- Курс-практикум «Педагогический драйв: от выгорания к горению»
- «Труд (технология): специфика предмета в условиях реализации ФГОС НОО»
- «ФАООП УО, ФАОП НОО и ФАОП ООО для обучающихся с ОВЗ: специфика организации образовательного процесса по ФГОС»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Учебный курс «Вероятность и статистика»: содержание и специфика преподавания в условиях реализации ФГОС ООО и ФГОС СОО»
- «Центр «Точка роста»: создание современного образовательного пространства в общеобразовательной организации»
- «Риторические аспекты профессиональной коммуникативной деятельности современного педагога»
- «Игровые пособия для работы с детьми дошкольного возраста (палочки Кюизенера, блоки Дьенеша, круги Луллия, ментальные карты Бьюзена)»
- «Обучение английскому языку детей дошкольного возраста»
- «ИКТ-компетентность современного педагога»
Свидетельство о регистрации
СМИ: ЭЛ № ФС 77-58841
от 28.07.2014
- Бесплатное свидетельство – подтверждайте авторство без лишних затрат.
- Доверие профессионалов – нас выбирают тысячи педагогов и экспертов.
- Подходит для аттестации – дополнительные баллы и документальное подтверждение вашей работы.
в СМИ
профессиональную
деятельность
Чавш ен ман юратна сершывам
Чăваш ен- ман юратнă çĕр-шывăм
Тĕллевсем:
Ачасене хамăр Чăваш Республики çинчен тарăнрах пĕлÿ парасси, ĕлĕкхи чăваш тумĕсемпе, йăли фĔркисемпе паллашасси. Ачасен калаçăвне аталантарасси.
Уяв йĕрки:
(Ачасем алăран алă тытăнса юрласа кĕреççĕ)
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш чĕлхи,
Илемлĕ чăваш чĕлхи те калаçма пĕлсен кăна.(2 хут)
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш кĕпи,
Илемлĕ чăваш кĕпи те тăхăнма пĕлсен кăна. (2 хут)
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри,
Илемлĕ чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна. (2 хут)
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш ташши,
Илемлĕ чăваш ташши те ташлама пĕлсен кăна.(2 хут)
Ертсе пыракан: (Чаваш ен карти çине кăтартса) Ачасем, пăхăр-ха, мĕнле республика карти ку?
Ачасем:Ку Чăваш ен карти.
Ертсе пыракан: Тĕрĕс куЧăваш ен карти. Паян эпир сирĕнпе хамăр Чăваш Республики çинчен калаçăпăр.
Ача:Сĕм вăрман, ылтăн хир, Атăл шывĕ
Тĕрлĕ халăх кунта пурăнать.
Чăваш çĕрĕ- юратнă çĕршывăм
Çулсерен çĕнелсе улшăнать.
Чăвашсем, пăлхар йăхĕнчен тухнă халăхсем, темиçе çĕр çул каялла пурăнма пуçланă. Ытларах вĕсем çĕр ĕçĕпе пурăннă. Анчах вĕсен тăшманĕсем те нумай пулнă. Вĕсем тутар- монголсен пусмăрĕ айĕнче пурăннă. Тутар- монголсем чăвашсен мĕн пур, çавна йăлтах илсе тухса кайнă, вĕсене асаплантарнă. Чăваш халăхĕн пурнăçĕ питĕйывăрланса çитнĕ. Халăхăн чăтăмлăхĕ пĕтнĕ. Вăл тăшмансене пĕччен кĕрешсе çĕнтермепултарайманни-не ăнланса илнĕ. Вара чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе пĕрлешме шутланă. 1551 çулта чăваш халăхĕ хăй ирĕкĕпе вырăс халăхĕпе пĕрлешнĕ, Раççей çĕршывне кĕнĕ. 1920 çулта Чăваш автономилле облаçне туса хунă. 1925 çулта Чăвашсен автономиллĕ Советлă Социализмлă Республикине тунă. Халь республика ятне каллех улăштарнă. На халь Чăваш ен теççĕ.
Ертсе пыракан: Эпир, ачасем, çак уява хатĕрленсе нумай калаçусем иртертĕмĕр. Халĕ сирĕн пĕлĕве тĕрĕслеме викторина иртерĕпер.
Эпир икĕ ушкăна пайланăпăр. (Ачасем пайланнă вăхăтра чăваш кĕвви янăрать)Ушкăнсене ят парăпăр, ертÿçисене калатпăр.
Ертсе пыракан: Викторинăна пуçлатпăр. Пĕрремĕш ыйту ушкăнсен ертÿçисем вали пулать.акă манн алăра икĕ сăмах. Мĕне пĕлтерекен сăмахсем вĕсем? (Атăл, Çавал)
Ертсе пыракан: Кусем юхан шыв ячĕсем. Кую хан шывсем çинчен мĕн пĕлетĕр эсир?
Ушкăн ертÿçисем:
Атăл- Чăваш Республикинчи чи пысăк юхан шыв. Ун сылтăм çыранĕнсе Шупашкар хули ларать.
Пирĕн республикăра икĕ Çавал: Мăн Çавал татаКĕçĕн Çавал. Кĕçĕн Çавал Шăхасан ялĕ çумĕнчен юхса иртет. Çĕрпÿ хулинчен иртсен Мăн Çавала юхса кĕрет, Мăн Çавал Атăла юхса кĕрет.
Ертсе пыракан: Тĕрĕс хуравсемшĕн сире пĕрер çăлтăр паратпăр. Халĕ пĕтĕм ушкăна тепĕр ыйту.
Пирĕн Чăваш Республики мĕнле республикăсемпе, облаçсемпе юшашар вырнаçнă? (Тутар,Мари, Мордва республикисемпе, Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсемпе)
Пирĕн Чăваш Республикинче миçе пысăк хула? Вĕсем мĕн ятлă? ( 9 хула)
Пирĕн республикăра миçе район? (21)
Эсир хăш райăнта, мĕнле ялта пурăнатăр?
Ертсе пыракан: Ачасем,чăваш халăхĕ тĕрĕсемпе питĕ пуян. Халăх тĕрĕсемпе кĕпесене, алшăлисене, арçын кĕписене, саппунсене тумтирсене илемлетнĕ. Хĕрсен хăйсен тумĕ, качча кайнă хĕр арăмсен хăйсен мумĕ пулнă. Халĕ сире викторинăн тепĕр ыйтăвĕ.
Хĕрсемпе качча кайнă хĕр арăмсен тумĕсем пĕр-пĕричен мĕнле паллă япала уйăрса тăнă? (Тухъя, сурпан, хушпу) Сцена çине хĕр тумтирĕ тата хĕр арăм тумтирĕ тăхăннă çынсем тухаççĕ)
Ертсе пыракан: Чăвашсен çĕр пин бюрă пур теççĕ.
Мĕнле йăла-йĕркисене пĕлетĕр эсир? (салтак, вăйă, туй, хăна Сурхури, Çăварни, ĕç юррисем)
Ертсе пыракан: Халĕ пĕр юррине юрласа пăхар-ха.
Юрă «Пахчи, пахчи»
Ертсе пыракан: Чăваш ачисем ĕлĕкех вăйăсем выляма юратнă. Халĕ сирĕнпе «Кайăк хурсемпе тилĕ» ятлă вăййа выляса илĕпĕр.( ачасем пĕр çаврака тăраççĕ. Хуркайăкне тата тиллине суйлаççĕ. Хур кайăкĕ карта варринче, тилĕ карта тулашĕнче. Ыттисем юрласа çаврăнаççĕ.)
Кÿлли аслă, шывĕ тăрă,
Кайăк хур ишет
Хăйĕн хурлăхлă юррине
Хурланса юрлать.
Ачасем лараççĕ, кайăк хур юрлать
Манăн çунатăм аманчĕ,
Вĕçейместĕп эп,
Хĕл кунĕнче çак кÿлĕре
Лармалла пуль теп.
Малалла ачасем юрлаççĕ
Сăрт хыçĕнчен чее тилĕ
Йăпшăнса килет
Кайăк хура ярса илсе
Вăрмана тарать.
Ертсе пыракан: Юрларăмăр, вылярăмăр, тепре ташласа илер пулĕ.
«Чăваш ташши»
Урам айкки кăвак çеçке
Ташла- ташла тăтăр-и?
Ик касс хĕрĕ пĕр пулса та
Çаврăна- çаврăна ташлар-и?
Малалла «Линка-линка» кĕввипе ташлаççĕ.
Ертсе пыракан: Ачасем, пирĕн республикăра пултаруллă та паллă çыесем питĕ нумай. Халĕ сире çакăн пек ыйту.
Чăвашсенчен кам космоса вĕçнĕ? Вăл ăçта çуралса ÿснĕ? (А.Г. Николаев, Сĕнтĕрвăрри райăнĕ, Шуршăл ялĕ.)
Ертсе пыракан: Халĕ эпĕ сире пĕр тĕлĕнмелле юмах каласа паратăп. Юмахĕ «Пĕлÿлĕх кĕнеки- ылтăн кĕнеке» ятлă.
Тахçан ĕлĕк –авал питĕ вăйлă та ăслă халăх пурăннă. Чăвашсем тенĕ вĕсене. Телейлĕ пулнă вĕсем. Вĕсен Ылтăн кĕнеке пулнă. Кĕнеке вĕсене ăс панă,пурăнма вĕрентнĕ. Анчах та вĕсем çине усал тăшмансем тапăннă та Ылтăн кĕнекине вăрласа кайнă. Çавăнтан чăвашсен пурнăçĕ начарланнăçемĕн пачарланса пынă.Вĕсен ачисем те шкулта вĕренме пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсен кĕнекесем пулман.
Ылтăн кĕнекене шыраса тупать те чăваш халăхне каяллатавăрса парать. Ку çын çакă пулнă(И.Я.Яковлев портретне кăтартать. )
Ертсе пыракан: Кам –ха вăл, ачасем?
Ачасем:Ку И.Я.Яковлев. вăл чăваш ачисем вали пĕрремĕш букварь çырнă.
Ертсе пыракан: тĕрĕс. Вăл чăваш ачисем вали букварь çырнă тата Чĕмпĕр хулинче чăваш ачисем вали шкул уçнă. Ун шкулĕнчен нумай пултаруллă çын вĕренсе тухнă.
Ертсе пыракан: Хале викторинăн тепер ыйтăвĕ. Малтан …. Сăвă каласа парĕ. («Нарспи» сăвăри пĕр пайне хатерленĕ ача каласа парать.)
Кам çырнă çак савва? Сăвă мĕн ятлă? (К.В. Иванов «Нарспи»)
Ертсе пыракан: К.В.Иванов И.Я.Яковлев уçнă шкулта вĕренсе тухнă.
Пирĕн республикăн тĕп хули мĕн ятлă?Вăл мĕнле юхан шыв хĕрринче вырнаçнă? (Шупашкар, Атăл)
Ертсе пыракан: Шупашкар пысăк та хитре хула. Унта 5 театр, филармонии, музейсем, палăксем пур. Пирĕн республика вăрманпа та питĕ пуян. Республикăн 3 пайĕнчен пĕр пайне вăрман йышăнать. Вăрмансенче 32 ттĕрлĕ тискер кайăк пурăнать, темиçе тĕрлĕ йывăç-курăк ÿсет. Чăваш вăрманĕсем юманпа паллă. Юман вăл- хастарлăх пали,ун çинчен халăх ĕлĕкех юрăсем, юмахсем хывнă.
Пирĕн республика кайăк-кĕшĕксемпе те пуян. Пирĕн патăрта 200 ытла тĕрлĕ кайăк пурăнать. Пирĕн юхан шывсем те нумай. Вĕсенче 44 тĕслĕ пулă пурăнать, хур-кăвакал ишсе савăнать. Хале пĔчĔк кăвакалсен ташшине пăхар-ха.
«Кăвакалсен ташши»
Ертсе пыракан: Халĕ вара жюри членĕсене сăмах паратпăр.
Ертсе пыракан: Паян эпир кунта мĕн курнине, пĕлнине пĕтĕмлетсе хăварар-ха. Эпир паян хамăр çуралнă республика çинчен нумай пĕлтĕмĕр. Чăвашсен кĕпе-тумĕпе, йăли-йĕркипе,юрри-ташшипе паллашрăмăр.Вĕсене пирĕн манмалла маар,вĕсене упраса, вĕсенчен вĕренсе малалла аталантарса пымалла. Хамăр пурăнакан вырăна лайăх пĕлмелле. Çутçанталăка, тăван тавралăха юратмалла, упрамалла. Юман вăрманĕсем чăвашсен тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри пулса тăраççĕ. Çавăнпа та эпир те хамăр çуралнă республикăра юман пек паттăр, Атăл шывĕ пек туллии, чесеклĕулăх пек пулар.
Сăвă «Эпир çуралнă вырăнсем»
Ачасем «Илемле, илемле» юрăпа тухса каяççĕ.
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/327109-chavsh-enman-juratna-sershyvam
БЕСПЛАТНО!
Для скачивания материалов с сайта необходимо авторизоваться на сайте (войти под своим логином и паролем)
Если Вы не регистрировались ранее, Вы можете зарегистрироваться.
После авторизации/регистрации на сайте Вы сможете скачивать необходимый в работе материал.
- «Реализация образовательного процесса по ФГОС ООО и ФГОС СОО в соответствии с профессиональным стандартом педагога»
- «Организация и содержание работы учителя-логопеда с детьми школьного возраста»
- «Основные аспекты социальной работы с бездомными людьми»
- «Специфика работы с детьми-мигрантами дошкольного возраста»
- «Работа с детьми с ОВЗ в дополнительном образовании»
- «Методы и технологии работы с детьми с различными типами нарушений в практике учителя-дефектолога»
- Секретарь учебной части. Делопроизводство в образовательной организации
- Теория и методика обучения астрономии в образовательной организации
- Педагогическое образование: теория и методика преподавания истории в образовательных организациях
- Дошкольная педагогика: теория и методика обучения и воспитания
- Профессиональная деятельность методиста дошкольной образовательной организации
- Подготовка детей к обучению в школе: содержание и организация работы с детьми

Чтобы оставлять комментарии, вам необходимо авторизоваться на сайте. Если у вас еще нет учетной записи на нашем сайте, предлагаем зарегистрироваться. Это займет не более 5 минут.