- «Формирование основ финансовой грамотности дошкольников в соответствии с ФГОС ДО»
- «Патриотическое воспитание в детском саду»
- «Федеральная образовательная программа начального общего образования»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Нормативно-правовое обеспечение работы социального педагога образовательного учреждения»
- «Организационные аспекты работы педагога-психолога ДОУ»
- «Ранний детский аутизм»
- «Специальная психология»
- «Психолого-педагогическое сопровождение процесса адаптации детей-мигрантов в образовательной организации»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Технологическая карта урока родного (чувашского) языка
Митта Ваçлейĕ – чăвашсен чи пултаруллă сăвăçисенчен пĕри. Геннадий Волков, паллă педагог, академик ун çинчен çапла каланă: «Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, чăваш юнлĕ, Çеçпĕл чунлĕ поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă…»
Мазикова Роза Анатольевна, Шупашкарти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 19-мӗш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вӗрентекенӗ
Осипова Роза Петровна, Шупашкарти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вӗрентекенӗ
Ум сӑмахӗ
Митта Ваçлейĕ – чăвашсен чи пултаруллă сăвăçисенчен пĕри. Геннадий Волков, паллă педагог, академик ун çинчен çапла каланă: «Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, чăваш юнлĕ, Çеçпĕл чунлĕ поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă…» [2, 285 с.].
«Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввинчи Атăл сăнарĕ» темăпа ирттернĕ урокăн
технологи картти
(7-мĕш класс)
Урок теми: «Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввинчи Атăл сăнарĕ»
Пĕлÿ тĕллевĕ: Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввине Николай Некрасовăн «На Волге» сăввипе тата Илья Репинăн «Бурлаки на Волге» картинипе танлаштарса тишкересси.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
- поэзи ăстин пултарулăхне хаклама вĕрентесси;
- сăвă чĕлхин илемлĕхне туйма вĕрентесси;
- Атăл тасалăхне упрама, çут çанталăк илемне туйма вĕрентесси;
- ачасене çынна хĕрхенме, хисеплеме вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен пуплев культурине,шухăшлавне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси.
Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса палăртнă шухăша çирĕплетесси, илемлĕ вулав, ăнлантаруллă вуласси, хайлавсене шайлаштарса тишкересси, пĕлтерÿсем тăвасси, тухса калаçасси.
Урок мелĕсемпе меслетсем:учитель сăмахĕ, шырав, сăнани, илемлĕ вулав, кластер туни, танлаштаруллă тишкерÿ, икĕ енлĕ дневник тата таблица туни.
Словарь ĕçĕ: Мал ен – чăвашсем ĕлĕк хĕвел тухăçне çапла каланă; ăрша – ăшă сывлăш хумĕ; пуса каччи – туй ачи, авланакан каччă çумĕ, курпун – горб; йăрăс – стройный, прямой; хăй – сметь, осмелиться.
Курăмлăх хатĕрĕсем: карттăсем, «Бурлаки на Волге» ÿкерчĕк,Митта Ваçлейĕн кĕнекисем, проигрыватель, пластинка компьютер, проектор, презентаци.
Урок тĕсĕ: ĕçлĕ вăйă мелĕпе усă курса ирттернĕ урок.
Урок эпиграфĕ: «Шыв – илемлĕх тĕкĕрĕ, яланах пĕтĕм тĕнчери тĕлĕнмелле вăйлă хăват. Хăйĕн мăнаçлăхне юхан шывра тупма пултарнă çĕр-шыва ĕмĕр-ĕмĕр мухтав. Нил шывĕсĕр Египет çук, Ганка шывĕсĕр Инди çук, ытти мăнаçлă çĕр-шывсем хушшинче Аслă Раççей пур, мĕншĕн тесен унăн Атăл юхан шыв пур»(Константин Бальмонт)
Урок тапхăрĕсем | Вĕренекенсен ĕҫĕ-хĕлĕ | Вĕрентекен ĕҫĕ | Ěҫлевлĕхĕн тĕп енĕсем | Меслетсемпе мелсем |
I. Кăсăклантарса яни (10-15 мин.) | ||||
1.Сывлăх сунни. | - | Ырă кун пултăр, ачасем. Паянхи урока пурте хавас кăмăлпа пуçлар. | Шăппăн ларăр! (2 х.) Урок пырать ку класра. Эп вулатăп, эп çыратăп, Калаçатăп чăвашла. Калаçатăп вырăсла, Вĕренетĕп тăрăшса. Ачасем, урока пуçлатпăр. | Вĕрентекен сăмахĕ, хорпа калани |
2. Пуплев зарядки | Чĕлхесене вылятса илни | Ачасем, пирĕн чĕлхе – çемçе те çепĕç чĕлхе. Шăнкăр-шăнкăр! Шăнкăр-шăнкăр! Шăнкăртатса шыв юхать. Шыв хĕрринчи çÿçе йывăç Авăнайса çÿç ухать… Ку вăл ăçти таврара? Пурнăçра е юмахра? Юмахра мар, пурнăçра. Ку вăл пирĕн таврара, Пирĕн савнă çĕршывра. | Сăвă йĕркисене хорпа вулани, пайăн-пайăн вуласа вырăсла куçарни | Вĕрентекен сăмахĕ, хорпа калани, шухăшлани, вырăсла куçарни. |
3. Килти ĕçе тĕрĕслени | Килти ĕçе тĕрĕслени | Икĕ ача хăйсен ĕçĕсене вуласа пани | Шырав, тĕпчев | |
4. Информаци саманчĕ | Çĕнĕ информаципе паллашни | Митта Ваçлейĕн сăввипе, Николай Некрасовăн «На Волге» ĕçĕпе, Илья Репинăн «Бурлаки на Волге» картинипе паллаштарни | Ачасен итлени, вулани, тишкерни, вĕсен хуравĕсем | Шырав, шухăшлав. |
5. Урок темипе тĕллевне ачасемпе палăртни | Ачасем урок темине тавçăрса илни, ун тĕллевĕсене каласа тухни | Ачасем, паян эпир урокра мĕн çинче калаçăпăр? | Ачасен хуравĕсем | Учитель сăмахĕ, шухăшлав, итлени, çыхăнтару |
II. Ăнланса илни (20-25 мин.) | ||||
1. Урок материалĕ патне куçса кайни | Урок эпиграфĕпе ĕçлени. В. Митта сăввине вулани. Н.Некрасовăн «На Волге» картинипе паллашни | Эпиграфа вуласа пани, тетрадьсем çине çыртарни. Ыйтусем çине хуравлани: 1) В. Митта хăйĕн сăввинче мĕн çинчен çырнă? 2) Н. Некрасовăн лирикăлла геройĕ Атăла мĕнле хак парать? 3) Илья Репинăн «Бурлаки на Волге» картининче камсене сăнланнă? 4) Кунта сăнланнă ĕç-пулăм пирки мĕн калама пултаратăр? 5) Бурлаксене эсир мĕншĕн хĕрхенетĕр? | Ачасен урок эпиграфне çырса хураççĕ. Ыйтусем çине хуравсем параççĕ | Ачасем калани; деконструкци, реконструкци мелĕпе ĕçлени; текстпа паллашни. |
2. Словарь ĕçĕ | Çĕнĕ сăмахсене вулани, куçарни | Çĕнĕ сăмахсем: курпун – горб; йăрăс – стройный, прямой; хăй – сметь, осмелиться. | Сăмахсене вулани, куçарни, пĕлтерĕшĕсене ăнлантарни | Шырав, тĕпчев |
3. Урок материалĕпе ĕçлени | Икĕ ушкăна пайланса Атăл сăнарĕ» ÿкерчĕклĕ кластер тăвасси. Сăвăри илемлĕх мелĕсене шырани. Икĕ енлĕ дневника тултарни. | Ыйтусем çине хуравласа ачасем хăйсен ушкăнĕсене ят пани. Атăл сăнарĕ» ÿкерчĕклĕ кластер туни. Сăвăри илемлĕх мелĕсене тупни. Сăвва тишкерсе икĕ енлĕ дневника тултарни | Ачасем икĕ ушкăна («На Волге» тата «Атăл юрри») пайланса ĕçлени | Ыйтусем çине хуравлани; Атăл сăнарĕ» ÿкерчĕклĕ кластер туни; Сăвăри илемлĕх мелĕсене тупни; икĕ енлĕ дневникпа ĕçлени. |
4. Урок материалне ăнланнине тĕрĕслени Социали-заци | Сăвă йĕркисене вĕçлени Ытти ачасене хăйсен ĕçĕпе паллаштарни | 1ушкăн йĕркисем: Тăратăп анлă Атăл хĕрринче, Хумсем вылянине куçпа сăнатăп… 2 ушкăн йĕркисем: Хумханать-и аслă Атăл, Каш кашлать-и сĕм вăрман… | Малтанхи йĕркесем çумне тата темиçе йĕрке хушни | Сăвă йĕркисене малалла тăсни; класри ачасене вуласа пани. |
5. Вĕреннине çирĕплетни | Тест ыйтăвĕсем çине хуравлани | Ачасем тестпа ĕçлени | Тест ĕçне пурнăçлани | |
6. Физкультура саманчĕ | Куçа кантармалли хусканусем туни | Кану саманчĕ ирттерни | Экран çине тухнă слайдпа пĕрле хусканусем туни, классикăлла юрă итлени | Юрă итлени, хусканусем туни |
7. Ачасем хăйсен ĕçне хак пани | Ачасене хаклав таблицисене валеçсе пани | - Ачасем, сире урок килĕшрĕ-и? | Ачасен хуравĕсем | Хаклав таблиципе ĕçлени |
III. Рефлекси | ||||
1. Урока пĕтĕмлетни | Ачасем хăйсен шухăшĕсене, кăмăл-туйăмне палăртни. Икĕ енлĕ дневник туса пĕтĕмлетÿ туни | - Ачасем, Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» тата Николай Некрасовăн «На Волге» сăввисене танлаштарнă май мĕн калама пултаратăр? Икĕ енлĕ дневник тултарни | Ачасем икĕ енлĕ дневник туса урокра илнĕ пĕлĕве пĕтĕмлетни | Шухăшлав, пĕтĕмлетÿ, Икĕ енлĕ дневника тултарни. |
2. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани | Харпăр хăй ĕçне хаклама пĕлни | Ачасем, эсир паян питĕ тăрăшса ĕçлени мана савăнтарчĕ. Урок сире те кăмăла кайрĕ пулĕ тесе шутлатăп. Кама урок килĕшрĕ доска çине хĕрлĕ çăлтăр, кама кăшт килĕшрĕ кăвак çăлтăр, кама пачах килĕшмерĕ хура çăлтăр çыпăçтарăр. | Кама урок килĕшрĕ доска çине хĕрлĕ çăлтăр, кама кăшт килĕшрĕ кăвак çăлтăр, кама пачах килĕшмерĕ хура çăлтăр тухса çыпăçтараççĕ. | Урока тĕрлĕ тĕслĕ çăлтăрсемпе усă курса хаклани |
3. Киле ĕç пани летни | Ĕçе суйласа илме пĕлни | 1) Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввине пăхмасăр калама вĕренсе килмелле. 2) «Атăл» темăна çутатса паракан ÿкерчĕк тумалла. 3) «Атăл аттемĕр» темăпа сăвă е эссе çырса килмелле. | Ачасем дневник çине килти ĕçе çырса хуни. | Суйлавлă килти ĕç |
Усă курнă çăлкуçсен тата литература списокĕ
1. Антонова З.С., Станьял В.П. Чăваш сăмахлăхĕн вĕрентÿ меслечĕсем: Чăваш шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче вĕрентекенсем валли. – Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2006. – 399 с.
2. Антонова З.С., Метин П.Н. Тăван литература: 7-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки. – Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви, 2002. – 352 с.
3. Брусова Г.Ф. Йăлана кĕмен уроксен пĕлтерĕшĕ, уйрăмлăхĕ, тĕсĕсем, урокра усă куракан мелсем / Халăх шкулĕ. – 2019. – 4 (163) №. – 51-53 с.
4. Иванова Н.Г. Чăваш шкулĕнче «Тăван литература» предметпа ĕç программи çырмалли çул-йĕр / Чувашский язык и литература: теория и методика: сб. статей. Вып. XXII / отв. ред. Н.Н. Осипов. – Чебоксары: Листок, 2015. – С. 5
5. Иванова Н.Г. 7-мĕш класра тăван литературăна вĕрентнĕ чух уйрăм çынна воспитани парасси тата пур енлĕ аталантарасси / Халăх шкулĕ. – 2021. – 1 (171) №. – 7-11 с.
6. Лукина З.Н., Сорокина И.В. Технологическая карта современного урока / Чувашский язык и литература: теория тата методика: сб. статей. Вып. XXII / отв. ред. Н.Н. Осипов. – Чебоксары: Листок, 2015. – С. 236
7. Пайгусов А.И. Технология современного урока / Народная школа. – № 4 (151) 2017. – 23-24 с.
ХУШСА ПАНИ
«Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăввинчи Атăл сăнарĕ» темăпа
ирттернĕ урокра усă курмалли таблицăсем, тест ĕçĕ.
Ачасем икĕ ушкăна («Валдай» – пĕрремĕш ушкăн; «Каспи тинĕсĕ» – иккĕмĕш ушкăн) пайланса ĕçлеççĕ.
1-мĕш ĕç. «Атăл сăнарĕ» ÿкерчĕклĕ кластер тăвасси.
2-мĕш ĕç. «Пĕр пекки мĕн пур, уйрăмлăх ăçта»?
Пĕр пекки мĕн пур? | 1-мĕш ушкĕн | |
«На Волге» | Атăл юрри | «Бурлаки на Волге» |
Уйрăмлăх ăçта? | 1-мĕш ушкăн | |
«На Волге» | Атăл юрри | «Бурлаки на Волге» |
3-мĕш ĕç. Илемлĕх мелĕсемпе ĕçлесси. 1-мĕш ушкăн «Атăл юрри» сăвăпа ĕçлет. 2-мĕш ушкăн – «На Волге» сăвăпа.
«На Волге» | «Атăл юрри» |
4-мĕш ĕç. Икĕ енлĕ дневник тăвасси
Автор Атăла епле курать | Эпĕ еплерех куратăп |
5-мĕш ĕç. Сăвă йĕркисене вĕçлемелле (вăхăчĕ – 3 минут).
1-мĕшушкăн йĕркисем:
Тăратăп анлă Атăл хĕрринче,
Хумсем вылянине куçпа сăнатăп.
2-мĕшушкăн йĕркисем:
Хумханать-и аслă Атăл,
Каш кашлать-и сĕм вăрман…
6-мĕш ĕç. Тест ыйтăвĕсем çине хуравлани.
1. Атăл тăршшĕ миçе çухрăм?
1) 3531; 2) 5321; 3) 1074; 4) 2531.
2. «Атăл юрри» сăвва хăçан çырнă?
1) 1932; 2) 1955; 3) 1941; 4) 1958.
3. Митта Ваçлейĕ Атăла талăкăн хăш вăхăтĕнче сăнланă?
1) ирхине, кăнтăрла, çĕрле; 2) ирхине, каçхине, çĕрле;
3) ирхине, кăнтăрла, каçхине, çĕрле; 4) ирхине, каçхине.
4. «Атăл юрри» сăвăпа «На Волге» сăвăра пĕр пекки мĕн пур?
1) икĕ сăввинче те бурлаксем çинчен каланă;
2) лирикăллă герой Атăл хĕрне çÿреме юратнине кăтартнă;
3) нимĕн те çук;
4) икĕ сăввинче те ĕçчен Атăл сăнарне кăтартнă.
7-мĕш ĕç. Икĕ енлĕ дневник тăвасси
«На Волге» | «Атăл юрри» |
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/559281-tehnologicheskaja-karta-uroka-rodnogo-chuvash


БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Естественно-научная грамотность: особенности работы по развитию функциональной грамотности у обучающихся»
- «Адаптивная физическая культура: содержание и методы физического воспитания учащихся с ОВЗ по ФГОС»
- «Особенности разработки и реализации АООП с учетом образовательных потребностей обучающихся с РАС в соответствии с ФГОС»
- «ОГЭ по физике: содержание экзамена и технологии подготовки обучающихся в соответствии с ФГОС»
- «Обучение безопасным методам и приемам выполнения работ повышенной опасности в соответствии с государственными нормативными требованиями охраны труда (программа В)»
- «Обучение мерам пожарной безопасности для руководителей организаций, лиц, назначенных руководителем организации ответственными за обеспечение пожарной безопасности, в т.ч. в обособленных структурных подразделениях»
- Психолог в сфере образования: организация и ведение психолого-педагогической работы в образовательной организации
- Содержание профессиональной деятельности старшего вожатого образовательной организации
- Дошкольное образование: обучение и воспитание детей дошкольного возраста
- Содержание деятельности педагога-организатора в образовательной организации
- Основы реабилитационной работы в социальной сфере
- Учитель изобразительного искусства. Педагогическая деятельность по проектированию и реализации образовательного процесса
Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.