- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Учебный курс «Вероятность и статистика»: содержание и специфика преподавания в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО»
- «Центр «Точка роста»: создание современного образовательного пространства в общеобразовательной организации»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Методическая разработка урока родного (чувашского) языка «Дары леса»
1. Проект тытăмĕ
1. Проект ĕçĕн теми……………………………………………………
2. Проект ĕçĕн тĕллевĕ………………………………………………
3. Проект ĕçĕн задачисем………………………………………………..
4. Проект ĕçĕн пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем…………
5. Проект ĕçĕн актуаллăхĕ……………………………………………….
6. Проект ĕçне хутшăнакансем…………………………………………..
7. Проект ĕçне пурнăçа кертмелли вырăн……………………………
8. Проект ĕçне пурнăçа кертмелли тапхăрсем…………………………
9. Теори бази…………………………………………………………….
10. Тăкак смети…………………………………………………………...
11. Проект ĕçĕпе усă курасси……………………………………………
12. Пулмалли результат………………………………………………….
2. Проект результачĕ (çимĕçĕ)
1.Тулли урок планĕ «Вăрман ырлăхĕ» 6 класс……………………………
2. Урок валли хатĕрленĕ презентаци «Вăрман ырлăхĕ»…………………
3. Вăрман темăпа çыхăннă ваттисен самахĕсем………………………….
4. Кану саманчĕсем…………………………………………………………
5. Калавсемпе юмахсем……………………………………………………..
6. Сăвăсемпе юптарусем……………………………………………………
7. Вăрман çинчен çырнă юрăсем………………………………………………….
7. «Вăрман ырлăхĕ» темăна вĕреннĕ чухне усă курмалли хăнăхтарусем..
8. Кайăк ячĕсенчен тунă кроссворд ………………………………………….
9. Кластер …………………………………………………………………….
Усă курнă литература………………………………………………………
Хушса пани
1-мĕш хушса пани «Текст тăрах хатĕрленĕ хĕвеллĕ кластер»
2-мĕш хушса пани «Чăвашла-вырасла ятсем»
3-мĕш хушса пани «Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем»
4-мĕш хушса пани «Вăрман темăпа çыхăннă сăвăсемпе юрă тексчĕсем»
5-мĕш хушса пани «Ачасемпе ирттернĕ анкетăн результачĕсем»
6-мĕш хушса пани «Ачасем хайланă калавсем»
Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче
«Вăрман ырлăхĕ»
темăпа вĕренмелли материал
Швецова Марина Николаевна,
Мазикова Роза Анатольевна,
Шупашкарти 19-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем
Содержани
Проект тытăмĕ
Проект ĕçĕн теми……………………………………………………
Проект ĕçĕн тĕллевĕ………………………………………………
Проект ĕçĕн задачисем………………………………………………..
Проект ĕçĕн пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем…………
Проект ĕçĕн актуаллăхĕ……………………………………………….
Проект ĕçне хутшăнакансем…………………………………………..
Проект ĕçне пурнăçа кертмелли вырăн……………………………
Проект ĕçне пурнăçа кертмелли тапхăрсем…………………………
Теори бази…………………………………………………………….
Тăкак смети…………………………………………………………...
Проект ĕçĕпе усă курасси……………………………………………
Пулмалли результат………………………………………………….
Проект результачĕ (çимĕçĕ)
1.Тулли урок планĕ «Вăрман ырлăхĕ» 6 класс……………………………
2. Урок валли хатĕрленĕ презентаци «Вăрман ырлăхĕ»…………………
3. Вăрман темăпа çыхăннă ваттисен самахĕсем………………………….
4. Кану саманчĕсем…………………………………………………………
5. Калавсемпе юмахсем……………………………………………………..
6. Сăвăсемпе юптарусем……………………………………………………
7. Вăрман çинчен çырнă юрăсем………………………………………………….
7. «Вăрман ырлăхĕ» темăна вĕреннĕ чухне усă курмалли хăнăхтарусем..
8. Кайăк ячĕсенчен тунă кросворд ………………………………………….
9. Кластер …………………………………………………………………….
Усă курнă литература………………………………………………………
Хушса пани
1-мĕш хушса пани «Текст тăрах хатĕрленĕ хĕвеллĕ кластер»
2-мĕш хушса пани «Чăвашла-вырасла ятсем»
3-мĕш хушса пани «Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем»
4-мĕш хушса пани «Вăрман темăпа çыхăннă сăвăсемпе юрă тексчĕсем»
5-мĕш хушса пани «Ачасемпе ирттернĕ анкетăн результачĕсем»
6-мĕш хушса пани «Ачасем хайланă калавсем»
1.Проект теми
Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче «Вăрман ырлăхĕ» темăпа вĕренмелли материал.
2.Проект тĕллевĕсем
1. «Вăрман ырлăхĕ» темăпа вĕренмелли материал пуçтарасси.
2. «Вăрман ырлăхĕ» темăпа уçă урок ирттерме хатĕрленесси.
3. Çут çанталăк пуянлăхĕпе илемне упрама вĕрентесси.
3.Проект ĕçĕн задачисем
1. Ачасен хăйсем тĕллĕн ĕçлес ăсталăхне ÿстересси.
2. Ачасене тĕпчев- шырав ĕçне хăнăхтарса пырасси, хăйсен шухăшне калама, çырса
пама вĕрентесси.
3. Ачасен тавра курăмне аталантарасси, ăс-тăнне, чун- чĕрине пуянлатасси, тăван
чĕлхе илемлĕхне, пуянллăхне кăтартса парасси.
4. Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем
1) Суйласа илнĕ темăпа литература шырани;
2) Темăпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, кроссворд, сăвă, юптару йĕркисене шыраса тупни;
3) «Пирĕн тăрăхри вăрмансем» темăпа анкетировани ирттетрни;
4) Кирлĕ материалсене ксерокопии туса илни;
5) Уçă урок валли презентации туни;
6) Роллĕ вăйă (инсценировка) хатĕрлени;
7) «Вăрман» темăпа сăвă, калав çыртарни;
8) Кĕнекесен выставкине хатĕрлени;
5. Проект актуаллăхĕ
Ачасене вăрман чăн та пуян икенне кăтартса парасси, хăйсене çак ăнлав валли материал тупма май туса пани,
6. Проекта хутшăнакансем
1. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем – Швецова Марина Николаевна, Мазикова Роза Анатольевна, 19-мĕш шкул
2. 6 класс ачисем
7. Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн
Шупашкар хули, Эгер бульварĕн 5А çурчĕ, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 19№ шкул.
8. Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем
Тапхăрсем | № | Тума палăртнă ĕçсем | Яваплисем |
Хатĕрленÿ | 1. | Вĕрентекенсемпе калаçу ирттерни, проект çинчен каласу ирттерни. | Вĕрентекен |
тапхăрĕ | 2. | Проект темипе, тумалли ĕçĕпе паллаштарни, тумалли ĕçĕсен вăхăтне палăртни. | Вĕрентекен |
3. | Кашни ача хăйне килĕшекен ĕç суйласа илни. | Вĕрентекен, ачасем | |
Тĕп | Проекта | хутшăнакансем кашниех хăйсене шанса | панă ĕçе пурнăçлаççĕ. |
ĕç | 1. | Суйласа илнĕ темăпа литература шырани, интернетри материалсемпе паллашни. | Вĕрнетекен, библиотекарь |
тапхăрĕ | 2. | Выставка валли вăрман çинчен калакан кĕнекесем, калавсем, сăвă юрăсем, ÿкерчĕксем, плакатсем шыраса тупни. | Библиотекарь |
3. | Темăпа çыханнă ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем çырса илни. | Вĕренекенсем | |
4. | «Вăрман» темăпа ачасен хушшинче анкетировани ирттерни | Вĕрентекен | |
5. | «Вăрман ырлахĕ» презентации йĕркелени. | Вĕренекенсем | |
6. | «Вăрман» темăпа тест ыйтăвĕсене хатĕрлесси. | Вĕренекенсем | |
7. | «Вăрман ырлăхĕ» темăпа сăвă, калав çырни. | Вĕренекенсем | |
Пĕтĕмлетÿ | 1. | Ачасен пурнăçланă ĕçĕсене пуçтарни, тĕрĕслени, хаклани. | Вĕрентекен |
тапхăрĕ | 2. | Уçă урок валли презентации, план- конспект хатĕрлени. | Вĕрентекен |
9. Теори бази
1) Андреев, И. А. Чăваш чĕлхи программи, вырăс шкулĕн 5-9 классем валли. - Шупашкар, 2004.
2) Андреев, И. А. Гурьева, Р.И. Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли. – Шупашкар, 2007. - С. 268-270.
3) Краснова,Н.А., Мулюкова, Е. А., Смирнова, Л.А.,Ядранская, И. В. Вырăс шкулĕнчи чаваш чĕлхи урокĕсем: 6-мĕш класс, меслет сĕнĕвĕсем.- Шупашкар, 2011.
4) Портнова, З.Н., Волкова, Т.В. Тест хăнăхтарăвĕсем. - Шупашкар, 2001.
5) Михайлова, З.П. Чăваш чĕлхи. Тĕрĕс çырма вĕренер. – Шупашкар, 2011.
10. Проект смети
№ № | Мĕн илнĕ | Миçе илнĕ | Хакĕ |
1. | Шурă хут(А4) | 20 листа | 20 тенкĕ |
2. | Тĕрлĕ тĕслĕ хут(А4) | 6 листа | 15 тенкĕ |
3. | Файлсен папки | 1 | 10 тенкĕ |
4. | Диск | 1 | 17 тенкĕ |
Пурĕ | 62 тенкĕ | ||
11. Проекта пурнăçа кĕртни
6 класра «Вăрман ырлăхĕ» тема тăрăх уçă урок ирттересси.
12. Пулмалли результат
1) Ачасен активлăхĕ, тăрăшулăхĕ, пуçарулăхĕ, ĕçченлĕхĕ.
2) Ачасен тавра курăмпа ăс - хакăл аталанăвĕ, тĕпчев –шырав ăсталахĕ.
3) Ачасен çут çанталăка упраса хăварас туртăмĕ, вĕсен чун-чĕре пуянлăхĕ.
13. Проектпа усă курасси
1. Чăваш чĕлхи учитĕлĕсене паллаштарни.
2. Ашшĕ- амăшсен кунĕнче 6 класра «Вăрман ырлăхĕ» тема тăрăх уçă урок ирттерни.
3.Çут çанталăкпа çыхăннă сăвă конкурсра хутшăнни.
14.Проект результачĕ
Уçă урокăн тулли конспекчĕ
Предмет: чăваш чĕлхи
Блок теми: «Тăван тавралăх»
Урок теми: «Вăрман ырлăхĕ».
Урок тĕсĕ: Аса илÿпе пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Шкул: вырăс
Класс: 6 класс
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, учитель сăмахĕ, ыйту- хурав, калаçу шырав, кластер тăвасси, халăх ăслăлăхĕсемпе ĕçлесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, урок темине уçса пама пулăшакан презентаци, кроссворд, ваттисен сăмахĕсем - картăчкă, тупмалли юмахсем, ачасен сăвă- калавĕсем, вăрманти çимĕçсен ÿкерчĕкĕсем, кĕнеке выставки, учебник.
Словарь ĕçĕ: чи пахи, кĕтмел, пĕрлĕхен, вăрман ырлăхĕ, пĕр кило туртат, лăсăллă вăрман, çиме юрăхсăр кăмпа, темшĕн.
Урок эпиграфĕ: Вăрман çуркунне хаваслă,
Çулла - сулхăн,
Кĕркунне - пуян,
Хĕлле - ăшă теççĕ. (Халăх ăслăлăхĕ)
Урок юхăмĕ:
Урок пуçламăшĕнчи хатĕрленÿ.
Урока лайăх настроенипе пуçласси.
-Ырă кун пултăр, ачасем. Паян пирĕн уçă урок. Кунта хăнасем килнĕ, сирĕн аçăр–аннĕрсем. Вĕсем эпир урокра мĕнле ĕçлеме пултарнине курасшăн. Пурте лайăх ĕçлĕр,лайăх пллăсем илĕр.
- Урамра паян питĕ лайăх çанталăк. Хĕвел пăхать. Лăпкă. Атьăр эпир те пĕр-пĕрин кăмăлне çĕклетпĕр.
Эпĕ сире кулă парнелĕп, эсир мана. Кайран- юлташсене, унтан-хăнасене.Питĕ лайăх!
Иртнĕ урокра вĕреннине аса илни.
Иртнĕ урокра эпир кайăксем çинчен вĕрентĕмĕр. Кайăк ячĕсене сирĕн вĕренсе килмеллеччĕ. Халĕ кайăк ячĕсене вырăсларан чăвашла куçарса доска çинчи кроссворда çырăпăр (скворец, грач, снегирь, синица, кукушка, тетерев, ласточка, сова). Суллахайран сылтăмалла вуласан «Вĕçен кайăксем» пулать. Вĕсен хушшинче пĕр кайăк пур, унăн ятне малтан вуласан та кайран вуласан та пĕр пек вуланать . Мĕнле кайăк вăл? (куккук)
7
ч 6 1 2
ĕ ă ш к 4
к с ă у 3 8 к
е а н р у т 5 ă
В ĕ ç е н к а й ă к с е м
ă к ă м у ă
р п а к я
ч н к
а у
к
Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
Панă сăмахсене чăвашла куçарăр: (ăвăс, çĕмĕрт,вĕрене,чăрăш,хуран, юман)
Дуб
Сосна
Берёза
Ель
Клен
Черёмуха
Осина
- Çаксем пĕр сăмахпа мĕн пулаççĕ? (йывăçсем)
- Йывăçсем нумай ÿсекен вырăна мĕн теçсĕ? (вăрман)
- Терĕс, апла пулсан паян çак урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр?(вăрман çинчен)
. Ачасем калăр – ха тархасшăн, çынсем вăрмана мĕншĕн çÿреççĕ?
( Çырла, кăмпа, мăйăр пуçтарма). Тĕрĕс, вăрман çынсене кăна мар , вăрманти чĕр чунĕсене те, кайăк – кĕшĕксене те тăрантарать.(«Вăрман ырлăхĕ»пезентаци кăтартмалла)
Вăрман ырлахĕçинчен кĕнекере вуласа пĕлĕпĕр. 268 страницăра текст тупăр. Вулатпăр. (Лайăх вулакан ачана вулаттарать, е вĕрентекен хăй вулать). Вуланă вăхăтра текстра мĕнле çырла ячĕ тухать астуса юлма тăрăшăр. Кайран тетрадь çине çырса хурăпăр, словарьпе усă курса куçарăпăр, тĕрĕслĕпĕр, астуса юлма тăрăшăпăр, тĕрĕс калама вĕренепĕр.(Малтанхи 2 абзац вулаççĕ)
Ăнланман сăмахсемпе ĕçлетпĕр. Хăш пĕр предложенисене вĕрентекен вырăсла куçарса калать, ачасем çак предложенисене кĕнекере тупса чăвашла вуласа параççĕ.
( çĕр çырли, хурлăхан, хăмла çырли, кĕтмел, пĕрлĕхен, шурлăх çырли, хура çырла)
Çак сăмахсене словарь çине пăхса куçаратпăр. Тĕрĕслетпĕр.
Текста ачасем ăнланнине тест ĕçне пурнăçласа тĕрĕслет. Тест ĕçĕ уйрăм хут çинче пулать.Тĕслĕхĕ.
Вăрманта мĕнсем пурăнаççĕ? Пĕр йĕрпе аялтан турт.
(чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк, çынсем, хурт-капшанкă)
Мĕнле çырла çĕр çинче ÿсмест?
(хура çырла, кĕтмел, хурăн çырли, шурлăх çырли,çĕмĕрт çырли)
Текстра мĕнле ваттисен сăмахĕ пур?
А) Кашкăртан хăрасан вăрмана ан кай.
Ă) Хир пек асли çук, вăрман пек пуянни çук.
Б) Пĕр йывăç кассан – иккĕ ларт.
4. Ыйту - хурав хăнăхĕсене аталантарни.
-Вăрманти йывăçсем мĕнле - мĕнле çимĕç параççĕ? (майăр, çырла, кăмпа, йĕкел)
-Юман йĕкелне хăш - хăш чĕр чун çиет? (хир сысни,пакша)
-Хăш чĕрчуншăн мăйăр тутлă апат шутланать? (пакша) Ăна вăл ăçта пухса хурать? (хăвăла)
-упа, чĕрĕп, кашкăр, мулкач, пăши, пурăш, хир сысни, çÿлевĕç, тилĕ- ку сăмахсем патне мĕнле ыйту лартма пулать? –мĕнсем? (тискер чĕрчунсем)
5. Лексикăпа грамматика хăнăхăвĕсене аталантарни: предложенисен вĕçĕсене тĕрĕс тупса палăртни.
-Вăрманăн çут çанталăкри пĕлтерĕшĕ пысăк, унăн пуянлăхĕ, мулĕ çын пурнăçĕнче те кирлĕ, усăллă. Мĕнле усă парать пире вăрман?
Вĕренекенсем таблицăри лексика материалĕпе усă курса предложенисем йĕркелеççĕ, çапла майпа вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ.
Таблица тĕслĕхĕ:
| 1.сывлăша тасатаçсĕ. 2.çут çанталăка илем кÿреççĕ. 3.сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хитре юрлаççĕ. 4. çынсем варени, компот тăваççĕ. 5. тăварлаççĕ, маринадлаççĕ. 6. çут çанталăкра кичем. |
6. Кану саманчĕ.
Вĕрентекен «Вăрман» темăпа çыхăннă сăмахсене калать. Çырла ячĕсене илтсен ачасем алăсене çÿлелле çĕклеççĕ, кайăк ячĕсене илтсен-алăсене хул пуççи çине антараççĕ, кăмпа ячĕсене илтсен - алă çупаççĕ.
Сăмахсен тĕслĕхĕ: пилеш, кăрăç, шăнкăрч, уплюнкка, кĕтмел, ула такка, шăпчăк, хурăн çырли, çĕр çырли, ăвăс кăмпи, çерçи, палан, хурăн кăмпи, тăмана.
7.Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени, çыру хăнăхăвĕсене аталантарни.
Пурте пĕрле ĕçлеççĕ: панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕсем тăваççĕ.
Çур, тăлăп, вăрман (Вăрман çур тăлăп.)
Асли, пуянни, çук, вăрман пек, çук, уй( Уй пек асли çук, вăрман пек пуянни çук.)
Пушă, вăрман, ямасть, нихçан та (Вăрман нихçан та пушă ямасть.)
Сывлăшĕ, усăллă, вăрман, сывлăхшăн (Вăрман сывлăшĕ сывлăхшăн усăллă.)
Вутă, турттараççĕ, вăрмантан, вăрмана мар (Вăрмана мар, вăрмантан вутă туртараççĕ.)
Тĕрĕс йĕркеленĕ ваттисен сăмахĕсене тетрадь çине çырса хураççĕ.
8. Пуплев хăнăхăвĕсене аталантарни.
-Вăрман-пирĕн пурлăх, пирĕн ырлăх. Пирĕн ăна упрамалла, сыхламалла. 2013 çул- Раççей Президенчĕн указĕпе «Çут çанталăка, тăван тавралăха упрамалли , сыхламалли çул» пулчĕ. Анчах та мĕнле упраса, сыхласа хăвармалла çак пурлăха пирĕн? Çак ыйту çине хурав тупас тесен сирĕн çак ĕçе пурнăçламалла. Тимлĕ пулăр!
Черетпе вуласа ачасем хăйсен шухăшне каламалла, килĕшеççĕ - и вĕсем е çук. Хуравсем çапла е çуксăмахсенчен тăраççĕ
Вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть. (çапла)
Кайăк йăвисене тустармалла. (çук)
Çуп - çапа вăрманта хăвармалла. (çук)
Чĕр чунсене хăратмалла. (çук)
Йывăç тураттисене хуçмалла мар. (çапла)
Хăрнă йывăçсене касмалла. (çапла)
Вăрманта кăшкăрса калаçмалла. (çук)
Вăрманти хитре чечексенчен çыхă тума юрать. (çук)
9. Урока пĕтĕмлетни, ачасен ĕçĕсене хаклани.
Ачасем слайдри ÿкечĕксемпе усă курса вĕрентекенĕн «Вăрман пуянлăхĕ мĕн вăл?» ыйтăва хуравлаççĕ. Кластер тăваççĕ.
кăмпасем кайăксем
чечексем Вăрман йывăçсем
илемлĕх çырласем чĕр чунсем уçă сывлăш
10. Киле ĕç пани. Тетрадь çинчи ваттисен сăмахĕсене пăхмасăр вĕренсе килмелле.
Усă курнă литература
Андреев, И. А., Гурьева, Р. И.Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 6- мĕш класĕ валли.-Шупашкар, 2005.
Андреев, И. А. , Иванова, Э.Г. Вырăс шкулĕн 5 – мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси: Методика кăтартăвĕсем.- Шупашкар,2001
Дектярева,И. В.Вырăс шкулĕн 6 класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентесси.Уроксен тематика планĕ.-Шупашкар, 2002.
Кузьмина, Л.Н. Чăваш чĕлхи урокĕсем: Вырăс шкулĕсенче усă курмалли материалсем.-Шупашкар, 2006
.
Хушса панисем
1№ хушса пани
Текст тăрăх хатĕрленĕ хĕвеллĕ кластер
Мĕнле вăрман пулать?
Пуян симĕс ăшă




Вăрман



хутăш Вăрман хура



çулçăллă лăсăллă пĕчĕк пысăк
2№ хушса пани
Вăрман пуянлăхĕ
Чăвашла-вырăсла ятсем
Йывăçсем | çырласем | кăмпасем | Чĕр чунсем | Кайăксем |
Юман-дуб Хыр-сосна Чăрăш-ель Хурăн-берёза Çăка-липа Ăвăс-осина Вĕрене-клен Палан - калина Пилеш - рябина | Шурлăх çырли- Клюква Хурăн çырли – земляника Кĕтмел-брусника хăмла çырли- малина Хурлăхан- смородина Хура çырла- черника Пĕрлĕхен -костяника | Шур кăмпа-белый гриб Кăрăç-груздь Сар кăмпа-лисички Уплюнкка- опята | Пăши- лось Упа – медведь Кашкăр – волк Тилĕ – лиса Мулкач – заяц Чĕрĕп – ёж Çÿлевĕç – рысь Пурăш - барсук Хир сысни – кабан Пăрăнтăк - бурундук | Ула такка – дятел Карăк – глухарь Тăмана – сова Чакак – сорока Ăсан – тетерев Шăнкăрч – скворец Кăсăя - синица Чĕкеç – ласточка Шăпчăк – соловей Тăри – жаворонок Кăвакарчăн –голубь Курак – грач Çерçи – воробей |
Ваттисен сăмахĕсем: 1) Вăрман – çур тăлăп. 3№ хушса пани
2) Вăрмана вутă турттармаççĕ.
3) Пĕр йывăç кассан – иккĕ ларт.
4) Кашкăртан хăрасан вăрмана ан кай.
5) Хăй йăвинче пакша та патша.
Тупмалли юмахсем:1) Чăпар кайăк авăтать
Чăрăш тăрри авăнать.(Куккук)
2)Пĕвĕ-сийĕ пĕр тĕрлĕ,
Пĕсехисем хĕп – хĕрлĕ. (Уйăп)
3) Вĕçсе çÿрет çиçĕм пек,
Вăрăм хÿри сенĕк пек. (Чĕкеç)
4)Çурхи куншăн савăнать –
Çунать çапса шăхăрать. (Шăнкăрч)
5)Ăшă енчен таврăнчĕ,
Çĕн йăвашăн савăнчĕ,
Çунать çапса шăхăрчĕ.
Ку - ыр кайăк, … (Шăпчăк)
Сăвăсем:
Çурхи илем. 4№ хушса пани
Çитрĕ çепĕç çуркунне,
Çеçпĕл çурчĕ çеçкине.
Йывăçсем папкаланаççĕ,
Чечексем шăрçаланаççĕ.
Мĕн тери хитре çанталăк
Çут тĕнче вăраннă чух!
Мĕн тери хаваслă халăх
Кайăксем юрланă чух!
Тăмана
Тĕвик- тĕвик тăмана
Каç шăплăхне юратать,
Тĕвиклетсе пĕр кана
Ăна хăех йăлт пăсать.
Пакша
Пĕррехинче вăрманта
Курах кайрăм пакшана
Пăхăр! Пăхăр! Ачасем,
Сарă пакша сиккелет:
Хÿри унăн кăпăшка,
Симĕс куçĕпе пăхать,
Сиксе мăйăр пуçтарать,
Çурисене çитерет.
Юптару
Тилĕпе чĕрĕп
Чĕрĕппе тилĕ тус
Шăши тытнă пĕринче,
Пайлама шутланă:
Пĕри туртнă хÿререн,
Тепри туртнă ураран.
Çапăçу пуçланнă.
Шăшие çав вăхăтрах
Йăтса кайнă тăмана.
Çапăçакансене вара
Нимсĕрех хăварнă.
Çавăн пек çав тус - юлташ,
Ахалех эс ан тавлаш.
Мĕн пурине çурмалла
Юлташла пайламалла.
Юрăсем:
1) Вăрманта
Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр.
Сарă кайăк тăтăр савăнса.
Савни вăййа тухсан лăпкă çÿре
Савнă хĕрÿ тăтăр савăнса
2)Çурхи вăрманта
Сăввипе кĕвви халăхăн
Çурхи вăрманта
Сар кайăк юрлать,
Сар кайăк юрлать,
Сасси ян каять.
Çурхи ăшă, кĕмĕл сапнă каçсенче
Эп тухатăп, эп тухатăп урама
Сана курас, сана курас туйăмпа,
Мĕншĕн тесен юрататăп эп сана.
Тенчере пĕрре
Юрату кăна,
Юрату сăмахĕ
Çунтарать чуна.
А, юратупа выляма кирле мар,
Юрату вăл , юрату вăл вăйă мар.
Юрату вăл хитре сарă чечек мар,
Ăна татма, ăна татма кирлĕ мар.
3) Вĕç, вĕç куккук
Сăввипе кĕвви халăхăн
Вĕç, вĕç куккук, вĕç куккук,
Вăрман хĕрне çитиччен,
Вăрман хĕрне çитсессĕн
Юман таăрне ларса кан
4)Çĕмĕрт çески çурăлсан .
Кĕвви С. Максимовăн Ф. Павловăн
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан
Вăрман витĕр курăнать.
Шурă кĕпе тăхăнсан та
Шÿрă кĕпе тăхăнсан
Вăйă витĕр курăнать.
5) Вăрманта çырлара
Сăввипе кĕвви халăхăн
Пичче така панă пулсан
Такапа килеттĕмĕр,
Пичче така памарĕ,
Такасăрах килтĕмĕр.
Вăрманта çырлара,
Эпир кунта хăнара.
Çич ют çынни патĕнче мар,
Хамăр тăван патĕнче.
Ачасем хайланă калавсем:
6№ хушса пани
Çурхи вăрманта.
Хуларан инçе мар вăрман вырнаçнă. Вăл пысăк мар. Кунта тĕрлĕ йывăç ÿсет: юман, хурăн, пилеш, çăка, çĕмĕрт, вĕрене. Хушăран хырпа чăрăш курăнкалаççĕ.
Эпир вăрмана ачасемпе экскурсие килтĕмĕр. Çанталăк ăшă. Йывăçсем симĕс тум тăхăннă.Ура айĕнче хитре чечеклĕ кавир. Кайăксем юрă шăрантараççĕ. Чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Сывлăш уçă. Çурхи вăрмантан тухас та килмест.
Калава малалла тăс.
1-мĕш вĕренекен: Пĕррехинче эпĕ вăрмана кайрăм.
2-мĕш вĕренекен: Унта эпĕ улмуççи куртăм.
3-мĕш вĕренекен: …( черетпе пĕрер предложен каламалла).
Ачасемпе ирттернĕ анкетăн результачĕсем 5№ хушса пани
1.Эс вăрмана час-часах çÿретĕн-и?

2.Вăрман çынна мĕн парать?

Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/531967-metodicheskaja-razrabotka-uroka-rodnogo-chuva
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «География и биология: применение педагогических технологий и методов обучения согласно ФГОС ООО от 2021 года»
- Курс-практикум «Мастерская вовлечения: геймификация и инновации в обучении»
- «Образовательная программа дополнительного образования детей»
- «Организация работы музыкального руководителя ДОО с детьми с ОВЗ по ФГОС ДО»
- «Профессиональная компетентность педагога»
- «Противодействие коррупции в образовательной организации»
- Организационно-педагогическое обеспечение воспитательного процесса в образовательной организации
- Управление процессом реализации услуг (работ) в сфере молодежной политики
- География: теория и методика преподавания в образовательной организации
- Педагогика и методика преподавания биологии
- Педагогическое образование. Содержание и организация профессиональной деятельности учителя
- Секретарь учебной части. Делопроизводство в образовательной организации

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.