автор çак хайлавра.

Вăрçăчченхи телейлĕ пурнăç, савнă упăшкине Ванюшпа пурăннă малтанхи çулсем, унăн ытарайми сăнарĕ Ваçиле пуçĕнче роман тăршшĕпех иртет. Пĕччен, тăлăха юлнă хĕрарăм темелле ăна. Анчах пĕччен мар вăл, пĕр шухăшлисем нумай унăн. Вĕсенчен чи мала Ваçилен пĕртен-пĕр юратăвне, вăрçăра пуç хунă Ванюша хумалла. Ăна ялан асра тытнипе, йывăр вăхăтра йывăрлăхсене çĕнтерет тăлăх. Ывăлĕсем Толикпа Венькка, хĕрĕ Лилька, хуньăшĕ Кузнецов Ермолайĕ тÿсĕмлĕ пулма çĕклеççĕ ăна.

Пултаруллă çыравçă хайлавра ял пурнăçĕ, çамрăксен юратăвĕ, пĕрремĕш колхозсем йĕркеленни, тискер вăрçă çинчен кăна мар, репресси темине те çĕклет. Ешĕл Йăмраллă – авалхи чăваш ялне, Атăл юхăмĕн варринелле сылтăмри чăнкă çыранта вырнаçнăскере,

патшалăх политикинчи хăрушă тапхăрĕ – репресси вăхăчĕ – хытă силлет. Ваçилене, Хусанта зоотехнике вĕренме кайсан, пĕрремĕш курсшăн экзаменсене хатĕрленмелли вăхăтра, тăшман хĕрĕ тесе институтран кăларса яраççĕ. Ваçилен ашшĕ, Хĕветĕр Земляков, çирĕм тăххăрмĕш çулта пĕр «çаврашка» ĕçе пула лекет.

Хĕветĕре ялта васкаса туса хунă колхоза чи пĕрремĕш кĕртрĕç. Вăлах унтан пĕрремĕш тухрĕ те. Ăна ял Совечĕн председателĕ Малюç улталарĕ, çĕр çинче ĕçлесси çăмăлланать, колхозсене тракторсем ахалех параççĕ терĕ. Тĕрĕссипе вара илĕртнине шанса ялти ĕçкĕçсемпе ĕçсĕррисем кăна халиччен никам пĕлмен пĕрлĕхе кĕме килĕшрĕç. Анчах та ăслăрах хресченсем мĕнлерех тухăç илесси пирки тÿрех ăнланчĕç. Тăна кĕчĕç те каялла тухас терĕç, анчах та каялла çул çук иккен. Кÿршĕ ялсенче, Кушкуйпа Çармăсра, артельтен тухас тенĕ виçĕ хресчене арестлесе Хураçĕре илсе кайнă тет. Вĕсене пысăк срок панă тесе калаçатчĕç. (Çак сăлтавпа 1932 çулта 106 колхознике, 1933 çулта 323 çынна репрессиленĕ (Татаринче 1932-1933 çулсенчи активлă контрреволюциллĕ тата советсене хирĕçле ĕçсем çинчен калакан кĕске справка). КГБ Тутарстанри архивĕ. 9 фонд, 29 ĕç.) [5, с. 31]

Анчах та хресчен вăл, çара кут пулин те, ăнкаруллă. Хĕветĕр (Ф. И. Земляков) ним тума пĕлменннипе заявлени çырма шут тытрĕ. Улатимĕр кумĕпе (В. А. Корсаков), Уртюн Тингляков, Микулай Воробьев, юлашкинчен Ахванеç мучи Ваçилен шкул тетрачĕн варринчен иккĕлле кăларса илнĕ хут листи çине колхозран тухма заявлени çырчĕç.

Заявленисем, пурĕ 19 пуçтарăнчĕç, хут çинче урапа шăлĕ пек çаврăнса йĕркеленчĕç. Çаврашка заявленине кам пĕрремĕш, кам юлашки çырнине тавçăрса илме те çук. Тата пурте пĕр кăранташпа çырнă. Пăлхава кам çĕкленĕ – пыр та шыра [5, с. 32].

Лутăрканса, хуралса пĕтнĕ хута ял Советне çĕрле вăрттăн кайса пăрахрĕç. Малюç председатель хăйĕн купарчи айне вĕри бомба килсе пăрахнă пек асар-писер тулхăрчĕ. Апат вăхăчĕ çитнĕ тĕлелле яла «тужурниксем» -ОГПУн районти уйрăмĕнчен сăран куртка-тужурка тăхăннă мăнтăрккасем килсе çитрĕç. Вĕсем хут таткине аллисенче чылайччен çавăркаларĕç, пуçĕсене суллакаларĕç, «Çаврашка» текен ĕç пуçарчĕç. Çĕрлесерен йăмраллăсене пĕрерĕн допроса чĕнтерчĕç – пуçараканне, халăхăн тĕп тăшманне, шырарĕç. Арçынсем вара, килĕшнĕ пекех, пĕри те никама та сутмарĕ. Анчах та гэпэушниксем ăнкарса илчĕç, те кам-тăр хăлхисенчен пăшăлтатнă – пĕр эрнерен милиционерсем çĕрле килсе Хĕветĕре çавăтса кайрĕç.

Земляков коммунистсен лагерĕнчен сакăр çултан тин таврăнчĕ – тип пулă пек хытканланса кайнăскер, цингана пула пĕр шăлсăр тăрса юлнăскер, хуçăлнă аяк пĕрчисемпе… Чи пысăк инкекĕ вара – вăл нимĕн те çиеймест, вар-хырăмĕ апат йышăнмасть ун…

– Унта ним те çимелли çукчĕ, кунта ав çăкăр çине пăхса выçă вилетĕп, – хурланчĕ вăл, сарăхса кайнăскер, аран хăрăлтатса тухакан сассипе. Витĕр шăнса пăсăлнăскер, вăл хĕвел

çинче ăшăнчĕ, ÿсĕре-ÿсере юн хăсрĕ. Çу вĕçнелле çĕрелле хĕрĕх пиллĕкри чăлах вилсе те кайрĕ [5, с. 32].

… Акă, Земляков вилнĕренпе виçĕ çул иртсен ун пирки НКВДра татах аса илчĕç, хĕрне вĕреннĕ çĕртен кăларса ячĕç. Чăн та иккен, усалли шывра та путмасть, çĕр айĕнче те çĕрмест. Ваçилене халь колхоз ферми патне те ямарĕç, тĕрлĕ ĕçре çÿресе вăрах тарăхрĕ вăл. Çапах та çул çултан, Подоприхин çине тĕнипе, ăна каллех дояркăна ĕçлеме илчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, фермăра бригадира лартрĕç [5, с. 33].

1936-1938 çç. çĕршыв историйĕнче «пысăк террор» вăхăчĕ тесе çырăнса юлчĕç. 30-мĕш çулсен варринелле «террор маховикĕ» (маховик террора тенĕ вырăсла) хăвăртран та хăвăртрах çаврăнма пуçланă. 1934 çулăн иккĕмĕш пайĕнче Тутар республикинчи ОГПУ-НКВД йышăнăвĕсем тăрăх 164 çынна политика енчен, 100 çынна суд органĕсем айăпланă. 1935 çулта 2 пин ытла çынна айăплă тесе йышăннă, вĕсенчен 11-не персе пăрахнă [1].

1937 çулхи август уйăхĕнче Хусанта «çĕршыва сутакансен» арăмĕсемпе ачисене те арестлеме пуçланă. Ачасене малтанах Троицки вăрманĕнче вырнаçнă приемник-колонире тытнă. Вĕсенчен нумайăшĕн пурнăçĕ унтах вăхăтсăр татăлнă. Вăл вăхăтра Хусанта «казанская Лубянка» ĕçленĕ. «Пур ĕçе» те çавăнта пăхса тухнă. 1937 çулта (халăхра ăна вырăсла «окаянный год» тенĕ) Тутар республикинче кашни иккĕмĕш арестленĕ çынна персе пăрахнă. Çак тискер ĕçсем 1938 çулта та чарăнман. 1938 çулхи анварь уйăхĕнче большевиксен Тĕп Комитечĕн политбюровĕ (Политбюро ЦК ВКП (б)) «Об антисоветских элементах» постановлени йышăннă. Çакăн хыççăн арестсем татах та нумайланнă. Çынсене ним айăпсăр тыта-тыта кайнă, пере-пере пăрахнă.

Ешĕл Йăмраллă тата юнашар ялсенче кашни кун тенĕ пекех вилни тата хыпарсăр çухални çинчен ик çĕр ытла хут килнине чăтса ирттерме питех те йывăр. Вăрçă вĕçнелле нумай терт-нуша курнă хĕрарăмсем упăшкасăр тăрса юлнă Веселина Кузнецова чĕннипе влаçа хирĕç тăраççĕ: «Хамăр ачасене вĕлерме памастпăр! Урăх ача çуратмастпăр», – тесе тĕв тăваççĕ…

Кĕçех Ваçилене тытса каяççĕ, кашни кун е кашни каç допроса сĕтĕреççĕ,

çавах парăнтараймаççĕ. Çĕнтереймеççĕ «халăх тăшманĕн хĕрĕ» ята «тивĕçнĕ» тăлăха, мĕншĕн тесен вăл – аслă тĕнчен пайĕ, хăй тĕнче. Вăл çутçанталăкăн уйрăлми пайĕ пулнине уйрăмах Ваçиле Суслонгера кайни ĕненмелле кăтартса парать: кашкăрсем те, шартлама сивĕ те, выçлăх та нимĕн мар уншăн.

Ваçиле – пин сăнартан илнĕ пĕр сăнар. Вăл хăрушă вăрçăн мĕскенĕ çеç мар, тискер репрессин мĕскĕнĕ те:

– Эсир манăн çăвара хупаймăр. Эпĕ ĕненетĕп, мана Раççейри, тен, ытти çĕршывсенчи тăлăх арăмсем те илтĕç. Вăрçăн пиншер мĕскĕнĕсем. Вăрçăсем пĕтесси пуçлăхсенчен

килет. Унăн, влаçăн, вăрçă пуçлама ялан сăлтав пур. Вĕсем çынсене кăмакана пуленккесем ывăтнă пек пăрахаççĕ. Пĕр шелсĕр [5, с. 5].

«Халăхăн питĕ хăрушă тăшманĕ» Ваçиле Кузнецова, «Тройкăн» васкавлă сучĕн приговорĕпе персе вĕлермелле тунăскер, темле тĕлĕнмелле майпа хăтăлса юлать. «Ача вĕлерекене» çĕнĕ срок панă – «çирĕм пилĕк çул çыру çÿретмесĕр» хупса усрамалла тунă. Анчах та совет лагерĕсенче тăхăр çул нушаланнă хыççăн ăна çÿлтисен указĕпе ирĕке кăларнă, айăпне пăрахăçланă. Ирĕке тухсан тăлăх арăм упăшкине пытарнă вырăна çитсе курма, унта йывăç хĕрес лартма май тупнă.

Унăн ашшĕн – Хĕветĕр Земляковăн – таса ятне вăл вилнĕ хыççăн тавăрнă. Влаç çапла тума хăнăхнă, васкавлă поезд хысĕнчен ниме тăман япалана ывăтнă пек. Ятне тунă тăк манма та юрать.

2014 çулта çак ялта политика репрессийĕсене пула асап тÿснисене асăнса монумент лартнă. Çак палăка кулак вырăнне хурса 1930 çулта Соловки утравне ссылкăна янă, каярах таса ятне тавăрнă Семен Дмитриевич Запасовăн мăнукĕ Валентин Прокопьевич Запасов пуçарнипе тунă [6, с. 173].

«Тăлăх арăм минтерĕ» романа вулама пачах та çăмăл мар. Вăл вăхăтри репрессиленнĕ çынсен, вĕсен çемйисен шăпи ытла та йывăр пулнă. Иванова Оксана Анатольевна, истори наукисен кандидачĕ, хăйĕн «Из истории политических репрессий в Татарской АССР: конец 1917 – начало 1950 годов» диссертацийĕнче çапла çырать: «Репрессии одна из реалий советской истории. Однако в печати, академической науке эта тема находилась под запретом. Поэтому необходимость изучения советской карательной политики вряд ли нуждается в обосновании. Устройство и функционирование специализированных карательных институций в какой-то мере открывают нам механику самого террора, его установки и последствия. Показательно, что символом государственного террора в целом стал именно ГУЛАК [1].

Акă диссертацирен илнĕ цифрăсем (1937):

Приговор

Количество человек

Высшая мера наказания

3056

Дело прекращено

983

Оправданы

185

Осуждены:

на 1 год

27

на 2 года

67

на 3 года

328

на 4 года

103

на 5 лет

714

на 6 лет

146

на 7 лет

159

на 8 лет

460

на 10 лет

282

на 15 лет

37

на 20 лет

34

на 25 лет

25

Направлены на принудительное лечение

9 [1].

Паянхи куна Тутар республикинче нумай-нумай томлă «Книга памяти жертв политических репрессий РТ» кĕнеке пичетленсе тухнă. Унта çакăн пек информаци пур: 54,5 пин (54 727) çын репрессиленнĕ: вĕсенчен 4444-шĕ хĕрарăмсем, 13 938 çын тĕрмесенче вилнĕ, 8011 çынран 5 922-е персе пăрахнă.

Паллах, Николай Сорокин хăйĕн «Талăх арăм минтерĕ» романĕнче ку тискер вăхăт çинчен ытлашши информаци илсех кăтартмасть, апла пулин те çак хăрушă вăхăта хайлавра ÿкерсе кăтартма хăюллăх тупни питĕ паха.

Евгений Турхан çыравçă çак хайлавăн пĕлтерĕшĕ, паянхи литературăри вырăнĕ пирки çапла çырать: «Ку кĕнеке Нобель премийĕн лауреачĕ Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон» романĕнчен пĕрре те кая мар. Григорий Мелехов, вăрçăпа юманланăскер, винтовкине, пульлисене шыва пăрахса путарать. Кирлĕ мар вăрçă! Ваçиле сăмахĕсем, вăрçа хирĕç пуçарса янă ĕçĕсем тата Сорокин романĕ Шолохов романĕнчен кая мар, вырăнĕ-вырăнĕпе вăйлăрах та пулĕ» [5, с. 5].

Усă курнă литература списокĕ

1. Иванова, О. Оксана Иванова, кандидат исторических наук. Источник : https://realnoevremya.ru/articles/80174-v-gody-repressiy-v-tassr-pogibli-13-938-chelovek

2. Ивницкий Н. А. Коллективизация и раскулачивание (начало 30-х гг.) /

Н. А. Ивницкий. - Москва, Магистр, 1996. - С. 69, 194.

3. Книги памяти жертв политических репрессий Республики Татарстан : «А». Издательство «Книга памяти». 2000. – 544 с.

4. Литвин Л. А. Красный и белый террор в России 1918-1922 гг. / Л. А. Литвин. Казань, 1995. – 169 с.

5. Сорокин, Н. М. Тăлăх арăм минтерĕ. Савнисен романĕ / Н. М. Сорокин. – Шупашкар : Çĕнĕ вăхăт, 2019. – 216 с.

6. Сорокин, Н. М. Тăлăх арăм минтерĕ. Савнисен романĕ / Н. М. Сорокин; вырăсларан В. В. Александрова, Е. А. Турхан куçарнă. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2019. – 175 с.

Shape1

Shape2

Shape3

Shape4

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/559282-nikolaj-sorokinn-tlh-arm-minter-romanri-

Свидетельство участника экспертной комиссии
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и закажите рецензию на методическую разработку.
Также вас может заинтересовать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ
БЕСПЛАТНО!
У вас недостаточно прав для добавления комментариев.

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.

 

Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)

Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.

Рекомендуем Вам курсы повышения квалификации и переподготовки